Лавкка вăррине тытнă

15 Юпа, 2018

ЧР ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи юпан 12-мĕшĕнче 13 сехет те 40 минутра Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнчи апат-çимĕç лавккине çаратнă. Пĕр арçын кĕнĕ те сутуçăран рис ыйтнă, хайхискер кĕрпене тултарма пăрăннă хушăра сĕтел айĕнчен укçа курупкине туртса кăларнă, унта 10 пин тенкĕ пулнă. Арçын ăна илсе тарнă. Сутуçă хыççăн хăваланă, анчах та вăрра тытайман. Ял çыннисем арçын «ВАЗ-2115» автомобиль çине ларса тарнине асăрханă.

Часах полици ĕçченĕсем машина хуçине тупса палăртнă, руль умĕнче — темиçе хут та суд сакки çине ларма ĕлкĕрнĕ Чĕмпĕрте пурăнакан 30 çулти арçын. Хайхискере вăрланăшăн, çаратнăшăн тата çын сывлăхне сиен кÿнĕшĕн маларах темиçе те айăпланă. Оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ чухне «Батыревский» Раççей ШĔМ муниципалитетсен хушшинчи уйрăмăн сотрудникĕсем ăна Ульяновск облаçĕнче тытса чарнă.

Ку унăн Чăваш Енри пĕртен-пĕр преступлени мар. Канаш хулинче, çав кунах, кăçалхи юпан 12-мĕшĕнче, вăлах сутуçă тимсĕрлĕхĕпе усă курса кассăран 3500 тенкĕ йăкăртма ĕлкĕрнĕ тесе шухăшлаççĕ.

Хайхискер хăйĕн айăпне йышăннă. Унăн сăмахĕ тăрăх, вăл таксистра ĕçленĕ. Çав кун клиента Чĕмпĕртен Канаша лартса килнĕ, çула май урăх майпа укçа-тенкĕ ĕçлесе илме шухăшланă, çавна май хăйĕн биографине çĕнĕ икĕ уголовлă ĕçпе пуянлатнă: РФ УК «Вăрлани» тата «Сăтăр кÿни» статьясемпе. Арçынна тытса чарнă.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас