Конкурсра çĕнтернĕ

Шупашкарти апатлану технологийĕпе коммерци техникумĕн студентки Пĕтĕм Раççейри «Манăн çĕршыв — манăн Раççей» конкурсра çĕнтернĕ.

Пĕрремĕш курсра вĕренекен Анастасия Тимофеева конкурса «Шупашкарти ботаника сачĕ — экологи туризмĕн лапамĕ» проект /наука ертÿçи — биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Н.В.Смирнова/ тăратнă. Федераци экспертизин анлă тĕрĕслевĕ витĕр тухса унăн ĕçĕ чи лайăххисен йышне кĕнĕ. Хăйĕн проектне вăл Владимир хулинче иртекен форумра хÿтĕлĕ.

Сăмах май, Мускаври массăллă информаци хатĕрĕсем ял тата экологи туризмне аталантаракан чи лайăх 10 региона палăртнă. Çак йыша Чăваш Ен те лекнĕ. ЧР Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх — ку енĕпе пирĕн республикăра Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Тăвай тата Муркаш районĕсем аван ĕçлеççĕ. Сăмахран, çывăх çулсенче Шупашкар районĕнче «Ясна» этнокомплекс хута каймалла. Туризм обьектне туса пĕтереймен пулин те унта 10 пин ытла çын çитсе курнă.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.