Комментари хушас

12 Ака, 2014

«Партизан вăрçине» аса илтерекен тĕрĕслĕх

Вĕренÿ çулĕ вĕçленесси нумаях та юлмарĕ. Шкултан вĕренсе тухакансемшĕн халĕ уйрăмах хĕрÿ вăхăт: Патшалăх пĕрлехи экзаменĕсем /ППЭ/ пуçланиччен пĕлĕве ăс-пуçра çирĕплетсе хăвармалла. Çывхаракан экзаменсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма ЧР Вĕренÿ министерстви журналистсене пресс-конференцие пуçтарчĕ. Министр çумĕ Светлана Петрова пĕлтернĕ тăрăх - ППЭ тĕп тапхăрĕ çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 11-мĕшĕччен пырĕ. Паянхи куна 14 предмет комиссийĕ йĕркеленĕ, вĕсен председателĕсене çирĕплетнĕ. Халĕ комисси членĕсене палăртас ĕç пырать. Пĕлтĕрхи пекех кăçал та республикăра ППЭ йышăнакан 38 пункт ĕçлĕ.

7149 çамрăк - вырăс чĕлхипе, 6962-ĕн математикăпа экзамен тытĕç, вăл шутра кăçал шкултан вĕренсе тухакан яшсемпе хĕрсем - 6658-ăн. Аслă шкула вĕренме кĕме ĕмĕтленекенсем хушма предметпа та тĕрĕслĕç пĕлĕвне, çамрăксем вĕсене те суйлама ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Ĕç рынокĕнчи йывăрлăха пăхмасăрах яланхи пекех чылайăшĕ гуманитари енне туртăнни сисĕнет: общество пĕлĕвĕпе /5281 çын/ экзамен тытасшăн. Çапах та техника профессине кăмăллакансем пурри те савăнтарать: пĕлÿ шайне физикăпа та çулсеренех тĕрĕслекенсен йышĕ ÿсет, кăçал ăна 2582-ĕн суйланă. Çавăн пекех истори /1820/, биологи /1758/, хими /1111/ предмечĕсемпе, француз /5/, нимĕç /6/, испани /1/ чĕлхисемпе иртĕ ППЭ.

Пĕтĕмĕшле илес тĕк, экзамен йĕркинче улшăну çук, тĕрĕслев енчен вара çĕнĕлĕх кĕртĕç. ППЭ йĕркине пăсакансене çийĕнчех тупас тĕллевпе пунктсене пĕлтĕр видеосăнав хатĕрĕ вырнаçтарнăччĕ. Кăçал татах та çирĕпрех мерăсем йышăннă, экзамена кĕрекенсене ятарлă хатĕрпе тĕрĕслĕç, çумра тимĕр япала пуррипе çуккине палăртĕç. «Терроризмран хÿтĕленесси - пĕрре, тепре - экзамен паракана класа телефонсăр кĕртесси. Тимĕр тупакан ятарлă çав хатĕрпе право органĕн специалисчĕсем ĕçлĕç. Хĕр упраçпа яш-кĕрĕме тимĕрсĕр çи-пуçпа, эрешсĕр килме учительсем малтанах асăрхаттарма тивĕç. Экзамен вăхăтĕнче телефонпа ларнине курсан çамрăкăн ĕçне пăрахăçлĕç», - ăнлантарчĕ Светлана Владимировна. Унтан вăл пĕлтĕр йĕркене пăснă тĕслĕхсене аса илчĕ, унашкаллине пурĕ 3 факт тупса палăртнăччĕ.

Экзаменри çирĕп тĕрĕслевшĕн вĕренекенсенчен ытларах ашшĕ-амăшĕ сехĕрленсе ÿкрĕ, обществăра тĕрлĕ шухăш çуратрĕ ку. Хăйсен ăс-тăнне шанакансем, яваплăха туйса вĕренекенсем çĕнĕлĕхе хапăлласах йышăнчĕç: тĕрĕслĕх шăпах çакăнта палăрать-çке. Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ - саккуна пăхăнакан граждансем ÿстересси, çакна шкултан тухса кайичченех ăса хывмалла.

