Комментари хушас

16 Çурла, 2018

Шыва кĕрес килет, анчах — ăçта?

Илен кунĕ хыççăн çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ] шыва кĕмен çынсем. «Иленрен шыва пĕр катăк пăр каять», — тенĕ ваттисем. Çанталăк кĕр енне сулăнса сулхăнланни, кун кĕскелсе çĕр вăрăмланни пирки çеç çыхăнтарман пулĕ çакна, çурлара çынсен мĕн акни-лартнине хăвăртрах пуçтарса илмелле пулнă, шыва кĕрсе ылтăн вăхăта ирттерес темен. Юлашки вăхăтра çанталăк ылмашăнчĕ-ши — çурла уйăхĕн варри çитрĕ пулин те, çынсем халĕ те пĕве-кÿлĕ хĕрринчен кайма пĕлмеççĕ. Шупашкарта ятарласа Атăлта пляжсем уçнă, ялсенче ăçта шыва кĕреççĕ-ха? Ун валли ятарлă вырăнсем пур-и республикăра? Çак кунсенче районсенчи темиçе вырăна çитсе килтĕмĕр.

Пулă тытма — укçалла

Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ял тăрăхне кĕрекен Вăрманкас Тăрăн ялĕ тĕп хуларан 37 километрта вырнаçнă. Çуллахи вăхăтра калама çук илемлĕ кунта. Ял çумĕнче — пысăк пĕве, сăрт çинче — дачăсем. Эпир çитнĕ кун çыранăн сылтăм енче шыва кĕрекен йышлăччĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ — кану кунĕнче хуларан дачăна канма килнисем. Шыва кĕмелли ятарлă вырăна палăртман, хăйăр та сапман. Çыранăн тепĕр енне те çынсем пĕр вĕçĕм килсех тăчĕç. Шăрăх кун пĕве хĕрринче кам чăтса тăрайĕ, кунта ятарласа канма килнисемпе эпир те шыва чăмрăмăр. Ишме пĕлменнисемшĕн хăрушăрах, 5 метртанах пĕве тăрук тарăнланса каять. Шывĕ ăшă та тăп-тăрă, анчах тĕпĕ юшкăнпа тулнă. Унсăр пуçне вырăн-вырăн курăк пусса илнĕ, вăл урана çакланать. Ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн дачăрисене чÿхенсе уçăлма аван паллах. Сăртра шыв çуккипе тарăхакан дачниксем çак пĕверенех шăвармашкăн шыв кÿреççĕ... Урана хытă япала лекрĕ: эрех кĕленчин ванчăкне туртса кăлартăм. Çакăн хыççăн шывра пĕр самант та тытăнса тăрас килмерĕ. Кĕленче ванчăкне мĕн тесе шыва перес? Хăйсемех унта кĕреççĕ вĕт.
Шупашкар районĕнчи Шăнкас ялĕ çывăхĕнчи кану базинче халăх йышлă. Кунта ача-пăча лапамĕ, хÿме, уйрăм çуртсем, шашлăк пĕçермелли вырăн, хĕвел çинче хĕртĕнсе выртмалли йывăç краватьсем вырнаçтарнă. Машина лартмашкăн та ятарлă вырăн пур. Кÿлĕри шыв витĕр курăнать, ун тĕпĕнче — хăйăр. Çын татăлма пĕлмест, пĕрисем каяççĕ, теприсем килеççĕ, уйрăмах ачисемпе канма килнĕ çемьесем йышлă. Пур çĕрте те çакăнти пек таса та тирпейлĕ пулсанччĕ. Шыв хĕрринче тарăн мартан пĕчĕк ачасем те хăрамасăрах чăмпăлтатаççĕ. Шыва кĕмелли тума улăштарса тăхăнма ятарлă вырăн, туалет пур. Хальлĕхе душ кабинисем вырнаçтарма ĕлкĕреймен. Кунашкал таса вырăнта чăннипех те шыва кĕме кăмăллă. Канакан нумай пулин те ниçта та çÿп-çап йăваланмастчĕ. Таврари курăка та çулнă. Пулă тытакан та йышлăччĕ — паллах, ку киленÿшĕн укçа тÿлемелле.
Канаш районĕнчи Кăшнаруй ял тăрăхне кĕрекен Шуркасси ялне те çитсе килме май килчĕ. Ял çыннисене çывăхра пĕр пĕве те юлманни, йăлтах типсе ларни шухăшлаттарать.
«Ĕлĕк лайăхчĕ: шыва кĕреттĕмĕр, пулă тытаттăмăр. Ача-пăча кунĕпе урамри çырмара чăмпăлтатса савăнатчĕ. Чăн-чăн ырлăхчĕ вĕт! Пахча çимĕç шăвармашкăн та çырмаран шыв йăтатчĕç ял çыннисем. Шоссе тунă хыççăн пĕвене татса ячĕç. Вут- кăвартан Турă сыхлатăр, çывăхра пачах та çырма тавраш çук халь. Пĕвесем çÿп-çаппа тулчĕç, йывăçсем ÿкеççĕ те вĕсене текех пырса тĕкĕнекен çук. Аслут юхан шывĕ те типрĕ. Юрать, ял хĕрринче харпăр çыннăн Георгий Тимофеевăн пĕви пур. Вăл ăна лайăх пăхса тăрать, тасатать. Унашкаллине ÿнерçĕсен ĕçĕсенче çеç курма пулать: пĕве хĕррипе ĕмĕрхи йăмрасем кашлаççĕ, çÿлерехре, сăртра — ĕлĕкхи улма-çырла сачĕ. Тĕлĕнмелле хитре вырăн. Хуçи хамăр ял ачиех. Кăшнаруй еннелле пĕвесем пур, кĕтÿри выльăха унта ĕçтеркелеççĕ», — палăртрĕ ялта пурăнакан Николай Агаков.

