Тутар çĕрĕ çинче – хăнара

28 Çĕртме, 2017

Сăмах — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсем çинчен. Нумаях пулмасть вĕсем Тутарстана çитсе курнă.

Чăваш ăсчахĕсем пăлхар халăхĕн еткерлĕхне упракан паллă вырăнсемпе паллашнă. Пирĕн ентешсене Пÿлер историпе археологи музейĕ уйрăмах тĕлĕнтернĕ. Çавăн пекех наука çыннисем Суварти музейпе «Пăлхар» комплексăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Маларах тутар ăсчахĕсем — Ш.Марджани ячĕллĕ истори институчĕн ĕçченĕсем — Чăваш Енре пулнăччĕ, пирĕн институтра иртнĕ ăслăлăх семинарне хутшăннăччĕ. Çавăн чухнех икĕ институт пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме килĕшсе татăлнă. Кĕркунне икĕ республика тĕпчевçисем Хусанта тепĕр хут тĕл пулĕç. Ун чухне вĕсем чăваш тата тутар халăхĕсен историйĕпе культурин ыйтăвĕсемпе конференци йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.