“Манра чăваш юнĕ чупнăшăн савăнатăп”

11 Утă, 2014

Мускаври М.А.Литовчин ячĕллĕ телекуравпа радио хыпарлавăн гуманитари институтĕнче вĕренекен Анастасия Масляева çитес çул диплом ĕçне хÿтĕлемеллине шута илсе темăсем шырама пуçланă. Тÿрех палăртнă: "Ăна чăваш халăхĕпе çыхăнтарăп". Çавна май вĕреннĕ вăхăтрах çĕрлесерен ĕçлесе ÿкерÿ ушкăнне Чăваш Ене илсе килмелĕх укçа тунă. Тăватă студент халĕ - пирĕн республикăра. Вĕсем чăваш халăх культурипе историне, йăли-йĕркине хĕрсех тĕпчеççĕ, ăсчахсемпе, тавра пĕлÿçĕсемпе, фольклор ушкăнĕсемпе тĕл пулаççĕ, вĕсене ÿкереççĕ, чăваш ялĕсене çитсе унти пурнăçпа паллашаççĕ. Кĕскен каласан - этнографи очеркĕ хатĕрлеме материал пухаççĕ. Мускавра çуралса ÿснĕ хĕре çакă мĕн тума кирлĕ пулнă-ха?

 

Аслă ăру умĕнче пуç тайса...

Настьăн амăшĕ Улатăр районĕнчи Полукире поселокĕнче çуралса ÿснĕ. Суту-илÿ училищинчен вĕренсе тухсан чи пултаруллă виçĕ хĕре Мускава ĕçлеме янă. Зоя Петровна çĕр-шывăн тĕп хулинчех юлнă, качча тухнă, ачасем çуратнă. Настя пĕчĕк чухне Улатăр тăрăхĕнче пурăннă кукамăшĕ патне çуллахи каникула тăтăшах килнĕ. Кинемей хăйĕн мăнукне чăваш халăх йăли-йĕрки çинчен нумай каласа кăтартнă. Чăвашла шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек илемлĕ калаçакан кукамăшне Настя çăвар карса итленĕ. Çавăнпах студентка халĕ чăваш литературин классикĕсем çинчен те сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултарать. Шупашкарта Настьăн амăшĕн аппăшĕ пурăнать. Вĕсем патне те килсе çÿрет пике.

- Çакнашкал диплом ĕçĕ хатĕрлесе эпĕ хамăн аслă ăрури тăвансен умĕнче пуçăма таясшăн. Кукаçи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă, кукамай çав çулсенче окоп чавнă, хура-шурне нумай курнă, - мăнаçлăн палăртрĕ Настя. - Чăваш Ене Андриян Николаев космонавт, Надежда Павлова балерина тата ыттисем чапа кăларнă пулин те "Шупашкара каятăп-ха", - тесен çамрăксем ун пек хула пирки пĕлменнине калаççĕ. Мускаври яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç Шупашкарпа чăвашсем çинчен илтменни мана пушшех вĕчĕрхентерет. Эпĕ студентсене пухнă та Шупашкара ларса килнĕ тетĕр-и? Çук. Чăваш мифологине икĕ уйăх ниçта тухмасăр тенĕ пек тишкертĕм, Улăппа паллашрăм, чăвашсем амазонкăсен несĕлĕсем пулма пултарни çинчен вуласа пĕлтĕм. Ку темăпа РЕН телеканал "Чăвашсем - сармат амазонкисен тăхăмĕсем" документлă фильм ÿкернĕ. Ăна хăпартланса пăхрăм. Чăваш халăх çыравçипе Юхма Мишшипе, Дмитрий Мадуров историкпа çыхăнтăм. Иртнĕ уйăхра тăвансен туйне хăнана килсен Михаил Николаевичпа курса калаçрăм. Шупашкарти тавра пĕлÿ музейĕнче темиçе хут та пултăм. Халĕ эпир кунта, ав кунĕ-çĕрĕпе ĕçлетпĕр, çынсене ултă сехете яхăн ÿкертĕмĕр ĕнтĕ, тата тепĕр çавăн чухлĕ сăнлăпăр.

"Улăп утнипе пулнă çырмасем илемлĕ"

Телекуравпа кино режиссурин факультетĕнче вĕренекен Грета Евтушевская, сасă режиссурин факультетĕнче ăс пухакан Андрей Гаврилин, кинотелеоператор ăсталăхне алла илекен Дмитрий Ермоленко тата телерадиожурналистикăпа сценари ăсталăхĕн факультетĕнче пĕлÿ илекен Настя Масляева чăваш халăх йăли-йĕркине амазонкăсенчен пуçласа уçса парасшăн. Этнографи очеркĕ валли тĕп сăнар тупнă. Вăл - И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн дизайн факультетĕнче вĕренекен Алина Егорова. Мĕншĕн ăна суйланă-ха? Чăваш пики халăх йăла-йĕркине лайăх пĕлнисĕр пуçне лаша утланса çÿреме те ăста. Çапăçакан вăйлă хĕрарăма - амазонкăна - унсăр епле кăтартăн-ха?

