- Чăвашла верси
- Русская версия
Виçĕ уйăх - шалусăр, е Пуçлăхсен хушшинчен хура кушак каçса кайсан
Шупашкар районĕнчи Ишлей ял тăрăх администрацине пырса кĕнĕ чухне пуçлăх пÿлĕмре канашлу ирттеретчĕ. «Акă тепĕр çын ĕçрен каясшăн. Кампа ĕçлемелле малашне?» - хут листине кăтартать Яков Кушев. Хальхинче информаципе культура центрĕн ертÿçи яваплă тивĕçрен пĕчĕкрех должноçа куçарма ыйту çырнă. Кăçал ял тăрăх администрацийĕн икĕ ĕçченĕ кунтан тухса кайнă ĕнтĕ. Сăлтавĕ - шалу тÿлеменни. Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 27 çын, вăл шутра культура ĕçченĕсем - 24-ăн, хăйсем ĕçлесе илнĕ укçана алла тытса кураймаççĕ. Влаç органĕсем халăх тăнăçлăхĕшĕн тăрăшни, хÿтлĕхпе пулăшу кÿни çинчен вĕçĕмех калаçатпăр, çав вăхăтрах муниципалитет тата культура учрежденийĕн ĕçченĕсем 3 уйăх шалу илейменни ыйтăва тĕпчеме çула тухма хистерĕ.
Шута арестленĕ
Ишлей ял тăрăх администрацийĕн финанс ĕçĕ-хĕлне Шупашкар районĕн централизациленĕ бухгалтерийĕ йĕркелесе пырать. Пĕлтĕр авăн уйăхĕн вĕçĕнче район администрацийĕн финанс пайне ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕртмелли документ çитнĕ. Ишлейсем Газпромăн Шупашкарти, районсен хушшинчи пысăк организаци умĕнче парăма, пурĕ 3 миллион та 600 пине яхăн тенкĕ, кĕнĕ. Ăна ял тăрăх администрацине 3 уйăхра тÿлесе татма ыйтнă. Кун пек суммăна яваплисем палăртнă вăхăт тĕлне тупса парайман, çавăн пекех шута хупма чаракан нимĕнле документ та тăратман. РФ Бюджет кодексĕн 242.5 статйин 7-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн финанс пайĕ Ишлей ял тăрăх администрацийĕн шучĕ çине куçакан укçа-тенке тăкакламалла мар тунă. Çапла вара ведомствăна пăхăнакан клуб, вулавăш ĕçченĕсем шалусăр тăрса юлнă. Суд ирĕк памасăр шута ĕçлеттерме май килмест-мĕн.
Яков Кушев РФ Ĕç кодексне туртса кăларчĕ, паллă тунă страницăна уçса хучĕ те ăнлантарма тытăнчĕ: «Пирĕн тĕслĕх икĕ саккун пĕр-пĕрне хирĕçленине кăтартать. 145-мĕш статьяпа килĕшÿллĕн пире вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕç укçипе тивĕçтермелле. Пирĕн лару-тăрура хăш саккунĕ вăйлăрах-ши? Çакна ниепле те ăнланса пĕтерейместĕп, хăвăрах куратăр - «военнăй положени», - шĕкĕлчерĕ кĕнекене пуçлăх. Шута уçма ирĕк парасси пирки акан 10-мĕшĕнче суд пулмаллаччĕ, анчах ăна икĕ эрнене куçарнă.
Яков Васильевич çавăн пысăкăш парăм ăçтан çурални пирки те каласа кăтартрĕ. Ку пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тăкакĕсемпе тÿрремĕнех çыхăннă-мĕн. Салари нумай хваттерлĕ çуртсене 2012 çултанпа акционерсен «Уют» хупă обществи пăхса тăрать, ăшăпа, вĕри шывпа тивĕçтерет. Ял тăрăх администрацийĕн котельнăйĕсене вĕсене арендăна панă, газпа тивĕçтерекен организаципе вара хăйсемех килĕшÿ çырнă. Газ, коммуналлă ытти тăкакшăн çынсем «Уюта» тÿлеççĕ, вĕсенех газ организацине укçа куçармалла.
- «Уют» сирĕн çывăх çынсем йĕркеленĕ организаци имĕш? Тĕрĕс-и ку? - ыйтрăм Яков Васильевичран.
