Елена АТАМАНОВА.

24 Ака, 2021

Граждан форумĕ - общество тĕрĕслевĕн механизмĕ

Ака уйӑхӗн 24-мĕшĕнче "Шупашкар-Арена" Пăр керменĕнче "Граждан форумĕ - общество тĕрĕслевĕн механизмĕ" ятпа мероприяти иртрĕ. Ăна ЧР Общество палати 10 çyл тултарнине халалланă.

Форума Чăваш Ен Пуçлăxĕ Олег Николаев килсе çитрĕ. "Кунта паян чунпа çyнакан çынсем, пурнăç çине урăxла куçпа пăxма юратакансем пухăннă. Çaкăншăн эпĕ питĕ xaвас", - тесе пуçларĕ калаçăва.

2 Утă, 2020

Çу кунĕсем ĕçпе илемлĕ

Алена пахчари йăрансене çумланă хушăра Люба çулталăкри шăллĕне Ромăна пăхать. Ашшĕнчен кунĕпе те ниçта юлман Лева урамра футболла выляма вăхăт тупатех. Ун çумне те пĕчĕккĕллех куршанак çыпăçнă.

15 Юпа, 2018

Лавкка вăррине тытнă

ЧР ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи юпан 12-мĕшĕнче 13 сехет те 40 минутра Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнчи апат-çимĕç лавккине çаратнă. Пĕр арçын кĕнĕ те сутуçăран рис ыйтнă, хайхискер кĕрпене тултарма пăрăннă хушăра сĕтел айĕнчен укçа курупкине туртса кăларнă, унта 10 пин тенкĕ пулнă. Арçын ăна илсе тарнă. Сутуçă хыççăн хăваланă, анчах та вăрра тытайман. Ял çыннисем арçын «ВАЗ-2115» автомобиль çине ларса тарнине асăрханă.

Pages