Тĕрĕслевпе виçев материалĕнчи «С» пайне урăх регион эксперчĕсем тĕрĕслĕç, пирĕннисем - тепĕр регионти ĕçсене. Унччен ашшĕ-амăшĕ экзамен комиссийĕпе калаçса татăлма пултарнă тăк халĕ ку енĕпе те çул хупăнĕ.

Пĕлтĕр республика ППЭре 81 тата ытларах балл пухса Раççейре 3-мĕш вырăна тухнă. Анчах Рособрнадзора пирĕн кăтартусем питĕ иккĕлентернĕ-мĕн. Чăваш Ене вĕсем çавăнпах кăçал уйрăмах çивĕч сăнĕç ахăртнех. «Кăçал информаци Интернетра сарăлмĕ: тĕрĕслевпе виçев материалне регионсенчи вăхăт тапхăрне кура тĕрлĕрен хатĕрленĕ. Çавăнпа та тĕнчене ярса илнĕ серепере шыраса вăхăта сая ямалла мар, экзамена хатĕрленекеншĕн халĕ вăл ылтăнран та хаклăрах. Рособрнадзор хăй енчен ултавлă материал тăратас хăрушлăх та пур, çакă та тÿрĕ çултан пăрĕ», - уçăмлатрĕ министр çумĕ.

- Сире çÿçенсе итлетĕп: пирĕн ачасене хирĕç «партизан вăрçи» пуçарнă тейĕн... - кăмăлсăрланчĕ ĕçтешĕмĕрсенчен пĕри.

- Шкултан вĕренсе тухакансен хĕрÿ çак тапхăрĕ кăçал «Эпир тĕрĕс ППЭшĕн» девизпа иртет. Йĕркене пăснă тĕслĕх сахал тупнă-ха, çапах та «тытман вăрă - вăрă мар» теççĕ. Тата вĕренекенсен пĕлĕвне Раççей шайĕнчи олимпиадăсем аван кăтартаççĕ, ку енĕпе пирĕн мухтанмаллиех çук. Рособрнадзор çамрăксем кăмăллакан социаллă сетьсене сăнасах тăрать: аттестат илекенсем пĕр-пĕринпе хутшăннă май экзаменра мĕнле улталанине те пытармаççĕ. Çавăнпа та çирĕпрех мерăсем йышăнни сăлтавсăр мар, - палăртрĕ Светлана Владимировна.

ЧР министерстви 11-мĕш классен кун йĕркине ытти вĕренекенсем евĕр мар, пачах урăхла йĕркелеме сĕнет. Халĕ вĕсем çине тиев ытларах тиеннине шута илсен уроксен расписанине улăштармалла. Кăнтăрлаччен вырăс чĕлхипе математикăна пусăрăнса вĕренмелле. Хăш-пĕр предметпа чĕрĕк палли кăларма та юрать. Ачасем кунпа килĕшеççĕ пулсан хăш-пĕр учительсем яхăнне те ямаççĕ-мĕн.

Шкултан вĕренсе тухакансен 27% пĕлтĕр Чăваш Ен тулашĕнчи аслă шкула вĕренме кĕнĕ, вĕсен хисепĕ çулран çул ÿсет. Кунта ППЭ тÿпи те пурах.

Пресс-конференцире ачасен çуллахи канăвĕ пирки те калаçу пуçарчĕç. Паянтан вара республикăра хула тулашĕнчи лагерьсене путевка пама тытăнаççĕ. Çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар шкулĕсенче вĕренекенсене тивĕçĕ вăл. Акан 19-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн вĕçĕччен - республикăри мĕн пур районтан ыйту йышăнĕç. Пурĕ бюджетран 14,5 пин ытла путевка туянмалăх укçа пăхса хунă. Вĕсене муниципалитетсене шкул ачисен хисепне кура уйăрĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.