Комментари хушас

3 Çĕртме, 2016

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вĕренекен çын кăна çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваять

Çил урăх енчен вĕрессине туйсан унран хÿтĕленме çÿллĕ стена хăпартмалла маррине, кун пек чухне çил арманĕ çĕклемеллине ЮТВ телеканал директорĕ Юрий ГУРЬЯНОВ питĕ лайăх чухлать. Пасар саманинче вăл чăвашлăха телекурав урлă аталантарма патшалăх пулăшу парасса кĕтсе лармарĕ, хăйĕн хваттерне сутрĕ те ЮТВ канал хута ярса ăна кĕске хушăрах халăх патне çитерчĕ. Çак телеканал эфирĕнче паян — вун-вун кăларăм. Вĕсенчен чылайăшĕ чăваш юрри-кĕввине, йăли-йĕркине упраса хăварассипе, халăхăмăрăн ăмсанмалла пуян историйĕ пирки хальхи ăрăва каласа кăтартассипе çыхăннă.

Этем пурнăçĕнче, ахăртнех, паллă икĕ кун пур: вăл çуралнă тата мĕншĕн çуралнине ăнкарнă кунсем. Юрий Аркадьевич çут тĕнчери хăйĕн тĕллевне чунĕпе, ăсĕпе ăнланнă та ăна куллен пурнăçа кĕртет. Çак тĕллеве ума картса хунă чухне нимрен те шикленмен-ши вăл? Çавăн чухлĕ çĕнĕ шухăш епле майпа çуралать унăн пуçĕнче? Паян мĕнлерех ĕмĕтсемпе пурăнать?.. Çак тата ытти ыйту тавра уççăн калаçрĕ «Хыпарăн» паянхи хăни.

 

Талăкĕпех — ура çинче

— Телеканал уçма тĕллев палăртнă чухне нимрен те хăрамарăр-и?

— Çемье канашне пуçтартăм та халăха кирлĕ тĕрлĕ енлĕ телеканал йĕркелемеллине каларăм. Паллах, унта культурăпа, искусствăпа çыхăннă кăларăмсем пулмаллине пĕлтертĕм. Мăшăрăмпа Ольгăпа, ывăлсемпе Алексейпе тата Степанпа передачăсем ÿкерме тытăнтăмăр. Талăкне 24 сехет тенĕ пек ура çинчеччĕ. Кăнтăрла — ÿкерÿре, çĕрле вара монтаж тăваттăмăр, эфира тухма хатĕр­ленеттĕмĕр. Пирĕнччен малтан Интернет-телеканал никам та йĕркелемен. Тата пĕр вăхăт «Волгателеком» хăйĕн кабель каналĕпе усă курма ирĕк пачĕ. 2012 çулта вара ЮТВ телеканал эфира тухрĕ. Пĕчĕккĕн ĕçлеме пуçларăмăр. Чăваш эстрада артисчĕсене хăйсен пултарулăхне халăх патне çитерме уçă лапам йĕркелес килчĕ. Чăваш халăх артисткипе Людмила Семеновăпа «Ĕмĕр сакки сарлака» проект хута ятăмăр. Паянхи куна эпир 100 ытла кăларăм ÿкертĕмĕр ĕнтĕ. Çамрăксен пурнăçне, спортри çитĕнÿсене, культурăри çĕнĕлĕхсене уçса паракан передачăсем хатĕрлерĕмĕр, публицистика кăларăмĕсем хушăнчĕç.

— Эсир профессипе — историк. Журналистика мĕнпе илĕртме пултарчĕ?

— Чăнах та, шкулта, вузра вĕреннĕ чухне эпĕ массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланман. Ку туртăм салтакран таврăнсан, Чăлха-трикотаж фабрикинче ĕçлеме пуçласан çуралчĕ. Предприятин нумай тиражлă хаçачĕ валли статьясем çыраттăм. Хаçат пачах тăкаксăр пулса тăчĕ. Кайран фабрикăн телеканалне уçрăмăр. Никам та вĕрентмен мана, хам тĕллĕн ăс пухса аталантăм. Çавна пулах хамăн телеканала уçас тĕллев патне çитсе тухрăм. Ăна пурнăçа кĕртме вунă çултан кăна пиçсе çитрĕм. Хам вĕреннипе пĕрлех çамрăк журналистсен студине уçрăм, шкул ачисене журналистика вăрттăнлăхĕсемпе паллаштартăм.

— ЮТВ йĕркелесе тăватă çултах самай пысăк аудиторие çĕнсе илтĕр, телепередачăсем нумай енлине кура сире тĕрлĕ ÿсĕмри куракансем килĕштереççĕ.