- Унта манăн пĕр тăван та çук. Çынсем эпир çав парăма управляющи компани пуçлăхĕпе пĕрле кĕсьене чикнĕ тесе айăпласшăн пулĕ. Ку тĕлĕшпе йăлтах тĕрĕсленĕ, пĕр тенкĕпе те тĕллевсĕр усă курман, - ăнлантарчĕ пуçлăх.
Газ «çиекен» кăмака
Кĕçех «Уютăн» генеральнăй директорĕ Галина Яранова килчĕ, питне вăл медицина маскипе хупланăччĕ. «Больничнăй илсе сипленме те вăхăт çук. Юлашки уйăхра тĕрĕслев çине тĕрĕслев...» - калаçрĕ хĕрарăм. Чăнах та, журналистсем кăна çитменччĕ... Вĕсем те килсе кайнă-ха, анчах çакăн хыççăн лару-тăру татах çивĕчленнĕ кăна. Хаçат ĕçченĕсем информацие тĕрĕс мар çавăрттарса хунă пирки Ишлей çыннисен нумай ыйту çуралнă. Çавăнпа та ман çине те шанмасăртарах пăхрĕ Галина Михайловна. Çапах та вăл Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура заводĕнче вырнаçнă котельнăя кăтартма килĕшрĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче хута кайнă çурт ишĕлме тытăннă, пăхма та хăрушă. ДКВР-6,5-13 кăмака 7 çурта, çавăн пекех завода та, ăшăпа тата вĕри шывпа тивĕçтерет. Газ кăмакисене тĕрĕслекен специалист Евгений Аксендаров каланă тăрăх - пысăкскер газ питĕ нумай «çиет», хваттерсене 50-60 градуслă шыв парас тесен хуранти шыва 150 градуса çити вĕреме кĕртмелле. Кун пек кăмакасене пăхакан оператора тупма та йывăр, мĕншĕн тесен халĕ çĕнĕ йышши технологисене шута хурса вĕрентеççĕ. Ытти хатĕр те тутăхнине, тăварпа çийĕннине асăрхарăм. «Стена йăтăнса анасран чун шикленет. Пĕр-пĕр кун хăрушă инкек пуласси те инçе мар», - пăшăрханать Галина Михайловна. Коммуналлă хуçалăх сферинче чылай çул ĕçленĕскер кивĕ котельнăйпа çыхăннă тăкаксене шутламан мар. Акă 2012 çулта - 1,1 млн, 2013-мĕшĕнче 2,4 млн тенкĕлĕх шар кăтартнă. Çакнашкал котельнăя ял тăрăх администрацийĕ хăйĕн балансĕ çине илес те темен, анчах район администрацийĕн малтанхи ертÿлĕхĕ çĕнĕ котельнăй тумашкăн Ишлейсене укçа уйăрса пулăшма шантарнă. Кайран, влаç улшăнсан, ку сăмах манăçа тухнă паллах. Сас-хура тăрăх, хальхи пуçлăхпа Яков Кушев хушшинче хура кушак чупса каçса кайнă, Ишлейсем çакнашкал йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнине çакăнпа та сăлтавлаççĕ.
Шел, кун пек лару-тăрура çынсем шар курни кăна никама та пăшăрхантармасть курăнать...
Тĕнчене ăшăтнăшăн та
Пĕлтĕр кĕркунне Ишлей ял тăрăх администрацийĕ ăшă трассине çĕнетме тытăннă, анчах шута хупса хунине пула ĕçе вĕçлеймен. Кивĕ трасса тивĕçтермест-мĕн, котельнăйран çуртсене çитнĕ тĕле ăшă питĕ нумай çухалать. Парăмсем çакăнтанах пуçтарăнаççĕ-çке, тĕнчене ăшăтнăшăн укçа тÿлеме тивет-ха та. Коммуналлă пулăшушăн пухăнакан укçа çуртсене пăхса тăма, «Уют» ĕçченĕсене ĕç укçи тÿлеме те çитсе пымасть-мĕн. Хваттер укçи тÿлемесĕр пурăнакансем те пур, паянхи кун вĕсен парăмĕ 462 пин тенкĕпе танлашать, пурĕ суда 41 тавăç тăратнă, 33-шне выляса илнĕ.
