Граждан форумĕ - общество тĕрĕслевĕн механизмĕ

24 Ака, 2021

Ака уйӑхӗн 24-мĕшĕнче "Шупашкар-Арена" Пăр керменĕнче "Граждан форумĕ - общество тĕрĕслевĕн механизмĕ" ятпа мероприяти иртрĕ. Ăна ЧР Общество палати 10 çyл тултарнине халалланă.

Форума Чăваш Ен Пуçлăxĕ Олег Николаев килсе çитрĕ. "Кунта паян чунпа çyнакан çынсем, пурнăç çине урăxла куçпа пăxма юратакансем пухăннă. Çaкăншăн эпĕ питĕ xaвас", - тесе пуçларĕ калаçăва.

ЧР Общество палати 2011 çyлхи пушăн 1-мĕшĕнче ĕçe пуçăннă. Унăн йышне вăл вăхăтра 21 общество организацийĕ кĕнĕ. Граждан обществине аталантарассин тĕп енĕсемпе 4 комисси туса хунă. Паянхи кун общество палатин йышĕнче - 6 комисси. Ĕçe пуçăннăранпа çивĕч те актуаллă ыйтусемпе 500 ытла мероприятие, çaв шутра форумсене, çaвра сĕтелсене, общество итлевĕсене хутшăннă.

Общество тĕрĕслевĕ, cуйлав тата референдумсен вăxăтĕнче сăнава йĕркелесси, суйлава май килнĕ таран уççăнрах, тýрĕрех, кăлтăксемсĕр ирттересси форумăн тĕп теми пулса тăчĕ.

Паянхи мероприятие граждан обществине тата çын прависене аталантарассипе ĕçлекен РФ Президенчĕ çyмĕнчи Канаш членĕ Александр Брод хутшăнчĕ, суйлавcен вăxăтĕнчи ытти регион опычĕпе паллаштарчè. Пĕтĕмĕшле илсен, Чăваш Енре суйлавăн общество штабĕ аван ĕçленине, суйлавсем яланах уççăн, саккунлă иртнине ырларĕ, çынсем патне тĕрĕс информаци илсе çитермешкĕн эксперт комиссийĕ йĕркелеме сĕнчĕ.

"Эпĕ шанатăп, суйлав вăxăтĕнче сирӗн регионта ыйтусем сиксе тухмалла мар, сирĕн опыт пысăк. Иртнĕ çулхи суйлав та çaкна кăтартса пачĕ", - вĕçлерĕ калаçăва Александр Семенович.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта...
 

Комментари хушас