— ЮТВна курма кăмăл пуррине систерсе республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен шăнкăравлатчĕç. Пире кабель сечĕ урлă тата Интернетра курма пулать. Шел те, спутниксенче ЮТВ сигналĕ çук. Çынсен шăнкăравĕсене шута илсе 2012 çултах питĕ тĕрĕс йышăну турăмăр. Smart TV сериллĕ Samsung, LD телевизорсенче Vintera хушăм /приложени/ пур. Тĕп провайдера тупса унта ЮТВ телеканал сигналне кĕртме май килчĕ. Раççейре, тĕнчере кун йышши телевизор пин-пин кăна мар, вун-вун миллион. Çынсем çав маркăллă телевизорсене Интернетпа çыхăнтараççĕ те чăвашла талăкĕпех калаçакан канала кураççĕ. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартатăп. «Ентешсем. Питĕр хули» телекăларăма ÿкерме кайсан Питĕрти чăваш культура автономийĕн ертÿçи Владимир Живов хăй те çакăн йышши телевизор туяннине, ĕçрен таврăнмассерен ЮТВ янине пĕлтерчĕ. Кăмăллă-çке. Юлашки вăхăтра Тюмень облаçĕнчен те нумаййăн шăнкăравларĕç. Вĕсен ыйтăвне тивĕçтерсе Мускавпа калаçусем ирттеретĕп, пирĕн сигнала унта та кабель телекуравĕ урлă курмашкăн ярса партарасшăн эпĕ. Пушкăртстанри, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенчи йăхташсене те чăваш телеканалне çак мелпе курма çитес вăхăтра майсем туса парăпăр. Тутарстанра вара урăхларах аталанаççĕ. Чăваш ялĕсенче пурăнакансем тĕп каналсемпе пĕрлех пире те приставкăсем урлă тест режимĕпе кураççĕ. Ку меслете ытти регионта та вăй илтерсен тем пекехчĕ.

 

Нимĕнле рекламăсăрах

— Телеканала рекламăламасăрах куракансен хисепне епле майпа çĕнсе илтĕр? Паян сире мĕн чухлĕ çын курать?

— Интернет-канал пек ĕçленĕ чухнех асăрханăччĕ — куракансен йышĕ уйăхсерен ÿсрĕ. Чăнах та, хамăра рекламăламан эпир, йăлтах хăй еккипе пулса пычĕ. Çÿлерех асăннă телевизорсенчен пирĕн канала курма май туса паракан тĕп провайдер иртнĕ калаçура тĕлĕннине пытармарĕ. «Раççейри нихăш регион-хула каналне те сирĕннине пăхнă пек пăхмаççĕ. Рейтинг куллен ÿсет. Вăрттăнлăх мĕнре иккенне хăвăр пĕлетĕр-и?» — ыйтрĕ вăл. «Чăваш халăхĕ хăй йышĕпе Раççейре пиллĕкмĕш вырăнта. Пирĕн йăхташсем тĕрлĕ региона саланнă. Вĕсем тăван чĕлхене итлесшĕн, чăвашлăх мĕнле аталаннине сăнаса тăрасшăн», — хуравларăм эпĕ. Куракан нумайланнăшăн савăннипе пĕрлех хамăрăн та юлхавланмалла мар. Эпĕ ăсталăха кунран-кун аталантарма тăрăшатăп, тележурналистсенчен те çавнах ыйтатăп. Куллен вĕренекен çын çеç паха сюжетсем, кăларăмсем ÿкерейĕ, проектсем шухăшласа кăларса вĕсене халăх патне çитерме тăрăшĕ.

— Интернет, телекоммуникаци технологийĕсем питĕ хăвăрт аталанаççĕ, вĕсем хыççăн ĕлкĕрсе пыма та çук...

— Ĕлкĕрсе пымалла. Паянхи лару-тăрăва, тĕрĕссипе, çĕнĕ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çулĕсемпе танлаштарма та йывăр. Уйрăмлăх — калама çук пысăк. Телекоммуникаци хатĕрĕсем урăх шая хăпарнăран федераци, регион шайĕнче çĕнĕ телеканалсем уçăлчĕç. Паян ăна йĕркелеме пысăк укçа та кирлĕ мар — хыпарлав техники-аппаратурине туянас шухăш çук. Малашлăхра Интернет-хыпарлав вăй илсех пырĕ, телекурав HD формат çине куçни те — савăнтаракан пулăм.

— Эсир эфира вун-вун тĕрлĕ проект кăларсан та куракансен хушшинче кăмăлсăрланакансем пур. Тиркекен çын чăх çăмартин сарринче те çÿпĕ тупать-ха та, çапах вĕсен сăмахĕнче тĕрĕслĕх пурах-тăр...

