Каçал енсем пирĕн хаçатпа уйрăмах туслă

16 Ака, 2015

"Хыпар" Издательство çурчĕн ĕçченĕсем черетлĕ тĕлпулăва Комсомольски салинче ирттерме шухăшларĕç. Уяв районти культурăпа кану центрĕнче апрель уйăхĕн 9-мĕшĕнче пулчĕ. Калем ăстисемпе курнăçма библиотекарьсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем пухăнчĕç.

Чи малтан Комсомольски район администрацийĕн ертÿçи Михаил Афанасьев сăмах илчĕ. Вăл хăйĕн калаçăвĕнче пичет кăларăмĕсен ырă енĕсене асăнчĕ. Унпа килĕшмесĕр тăраймăн. Чăнах та, хаçат-журналти кăмăла хускатнă тĕрленчĕк-статьяна темиçе хут та тытса вулама май пур. Унсăр пуçне тÿрех тавçăрса илеймен шухăша икĕ-виçĕ хут вуласа лайăхрах ăнланма меллĕ. Михаил Романович ентешĕсем малашне чăвашла тухса тăракан кăларăмсене тата та хастартарах çырăнса илессе шаннине пĕлтерчĕ. "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай медиахолдинг пичетлекен хаçатсемпе журналсем çинчен каласа кăтартрĕ, унăн заместителĕ Геннадий Максимов паянхи саманари массăллă информаци хатĕрĕсен умĕнчи йывăрлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăлах çырăнакансем "Хыпар" илсе тăрассишĕн тÿленĕ 800-е яхăн тенкĕрен 140 тенки кăна редакци хыснине кĕнине палăртрĕ. Ыттине йăлтах Раççей почти илсе юлать. "Хресчен сассин" редакторĕ Валентина Петрова, "Тăван Атăл" редакторĕ Василий Кошкин-Кервен, "Тантăш" хаçат корреспонденчĕ Лариса Петрова, "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат корреспонденчĕ Татьяна Наумова тата ыттисем сăмах илчĕç. Вĕсем калаçнине пухăннисем хаваспах итлерĕç.

"Çамрăксен хаçачĕ" пирки - уйрăм калаçу. Пирĕн кăларăма, çын шучĕпе пăхсан, Комсомольски районĕнче, республикăри ытти тăрăхпа танлаштарсан, чи нумай çырăнса илеççĕ. Каçал енре "Çамрăксен хаçачĕн" 575 экземплярĕ саланать. Уява пухăннисенчен хăшĕ-пĕринпе калаçма та май килчĕ. Вĕсем пирĕн кăларăмри "Юратупа наркăмăш", "Йĕрке хуралĕ пĕлтерет", "Чуна уçса калаçар" тата ытти рубрикăна уйрăмах килĕштернине асăнчĕç. Хаçат çырăнакансен йышĕ çитес вăхăтра тата та ÿсессе шанатпăр.

 

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.