Андрей МИХАЙЛОВ.

18 Утă, 2017

Куславкка пристанĕ мĕншĕн ĕçлемест?

Чăн та, Куславкка пристанĕнче çын утмасть. Шыва кĕме çÿрекен те çукпа пĕрех. Пулă тытма юратакансем кăна Атăл хĕррине иленнĕ.

 Куславкка хула тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ Анатолий Аниферов каланă тăрăх — пристане тытса тăмашкăн укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. «Шупашкарти юхан шыв порчĕпе кашни çул килĕшÿ тунă. Вĕсемех пĕтĕм ĕçе йĕркелесе тăнă. Пĕлтĕр 4,5 миллион тенкĕ ытла ыйтнăччĕ, ăна тÿлеме вăй çитертĕмĕр. Кăçал вĕсем 7,5 миллион ыйтрĕç», — пĕлтерчĕ арçын. Сăмах май, халĕ вăл ĕçрен кайнă.

28 Çĕртме, 2017

Тутар çĕрĕ çинче – хăнара

Сăмах — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем çинчен. Нумаях пулмасть вĕсем Тутарстана çитсе курнă.

Чăваш ăсчахĕсем пăлхар халăхĕн еткерлĕхне упракан паллă вырăнсемпе паллашнă. Пирĕн ентешсене Пÿлер историпе археологи музейĕ уйрăмах тĕлĕнтернĕ. Çавăн пекех наука çыннисем Суварти музейпе «Пăлхар» комплексăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

28 Çĕртме, 2017

Конкурсра çĕнтернĕ

Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕн студентки Пĕтĕм Раççейри «Манăн çĕршыв — манăн Раççей» конкурсра çĕнтернĕ.

Пĕрремĕш курсра вĕренекен Анастасия Тимофеева конкурса «Шупашкарти ботаника сачĕ — экологи туризмĕн лапамĕ» проект /наука ертÿçи — биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Н.В.Смирнова/ тăратнă. Федераци экспертизин анлă тĕрĕслевĕ витĕр тухса унăн ĕçĕ чи лайăххисен йышне кĕнĕ. Хăйĕн проектне вăл Владимир хулинче иртекен форумра хÿтĕлĕ.

Pages