Çамрăксен вăйĕпе

Элĕк районĕнчи Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Пĕчĕк Кăканарпа Мăн Кăканар ялĕсен хушшинче хитре пĕве çуталса выртать. Шăматкун шыв хĕрринче канакан, пулă тытакан нумайччĕ. Пĕвен пĕр айккине /Мăн Кăканар енчине/ утрав теççĕ. Ăшăх вырăнта пĕчĕк ачасем чăмпăлтатма кăмăллаççĕ. Кунта чăннипех те утрав пулнă-мĕн тахçан, шыв хăпарсан вăл аяла тăрса юлнă. Пĕве айккипе палаткăсем карсах канатчĕç çынсем. Аякран килсе кунта çĕр каçаççĕ, шашлăк пĕçереççĕ, уявсем ирттереççĕ. Ялта пурăнакансем каланă тăрăх, Кăканар пĕвине çак тăрăхра пурăнакан çамрăксем пăхса тăраççĕ. Пĕр çÿп-çап та кураймăн йĕри-тавра, çынсем хыççăн тирпейлесех тăраççĕ-мĕн, хутаçсене тултарса ятарлă вырăна кайса хураççĕ. Кайран тулли михĕсене машина тиесе каять. Ик-виç çул каялла хастарсем 1 миллион та 500 тенкĕ пуçтарса пĕвене тасаттарма вăй çитернĕ. Пулăçсем кÿршĕ районсенчен килеççĕ ку вырăна. Ял çамрăкĕсем тăрăшнипе тĕрлĕ пулă ĕрчетме май килнĕ. Паллах, ун валли те кашниех хăйĕн кĕсйинчен укçа кăларнă. «Пирĕн ял пĕчĕк, пĕтĕмпе те 17 кил кăна. Хăй вăхăтĕнче çамрăксем йышлăн тăрса юлнă ялта, вĕсем çинче тытăнса тăрать те вăл халь. Тĕслĕхрен, Михаил Моисеев, Александр Корнилов, Александрпа Валера Сысоевсем, Александр Филиппов, Владимирпа Александр Титовсем халăхран укçа пуçтарса кĕпере юсарĕç. Çавăн хыççăнах шыв çÿлелле хăпарчĕ», — каласа кăтартрĕ çак ялта çуралса ÿснĕ Оксана Федорова.
Кăканар пĕви айккипе шур хурăнсемпе çăкасем кашлаççĕ. Вĕсене Мăн Кăканарта çуралса ÿснĕ Юрий Никифоров паллă радиожурналист асăнмалăх лартса хăварнă- мĕн. Ку тăрăхри çамрăксенчен тĕслĕх илмелли пурах. Канмалли вырăна никам хистемесĕр хăйсен вăйĕпе йĕркелеме мехел çитернĕ вĕсем. Янтă вырăна хапсăнакан чылай: Кăканар пĕви паянхи кун та чылай çынна илĕртет, ял çыннисем хирĕçленине пăхмасăрах тара илесшĕн ăна.
Вăрнар районĕнчи Калинин ял тăрăхĕнчи Кÿлхĕрри ялĕнчи кÿлле канмалли тата шыва кĕмелли вырăн тесе палăртнă. Кунта иртнĕ çул Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн сотрудникĕсем пĕве-кÿлĕре асăрханмалли пирки ятарласа канашлу йĕркеленĕ, шыва путнă çынна пĕрремĕш пулăшу парассипе ăсталăх класĕ ирттернĕ.
«Канмалли вырăна пăхса тăрасси — пирĕн тивĕç. Кÿлхĕрринче час-часах субботниксем ирттеретпĕр, çынсене шывра асăрханма ыйтса хамăр туса хатĕрленĕ памяткăсене валеçсе паратпăр. Шел те, канакансем хăйсем хыççăн çÿп-çапа пуçтарсах каймаççĕ, урнăсем тулса тăкăнаççĕ, çавă кăмăла пăсать. Икĕ хÿмерен пĕрне çунтарса ячĕç, теприне çĕмĕрчĕç. Хамăр вăйпа ăсталаса лартнăччĕ вĕсене. Шел те, çынсем пуррине упрама, хаклама пĕлмеççĕ. Тахçан Кÿлхĕррине акăшсем те иленнĕччĕ, хăратрĕç-ши, юлашки çулсенче курăнми пулчĕç. Кÿлĕри шыв таса, ятарласа шыва кĕмелли вырăн пур, хăйăрне çулсеренех çĕнетеççĕ», — каласа кăтартрĕ Калинин ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Татьяна Павлова.
Шупашкар районĕнчи Куснарсене шыв çителĕксĕрри пăшăрхантарать. «Пĕчĕк пĕве пур ялта, анчах та шыва кĕрекенсене курман унта. Типсе вилме пулать ку ялта. Ирхине çывăрса тăрсан пит çума та шыв çук, пăрăх тăрăх аран юхать. Çитес çул пахчара çăл чавтарма тиветех пуль», — пăшăрханса калаçрĕ хĕллехи вăхăтра Аль-кешре, çулла Куснарта пурăнакан Тамара Орехова.

