ППЭ: йĕрке çирĕп пулĕ
ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви журналистсемпе пресс-конференци ирттерни çинчен «Хыпарăн» кĕçнерни кунхи номерĕнче пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çапах та ларура хускатнă хăш-пĕр ыйту çинче тепĕр хутчен чарăнса тăрас килет.
Аслă пĕлÿ паракан заведение вĕренме кĕме ĕмĕтленекенсем хушма предметпа та пĕлĕве тĕрĕслĕç, çамрăксем вĕсене те суйлама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Ĕç рынокĕнчи йывăрлăха пăхмасăр яланхи пекех чылайăшĕ гуманитари енне туртăнни сисĕнет: общество пĕлĕвĕпе /5281 çын/ экзамен тытасшăн. Техника профессине кăмăллакансем пурри те савăнтарать: физикăпа та çулсеренех пĕлÿ шайне тĕрĕслекенсем ÿсеççĕ, кăçал ăна 2582-ĕн суйланă. Çавăн пекех истори /1820/, биологи /1758/, хими /1111/, француз /5/, нимĕç /6/, испани /1/ чĕлхисен предмечĕсемпе те ППЭ иртĕ.
ППЭ йĕркине пăсакансене çийĕнчех тупас тĕллевпе пунктсене пĕлтĕр видеосăнав хатĕрĕ вырнаçтарнăччĕ. Кăçал тата та çирĕпрех мерăсем йышăннă, экзамена кĕрекенсене ятарлă хатĕрпе тĕрĕслĕç, çумра тимĕр япала пуррипе çуккине палăртĕç.
Экзаменри çирĕп тĕрĕслевшĕн вĕренекенсенчен ытларах ашшĕ-амăшĕ пăшăрханать. Обществăра ку тĕрлĕ шухăш çуратрĕ. Хăйсен ăс-тăнне шанакансем, яваплăха туйса вĕренекенсем çĕнĕлĕхе хапăлласах йышăнчĕç: тĕрĕслĕх шăпах çакăнта палăрать-çке. Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ - саккуна пăхăнакан граждансем ÿстересси, çакна шкултан тухса кайичченех ăса хывмалла.
Тĕрĕслевпе виçев материалĕнчи «С» пайне урăх регион эксперчĕсем тĕрĕслĕç, пирĕннисем - тепĕр регионти ĕçсене. Унччен ашшĕ-амăшĕ экзамен комиссийĕпе калаçса татăлма пултарнă тăк - халĕ ку енĕпе те çул хупăнĕ.
Пĕлтĕр республика ППЭпе 81 тата ытларах балл пухса Раççейре 3-мĕш кăтартупа палăрнă. Анчах Рособрнадзора пирĕн кăтартусем питĕ иккĕлентернĕ-мĕн. Чăваш Ене вĕсем уйрăмах çивĕч сăнĕç ахăртнех. «Кăçал информаци Интернетра сарăлмастех: контрольпе виçев материалне регионсенчи вăхăт тапхăрне кура тĕрлĕрен хатĕрленĕ. Çавăнпа та Интернетра тĕнчене ярса илнĕ серепере информаци шыраса вăхăта сая ямалла мар, экзамена хатĕрленекеншĕн халĕ вăл ылтăнран та хаклăрах. Рособрнадзор хăй енчен ултавлă материал тăратас хăрушлăх та пур, çакă та тÿрĕ çултан пăрĕ», - уçăмлатрĕ министр çумĕ.
- Сире çÿçенсе итлетĕп: пирĕн ачасене хирĕç «партизан вăрçи» пуçарнă тейĕн... - кăмăлсăрланчĕ ĕçтешĕмĕрсенчен пĕри.
- Вĕренекенсен пĕлĕвне Раççей шайĕнчи олимпиадăсем аван кăтартаççĕ, ку енĕпе пирĕн мухтанмаллиех çук. Рособрнадзор çамрăксем кăмăллакан социаллă сетьсене сăнасах тăрать: аттестат илекенсем пĕр-пĕринпе хутшăннă май экзаменра мĕнле улталанине те пытармаççĕ. Çавăнпа та çирĕпрех мерăсем йышăнни сăлтавсăр мар, - палăртрĕ Светлана Владимировна.
Чăваш Енри çÿлерех асăннă ведомство 11-мĕш классен кун йĕркине ытти вĕренекен евĕр мар, пачах урăхла йĕркелеме сĕнет. Халĕ вĕсем çине тиев ытларах лекнине шута илсен уроксен расписанине улăштармалла. Кăнтăрлаччен вырăс чĕлхипе математикăна пусăрăнса вĕренмелле. Хăш-пĕр предметпа чĕрĕк палли кăларма та юрать. Ачасем кунпа килĕшеççĕ-ха, хăш-пĕр учитель яхăнне те ямасть-мĕн.
Пĕлтĕр шкултан вĕренсе тухакансен 27% Чăваш Ен тулашĕнчи аслă шкула кĕнĕ, вĕсен хисепĕ çулран çул ÿсет. Кунта ППЭ тÿпи те пурах.
Комментари хушас