— Паянхи куракан питĕ тимлĕ. Çапла, çынсем передачăсене мĕнле хак панине шăнкăравласа калаççĕ, асăрхаттараççĕ те. Пирĕн эфира тухнă концертра артистсем тĕрĕс мар юрланăшăн, килĕшÿсĕр тăхăннăшăн ятлаççĕ, ертсе пыракансем вырăсла-чăвашла сăмахсемпе перкелешнĕшĕн тарăхаççĕ. Телепрограммăсенчи хăнасем хăйсене епле тытни те, ертÿçĕсем уçăмсăр ыйтусем пани те вĕчĕрхентерет вĕсене. Ку тĕрĕсех — лайăххин чикки çук. Пирĕн вара ун патне çитме тăрăшмалла. Пултарулăх ушкăнĕпе куллен калаçатпăр, çитменлĕхсене сÿтсе яватпăр, йăнăшсене тÿрлететпĕр. Ресторан тытса тăракансем клиента тутлă апатпа сăйласа хаваслăх парнелеме тăрăшнă пекех пирĕн те куракансен кăмăлне тивĕçтермелле, вĕсене илĕртме пĕлмелле.

 

Халăха кирлĕ кăларăмсем

— «Ĕмĕр сакки сарлака» телеярăм пирки асăнтăр. Юлашки вăхăтра эсир тата нумай телепроект пуçартăр. Вĕсем пирки те калаçар-ха.

— Культура, искусство, театр, кино тытăмĕсенчи пултарулăх çыннисемпе ĕçлеме кăмăллатăп. Данила Ленский шоумен, Ольга Семенова юрăç, Петр Ермолаев кулăш ăсти тата ыттисем пирвайхи çулсенчех темиçешер проект шухăшласа кăларчĕç, халĕ те хастар ĕçлеççĕ. «Открытие года» вокал енĕпе ăсталăха туптакан ачасемпе çамрăксене пултарулăх çулĕ çине тухма пулăшĕ. Иртнĕ çул ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕпе Анатолий Никитин композиторпа мăшăрĕ Надежда Ивановна Альбина Юрату сăвăç-журналистпа пĕрле передача хатĕрлеме тытăнчĕç. Телекăларăмсен ярăмĕ куракансене килĕшет, вĕсем черетлĕ программа эфира тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Мĕншĕн тесен халăха пăшăрхантаракан ĕç-пуç тавра тĕплĕн калаççĕ. Юрă-кĕвĕпе, эстрадăпа, чĕлхепе, автор правипе, искусство аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене хускатаççĕ. «Çиларман» ушкăн юрăçисем Олег Вунберовпа Александр Никифоров ача-пăча кăларăмĕ хатĕрлеме кăмăл пуррине систерчĕç. Калаçрăмăр, тĕллевсене палăртрăмăр, ĕçлеме пуçларăмăр. Александр Арсентьевпа Иван Архипов юрăçсен шухăшĕ те кăмăла килчĕ. Вĕсем халĕ «Чĕрĕ сасă» проекта пурнăçа кĕртеççĕ, паянхи артистсене эфирта фонограммăпа мар, хăйсен сассипе юрлаттараççĕ.

— Сирĕн пирки тепĕр хыпар та илтрĕм — эсир ЮТВ-Крым телеканал уçнă иккен.

— Хамăн телеканала мĕншĕн хута ятăм-ха? Тĕнче тăрăх саланнă чăваш халăхне телекурав урлă çыхăнтарас килчĕ манăн. 2014 çулта Крым Республикипе Севастополь Раççей йышне кĕрсен кăмăл çĕкленчĕ, хавхалану çуралчĕ. Крымра чăвашсем йышлăн пурăннине шута илсе унчченех палăртнă тĕллеве чăна çавăрма çула тухрăмăр — «Ентешсем. Крым» телекăларăм ÿкертĕмĕр. Чăннипех те эксклюзивлă материалсем пухма май килчĕ унта. Сăмах май, ку проекта пурнăçлама укçа самай кирлĕ пулсан та тăкакланатпăр, мĕншĕн тесен ку пире, чăвашсене, кирлĕ. Иккĕмĕш хут кайсан Ялтăпа Керчь хулисенчи чăвашсем пирки телепередача ÿкертĕмĕр. Тин çеç Севастополь, Симферополь хулисенчи йăхташсене ÿкерсе таврăнтăмăр. Икĕ çул çыхăну йĕркелерĕмĕр, кăçал çĕнĕ телеканал уçрăмăр. ЮТВ-Крым туризм телеканалĕ пулĕ. Ун урлă Раççей çыннисем Крымри кану маршручĕсем, паллă вырăнсем, музейсемпе курав центрĕсем çинчен тĕплĕн пĕлĕç. Вырăнти халăхсен йăли-йĕркипе, кухнипе паллаштарăпăр, çав шутра — чăвашсеннипе те. Халĕ эфира тухмалăх передачăсем хатĕрлетпĕр. Шел те, çак ĕçе кĕске хушăрах тума ăста кадрсем çитмеççĕ. Тĕрĕссипе, республикăра ку ыйту питĕ çивĕч. Тен, Чăваш Енри массăллă информацин ертсе пыракан хатĕрĕсен пĕр шухăшлă пулса çамрăк журналистсен студи шкулне уçмалла? Ун чухне пултаруллă журналистсене хамăрах вĕрентсе кăларайăпăр...

Дмитрий МОИСЕЕВ

С.ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.