Дмитрий МОИСЕЕВ

14 Кăрлач, 2016

Айгиз БАЙМУХАМЕТОВ: “Ача çурчĕсенчи пурнăçа ырлама кирлĕ мар”

Эпĕ унпа туслашнăшăн вышкайсăр савăнатăп. Айгиз Баймухаметовпа Хусанта пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче иртнĕ тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕнче паллашрăм. Тăватă куна тăсăлнă тĕнче шайĕнчи мероприятире эпир иксĕмĕр тĕрĕк чĕлхисене упраса хăвармалли çинчен те, çамрăк çыравçă сахалли пирки те калаçрăмăр.

31 Раштав, 2015

Качака çулĕ тухăçлă иртрĕ

2015 çул «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕшĕн çав тери тухăçлă пулчĕ. Унчченех йăлана кĕртнĕ «Чуна уçса калаçар», «Паттăр çуралнă тăрăхра», «Çыравçă ялĕнче - хăнара», «Хам куртăм!» тата ытти рубрикăна малалла тăсрăмăр, çавăн пекех çĕннисене пуçартăмăр: «Паллă çынсен çамрăклăхĕ», «Пĕр çын шăпи»… ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсĕнче «Паттăрсен мухтавлă çулĕпе» проекта пурнăçа кĕртме грант çĕнсе илтĕмĕр.

18 Раштав, 2015

Леонид ВОЛКОВ: «Раççейĕн экономика тытăмне тĕпрен улăштарма вăхăт çитрĕ»

Леонид Волков... Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççей Президенчĕ çумĕнчи финанс академийĕн доценчĕ...

8 Юпа, 2015

Пысăк çăлтăр янкăр çутатрĕ те сÿнчĕ - ăна пурте курса юлчĕç

Çамрăксен театрĕн репертуарĕнчи чи вăйлă постановкăсенчен пĕринчи - "Тăм тивнĕ чечексем" спектакльти - Олешкăна курма темиçе хут та кайрăм. Арçын ача рольне вылякан Ольга Почалкина сăнара тĕлĕнмелле ĕнентерÿллĕн калăпласа кашнинчех куççульлентеретчĕ мана. Мана кăна-и?

Pages