Пушар алхаснă

28 Çĕртме, 2017

Икĕ кунра Чăваш Енре тăватă пушар пулнă.

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче кăнтăрла иртни тăватă сехетре Шупашкарти И.Яковлев проспектĕнчи пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пушар тухнă. Çăлавçăсем киличчен кÿршĕсем хваттер алăкне çĕмĕрсе кĕрсе çулăма сÿнтернĕ. Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче ирхине Çĕрпÿ районĕнчи Чăрăшкассинче 64 çулти хĕрарăмăн килĕнче «хĕрлĕ автан» алхаснă. Мастерской тивсе илнĕ, хуралтă тăрри çуннă. Çав кунах кăнтăрла иртни 3 сехетре Çĕнĕ Шупашкарта пушар пулнă: уйрăм çуртра тимĕр алăкпа çенĕк çуннă. Хуçисем каланă тăрăх — вĕсене чĕртсе янă. Тепĕр инкек Комсомольски районĕнчи Хурăнай ялĕнче пулнă. Унта çăмăл автомобиль çунма пуçланă. Пушарта машинăн шалти пайĕ кĕлленнĕ, хуçине 30 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Пушар сăлтавĕ — транспорт системи юсавсăр пулни.

РФ МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — кăçал Чăваш Енре 413 пушар тухнă. Пушарта 32 çын вилнĕ, 35-ĕн суранланнă. Шыв çинче 5 инкек пулнă, вĕсенче 4 çын пурнăçран уйрăлнă. Пушарнăйсем çулăмпа, электрохатĕрсемпе яланах асăрхануллă пулмалли пирки асăрхаттараççĕ, «01» тата «101» телефон номерĕсене асра тытмаллине пĕлтереççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.