Алина ИЗМАН

18 Ака, 2014

Путевкăшăн - черете

Çуллахи каникулта ачасен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе кăçал бюджетран 15 пине яхăн путевкăлăх 578,5 млн тенкĕ уйăрнă. Пĕр путевка хакĕ - 11748 тенкĕ. Эппин çемье тупăшне кура /ăна справкăпа çирĕплетмелле/ ашшĕ-амăшĕ 20%, 30%, 50% кăна тÿлет. Кунсăр пуçне шкулсенче те кăнтăрлахи лагерь ĕçлет, унта 25 пине яхăн ача канĕ. Палăртмалла, бюджетран уйăракан путевкăсен хисепĕ те, укçа-тенкĕ те çулсеренех 10% ÿсет.

12 Ака, 2014

ППЭ: йĕрке çирĕп пулĕ

ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви журналистсемпе пресс-конференци ирттерни çинчен «Хыпарăн» кĕçнерни кунхи номерĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çапах та ларура хускатнă хăш-пĕр ыйту çинче тепĕр хутчен чарăнса тăрас килет.

12 Ака, 2014

«Партизан вăрçине» аса илтерекен тĕрĕслĕх

Вĕренÿ çулĕ вĕçленесси нумаях та юлмарĕ. Шкултан вĕренсе тухакансемшĕн халĕ уйрăмах хĕрÿ вăхăт: Патшалăх пĕрлехи экзаменĕсем /ППЭ/ пуçланиччен пĕлĕве ăс-пуçра çирĕплетсе хăвармалла. Çывхаракан экзаменсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма ЧР Вĕренÿ министерстви журналистсене пресс-конференцие пуçтарчĕ. Министр çумĕ Светлана Петрова пĕлтернĕ тăрăх - ППЭ тĕп тапхăрĕ çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 11-мĕшĕччен пырĕ. Паянхи куна 14 предмет комиссийĕ йĕркеленĕ, вĕсен председателĕсене çирĕплетнĕ. Халĕ комисси членĕсене палăртас ĕç пырать.

12 Ака, 2014

Виçĕ уйăх - шалусăр, е Пуçлăхсен хушшинчен хура кушак каçса кайсан

Шупашкар районĕнчи Ишлей ял тăрăх администрацине пырса кĕнĕ чухне пуçлăх пÿлĕмре канашлу ирттеретчĕ. «Акă тепĕр çын ĕçрен каясшăн. Кампа ĕçлемелле малашне?» - хут листине кăтартать Яков Кушев. Хальхинче информаципе культура центрĕн ертÿçи яваплă тивĕçрен пĕчĕкрех должноçа куçарма ыйту çырнă.

11 Ака, 2014

Шута арестленĕ

Шупашкар районĕнчи Ишлей ял тăрăх администрацийĕн специалисчĕсемпе культура ĕçченĕсем, пурĕ 27 çын, çулталăк пуçланнăранпа хăйсем ĕçлесе илнĕ укçана алла тытса кураймаççĕ. Сăлтавĕ - Шупашкар район администрацийĕн финанс пайĕ РФ Бюджет кодексĕн 242.5 статйин 7-мĕш пунчĕпе килĕшÿллĕн Ишлей ял тăрăх администрацийĕн шучĕ çине куçакан укçа-тенке тăкакламалла мар туни. Пĕлтĕр финанс пайне ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртмелли документ килнĕ. Ишлейсем Газпромăн Шупашкарти, районсен хушшинчи пысăк организаци умĕнче парăма, пурĕ 3 миллион та 600 пине яхăн тенкĕ, кĕнĕ.

Pages