Дмитрий МОИСЕЕВ

21 Çу, 2015

“Хурăнташ” солисчĕ Мускаври парада хутшăннă

"Хурăнташ" ушкăн солисчĕ Денис Антипов çулталăк ĕнтĕ сцена çинче курăнмасть. "Çамрăксен хаçачĕн" çывăх тусĕсем çакăн сăлтавне пĕлеççĕ. Денис Президент полкĕнче хĕсметре тăни пирки эпир çырнăччĕ. Халĕ вара чăваш арĕ /каччă темĕпĕр, вăл авланнă/ Çĕнтерÿ кунĕнче Мускавра иртнĕ тĕп парада хутшăннине пĕлтĕмĕр.

14 Çу, 2015

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ

Ирсĕр фашистсене парăнтарнăранпа кунпа çĕр ылмашăнсах 70 çул хыçа юлчĕ. 1418 талăк тăсăлнă хăрушă вăрçа тÿссе ирттернисен пысăк пайĕ çак тапхăрта çĕр çинчен яланлăхах кайнă. Пин-пин çыннăн пурнăçне татнă, пин-пин çын кунçулне аркатнă ылханлă вăрçа курнисен шучĕ паян çав тери пĕчĕк.

16 Ака, 2015

Каçал енсем пирĕн хаçатпа уйрăмах туслă

"Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем черетлĕ тĕлпулăва Комсомольски салинче ирттерме шухăшларĕç. Уяв районти культурăпа кану центрĕнче апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче пулчĕ. Калем ăстисемпе курнăçма библиотекарьсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем пухăнчĕç.

12 Нарăс, 2015

Пĕрремĕш редакторăн йывăр шăпи

Исаев Мĕтрин арăмĕ 23 çул тултаричченех пĕчĕк ачапа тăлăха юлнă

"Çамрăксен хаçачĕшĕн" кăçал - пĕлтерĕшлĕ çулталăк. Чăваш каччисемпе хĕрĕсем валли уйрăм кăларăм тухма тытăннăранпа 90 çул çитет. Совет влаçĕ "Çамрăк хресчен" хаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă вăхăтра Вăрмар районĕнче кун çути курса терт-нушине сахал мар астивнĕ Исаев Мĕтри 20-ре кăна пулнă. Шел, чылайăшĕ ăна чăваш çыравçи, критикĕ пек кăна пĕлет, вăл вара хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче икĕ хаçатпа пĕр журнал редакторĕ те пулнă. Паянхи вулакансене манăн чăваш çамрăкĕсен пирвайхи хаçачĕн редакторĕн пултарулăхĕпе кăна мар, унăн асаплă шăпипе те паллаштарас килет.

15 Кăрлач, 2015

Шупашкарта - пăлансем

Çĕнĕ çул ячĕпе Чăваш Енре пурăнакансене Шупашкарти А.Николаев космонавт ячĕллĕ ача-пăча паркĕнчи "Ковчег" зоокĕтес ĕçченĕсем парне туса панă - пăлан аçипе амине илсе килнĕ. Хитре чĕрчунсене курма эпир те кайрăмăр.

Pages