Çимĕк эрни

Çимĕк эрни пырать. Халĕ чăваш халăх йăли вырăс православи чиркĕвĕ тытса пыраканнипе арпашăннă. Çавăнпах масар-çăва çине кам хăçан каять, вилнисене асăнас йĕрке те пĕрешкел мар. Чăваш Республикинче пурăнакансен пысăк пайĕ православи тĕнне пăхăнса пурăнать, çавăнпа аслă праçник умĕн Шупашкар-Чăваш Ен епархийĕн тĕн вĕрентĕвĕпе катехизаци пайĕн ертÿçипе Димитрий Нестеренко иерейпа телефонпа çыхăнтăм. Çĕмĕрлери Сароври Серафим çветтуй /преподобный Серафим Саровский/ чиркĕвĕн пачăшки, пилĕк ача ашшĕ пирĕн ыйтусене хуравлама килĕшрĕ.

 

Subscribe to Çимĕк эрни