Дмитрий МОИСЕЕВ

1 Çурла, 2014

“Тухтăр пулатăп, урăх никам та мар”

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Сергей Тобоев ача чухне ваккат, астроном пулма ĕмĕтленнĕ, анчах пурăна киле тухтăр ĕçне суйланă. Мĕншĕн? Юлташĕсем тĕп хулари 31-мĕш вăтам шкулăн медицина класне кайсан Сергей та юлман. 10-мĕш класра вĕренме пуçласан вара хăйĕн умне çирĕп тĕллев лартнă: «Врач пулатăп, урăх никам та мар».

11 Утă, 2014

“Манра чăваш юнĕ чупнăшăн савăнатăп”

Мускаври М.А.Литовчин ячĕллĕ телекуравпа радио хыпарлавăн гуманитари институтĕнче вĕренекен Анастасия Масляева çитес çул диплом ĕçне хÿтĕлемеллине шута илсе темăсем шырама пуçланă. Тÿрех палăртнă: "Ăна чăваш халăхĕпе çыхăнтарăп". Çавна май вĕреннĕ вăхăтрах çĕрлесерен ĕçлесе ÿкерÿ ушкăнне Чăваш Ене илсе килмелĕх укçа тунă.

27 Çĕртме, 2014

“Пулă тытма кайсан шÿтлеме вăхăт çук”

Паян Раççей çамрăкĕсен уявĕ кăна мар, Пĕтĕм тĕнчери пулă тытнин кунĕ те. Утă уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче те пирĕн çĕр-шыври пулăçсем хăйсен уявне паллă тăваççĕ.

6 Çĕртме, 2014

“Масар çинче эрех ĕçмелле мар”

Çимĕк эрни пырать. Халĕ чăваш халăх йăли вырăс православи чиркĕвĕ тытса пыраканнипе арпашăннă. Çавăнпах масар-çăва çине кам хăçан каять, вилнисене асăнас йĕрке те пĕрешкел мар. Чăваш Республикинче пурăнакансен пысăк пайĕ православи тĕнне пăхăнса пурăнать, çавăнпа аслă праçник умĕн Шупашкар-Чăваш Ен епархийĕн тĕн вĕрентĕвĕпе катехизаци пайĕн ертÿçипе Димитрий Нестеренко иерейпа телефонпа çыхăнтăм. Çĕмĕрлери Сароври Серафим çветтуй /преподобный Серафим Саровский/ чиркĕвĕн пачăшки, пилĕк ача ашшĕ пирĕн ыйтусене хуравлама килĕшрĕ.

 

Pages