Каспи шывĕпе çăвăнакан хĕвеллĕ Бакура...
Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте.
Мĕн чухлĕ палăк хăпартнă пурнăçран кайнă генисене халалласа, мĕн чухлĕ музей уçнă. Акă, сăмахран, азербайджансен пĕрремĕш халăх поэчĕн Самед Вургунăн çурт-музейĕ. Вăл лирикăн, драматургăн, куçаруçăн юлашки çулсенче хăй пурăннă ултă пÿлĕмлĕ хваттерĕнче вырнаçнă. Унта та кĕрсе куртăмăр. Виçĕ пÿлĕмĕнче нимĕн те улăштарман — йăлтах хăй ĕçленĕ чухнехи пек: çыру сĕтелĕ, ун çинче юлашки алçырăвĕсем, мăшăрĕн Хаверăн сăнÿкерчĕкĕ, авторучка, туртса пĕтермен пирус тĕпĕсем, хăй кăмăлланă фиалка чечекĕ /паллах, чĕрри мар/. Çак сĕтел çинче унăн «Вагиф», «Фархад и Ширин» тата ытти пьеси çуралнă. Çывăхрах — пукансем, кĕнекепе лăк тулли шкапсем, рояль... Ытти виçĕ пÿлĕмĕнче поэтпа çыхăннă япаласем упранаççĕ. «Пĕрре те япăх мар пурăннă Вургун», — ырă туйăмпа ăмсанса калаçрĕç тĕрлĕ çĕршывран пуçтарăннă çамрăксем. Музейре — 20 пине яхăн экспонат. Вĕсен йышĕнче чи хаклисенчен пĕри — сехет. Ăна 50-ри çыравçăн чĕри тапма пăрахсан, 1956 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче, мăшăрĕ чарнă.