Илен иртнине пăхмаççĕ

Халăх ĕçлеме çеç мар, канма та юратать. Икĕ кун хушшинче хам курса ĕнентĕм: çынсем шыв хĕрринчен татăлма пĕлмеççĕ. Çÿлерех асăннă Илен кунне те пăхăнакан çук паян. Ку ыйтупа Комсомольски районĕнчи Шурутри Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕпе Вадим аттепе те çыхăнса калаçрăм. «Халь çынсем хĕлле те шыва кĕреççĕ, ниме те пăхмаççĕ. Çанталăкĕ мар, çыннисем ылмашăнчĕç юлашки вăхăтра: Турăран та, шуйттанран та хăрамаççĕ, пĕр-пĕринчен вăтанмаççĕ. Ĕлĕк пурте пĕрле утă çулнă, пахча çимĕçе те пĕр-пĕринпе канашласа лартнă, нимене çÿренĕ. Авалхи йăла-йĕрке таçта кайса çухалчĕ. Эпир те ача чухне Илен хыççăн шыва кĕнĕ, ваттисем асăрхаттарнине итлемен. Илен иртнĕ тесе пĕве-кÿлĕре чăмпăлтатма чарма çук çынсене. Çурла уйăхĕнче çанталăк улшăнать, кĕрхи сăн çапать, çавна май шыв та сивĕнет. Ман шухăшпа, Турă хăвачĕпе те çыхăннă ку, шыва кĕмелли вăхăт иртсен пĕве-кÿлĕре темле вăй хуçаланма тытăнать. Вутăшсем пирки ахальтен каламаççĕ пуль. Çакна та калам, çут çанталăкăн япăх кунĕ çук. Пĕтĕмпех хамăр айăплă, хамăр çылăха кĕретпĕр», — хуравларĕ Вадим атте.
Чăваш Ен ГКЧСăн ертсе пыракан специалисчĕ Сергей Иванов пĕлтернĕ тăрăх, шыва кĕмелли тапхăр çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 31-мĕшĕчченех тăсăлать. «Çанталăка кашни кун сăнасах тăратпăр, синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, çурла уйăхĕнче шăрăх кунсем татах пулаççĕ-ха, çавăнпа та халăх шывран татăлма пĕлмест, çăлавçăсен сыхă пулма тивет. Юлашки вăхăтра çанталăк ылмашрĕ, малтанхи пек çу уйăхĕнче шыва кĕмелли тапхăра уçма çук, вăл çĕртмене куçрĕ. Çынсем кĕркунне те шыва кĕме пăрахмаççĕ», — уçăмлатрĕ Сергей Евгеньевич.

Асăрханулăх пирки мансан

Чăваш Енри ГКЧС ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăра официаллă майпа 13 пляж уçнă, шыва кĕмелли тата канмалли ятарлă 42 вырăн хатĕрленĕ /Канаш районĕнче — 10, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенче — 9-шар, Муркаш районĕнче — 5, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Красноармейски, Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне, Улатăр районĕсенче — 1-ер, Сĕнтĕрвăрри районĕнче —2/.
Çав вăхăтрах çакна та палăртмалла: Улатăр, Йĕпреç, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Тăвай районĕсенче пляжсем, канмалли тата шыва кĕмелли вырăнсем йĕркелемен, Çĕмĕрле тата Канаш хулисен округĕсенче шыв объекчĕсем çуккипе пляжсемпе шыва кĕмелли вырăнсем хута яма май килмен.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.