- «Хăвăр ĕçченсене те шалу ан тÿлĕр» теççĕ. Çынсем ахаль те пысăк укçа илмеççĕ-çке, çавна та памасăр епле тăрăп-ха? Кунсăр пуçне ку - преступлени, уншăн уголовлă явап тыттараççĕ, - палăртрĕ Галина Яранова. - Пирĕн шута та суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн арестленĕ. Анчах та хальлĕхе унта куçакан укçа кулленхи тăкаксене саплаштарма кăна çитет, парăма тÿлеме тытăнман-ха. Манăн шухăшпа, тарифсене пысăклатмалла. Ăна, паллах, хамăр тĕллĕн тĕкĕнеймĕпĕр, хаксене хăпартса халăха хирĕç каймăпăр».
Сăлтав çине сăлтав... Лару-тăрăва кам çав териех çивĕчлетнине шыраса тупма пулĕ-и? Право органĕсем вĕçне-хĕрне тухаççех.
Хырăм выçать кашни кун
- Патшалăх умĕнче манăн пĕр пус парăм та çук. Мĕншĕн шар курнине эпĕ ăнланмастăп. Уйăхсерен тÿлемелли кредит, коммуналлă тăкаксем хăратаççĕ, ачасем те ура çине тăрайман-ха. Тивĕçлĕ канăва тухасси 3 çул кăна юлчĕ, урăх çĕре куçас килмест, - сăмах пуçарчĕ ял тăрăх администрацийĕн специалист-экспертчĕ Раиса Степанова.
Мамка клубĕн заведующийĕпе Галина Карповăпа та калаçма тÿр килчĕ. «Виçĕ уйăх шалу илсе курман, алла тытасса ĕненми те пултăмăр, çапах кулленех ĕçе тухатпăр, мероприятисем ирттеретпĕр. Çемьене упăшка тăрантарать, хуняман пенсийĕ те пулăшу. Ĕçтешĕмсене йывăр, кашкăр пек уламанни кăна,» - терĕ 3 ача амăшĕ.
Галина Самаркинăн та лару-тăру çăмăл мар, вĕсем ывăлĕпе иккĕшĕ те культура учрежденийĕнче ĕçлеççĕ, çемьен укçа кĕрекен урăх çăл куç çук. «Тăвансем пулăшкаланипе ку таранччен пурăнтăмăр-ха, лавккаран кивçен илсе тултартăм, мĕнле тÿлесе татас?» - пăшăрханать Галина Владимировна. Шалу ыйтăвĕпе вăл район администраци пуçлăхĕ патне çыру çырнă. «Сире ĕç паракан - ял тăрăх администраци пуçлăхĕ. Ыйтăва вăл кăна татса парĕ, çавăнпа та прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле ун патне пыма сĕнетпĕр», - пулнă Георгий Егоровран хурав.
ИКЦ директорĕ Шупашкар район прокуратурине те çырупа тухнă. Йĕрке хуралçисем лару-тăрăва тĕпченĕ, район администраци пуçлăхĕ тĕлĕшĕпе представлени çырнă, унта тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме, айăплисене явап тыттарма ыйтнă. «Ишлей ял тăрăх администраци шутне хупни ĕç укçи тÿлемелле маррине пĕлтермест», - ăнлантарнă А.Моисеев прокурор.
- Пирĕн саккунсем, чăнах та, çынсене ĕç укçисĕр хăварма ирĕк параççĕ-и? - ыйтрăм ЧР прокуратурин социаллă сферăри саккунлăха тĕрĕслес енĕпе ĕçлекен уйрăмăн прокурорĕнчен Александр Даниловран.
- Арбитраж сучĕ йышăну тунă чухне çакă малашне мĕн патне илсе çитерессине йăлтах тĕпе хуман. Ку ыйтăва эпир те куçран вĕçертместпĕр, район прокуратури те ку ĕçе вăхăтлă хутшăнчĕ, мерăсем йышăнчĕ. Муниципалитет органĕн ертÿçин хăйĕн ĕçченĕсене ĕç укçисĕр хăварма право çук, çавăнпа та унранах çирĕп ыйтăпăр, - терĕ Александр Евгеньевич.
Хальхи саманара, кашни утăмрах укçа кирлĕ чухне, пушă кĕсьепе епле пурăнаççĕ-ши Ишлейсем? Ака уйăхĕн çуррине те çитрĕмĕр, хальлĕхе Ишлей ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекен 27 çын хăçан шалу илесси çав-çавах паллă мар-ха.
Шупашкар районĕ, Ишлей.
Комментари хушас