- Настя пире чăвашсен Улăпĕ пирки каласа кăтартрĕ. Вăл утса çÿренипе пулнă çырма-çатра питĕ илемлĕ, вĕсене ÿкернĕçем ÿкерес, кадра кĕртес килет, - калаçăва хутшăнчĕ Чăваш Ене килнипе хавхаланнă Грета Евтушевская, этнографи очеркĕн режиссерĕ. - Çыннисем тата мĕнле кăмăллă! Мускавра очерк, кĕске метражлă фильм ÿкермешкĕн актерсем шыраса халтан каятпăр. Кирек кампа калаçсан та вĕсен пĕрремĕш ыйтăвĕ - "Ĕçленĕшĕн мĕн чухлĕ тÿлетĕр?" Кунта вара пурте хаваспах ÿкерĕнеççĕ кăна мар, пирĕн пата тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене те илсе килеççĕ.

- Чăваш кĕвви тыткăнларĕ, - Гретăна пÿлсех калаçрĕ сасă режиссерĕ Андрей Гаврилин. - Чăваш фольклорĕ пĕтĕм культури пекех питĕ пуян. Пентатоникăна тĕпе хурса хывнă кĕвве итленĕ май çан-çурăма ăшă хум çавăрса илет. Наци çи-пуçĕ мĕне тăрать! Хĕрлĕ тĕс çинчи илемлĕ эрешсене сăнанă май куç алчăрать. Чăваш хĕрарăмĕ хăй çинче 16 килограмм таса кĕмĕл йăтса çÿрени пирки каласа кăтартрĕç. Питĕ тĕлĕнтĕмĕр!

- Вăхăтлăха артиста çаврăннă çынсем камерăран хăрамаççĕ, текста тепĕр хут калама ыйтсан кăмăлсăрланса тута тăсмаççĕ, - палăртрĕ оператор тивĕçне пурнăçлакан Дмитрий Ермоленко.

Çак ушкăн массăллă куракан умне пĕр очерк кăна кăларман - Гретăн асламăшĕ, Альбина Евтушевская артистка, пирки ÿкернĕ "Нерастраченная любовь", Настьăн ашшĕне сăнланă "Негласный кодекс" тата ыттисем куракансен юратăвне çĕнсе илнĕ. Пĕтĕм тĕнчери "Телемани" фестивалĕн очерк номинацийĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă "Нерастраченная любовь" ĕçе те, ыттисене те /пултарулăх ушкăнĕ вунă очерк-фильм хатĕрленĕ/ Интернетра курма пулать. Апла тăк чăваш халăхне уçса паракан очерк та япăх пулмасса шанас килет. Ăна эпир çитес çулхи çу уйăхĕнче тишкерсе хак пама пултарăпăр. Халĕ республикăра хамăр тăрăхри режиссерсем ÿкерекен фильмсем ăçтан пахалăхлă пулччăр? Çур кунтах илемлĕ пĕр фильм хатĕрлеççĕ те. ГИТР студенчĕсем вара 15-17 минутлă пĕр очерка кăна темиçе уйăх ÿкереççĕ.

- "Негласный кодексри" тĕп сăнар - экспедитор водительре ĕçлекен аттем. Вăл малтанах сăнланасшăн пулмарĕ, уйăхĕ-уйăхĕпе ÿкернĕрен ывăнса та çитрĕ. Очерка хатĕрлесе вĕçне тухсан вара: "Камера умне текех лармалла мар-им? Тунсăхларăм", - теме тытăнчĕ, - калаçу çăмхине сÿтрĕ Настя. Очерка халĕ те кашни кунах пăхать, савăнса пĕтереймест.

Гретăн асламăшĕ Альбина Евтушевская Геннадий Малаховпа Ангелина Вовк ертсе пыракан "Доброго здоровьица" телекăларăмра хăнара пулнă. Программа режиссерĕсем студентсем ÿкернĕ очерка сĕмсĕррĕн вăрланă.

- Пирĕн ята титрта палăртманшăн хурланмарăмăр. Эпир тунă ĕç 1-мĕш телеканалпа кăтартмалăхах паха пулнăшăн хĕпĕртерĕмĕр çеç, - йăл кулчĕ пулас режиссер.

Кирлĕ мар Турци çыранĕ

- Кирлĕ мар пире Турци çыранĕ, канăпăр Чăваш Енре, - пĕр саслăн палăртрĕç Мускав студенчĕсем. - Шупашкара малашне те килесчĕ. Пĕрремĕшĕнчен - очерксемпе фильмсем ÿкерме. Кунта массăллă куракан умне кăлармалли темĕн чухлех. Иккĕмĕшĕнчен - чунпа канма. Анлă Атăл мăнаçлăхĕ хăй патне кăчăк туртать, тавралăхĕ питĕ илемлĕ, çыннисем тарават...

Çĕнĕлле шухăшлакан пултаруллă студентсемпе калаçнă хыççăн канăçа çухатрăм. Мускавра çуралса пĕве кĕнĕ Настя Масляева тантăшĕсене чăваш халăхĕпе кăсăклантарма пултарни савăнтарчĕ, пирĕн культурăпа пĕрремĕш хут паллашакан çамрăксем ăна пысăк хак пани мăнаçлантарчĕ. Анчах хамăр ăçталла пăхатпăр-ха? "Пуррине упрамастпăр, çухатсан хурланатпăр", - тенĕ авалхи çынсем. Тĕрĕсех каланă. Ăруран ăрăва куçарса пырса упранă пуян пурлăхăмăра - тăван халăх йăли-йĕркине - манăçа кăларас марччĕ, историе пĕлесчĕ. Эпир, чăвашсем, тĕнчешĕн чăваш пулнипе кăсăклă!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.