Алина ИЗМАН

12 Авăн, 2014

Айхи йывăр самантра чăвашла çырнă

Иртнĕ ытлари кун Шупашкара Аслă Британирен, Швецирен, Норвегирен Геннадий Айхи хайлавĕсене куçарнă Питер Франс, Анника Бэкстрăм, Микаэль Нюдаль, Гуннар Вэрнесс килсе çитнĕ. Хăнасем поэтăмăрăн ырă ятне тепĕр хутчен аса илес, унăн сăввисемпе кăларнă «Ултă сăвă» кĕнекипе паллаштарас тĕллев тытнă.

12 Авăн, 2014

Кăшкарĕ пур та чунĕ çук

Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕш пĕчĕк ял мар: кунта 150 кил, 300 ытла çын пурăнать. Вăл шутра 6-15 çулсенчи ачасемпе çамрăксем - 60-а яхăн. Районта лайăх ĕçлесе пыракан «Новый путь» ял хуçалăхĕн юсаса çĕнетнĕ ферми çул хĕрринчен инçех мар вырнаçнă.

6 Авăн, 2014

Интернет пулсан... савăшу кирлĕ мар

Интернет пирки вунă çул каялла çеç-ха ватăсем мар, çамрăксем те сахал пĕлеттĕмĕр. Унпа еплерех усă курмаллине хăнăхса çитеймессĕнех туйăнатчĕ. Пурнăç вара малаллах шăвать, общество та прогресс утăмсене аванах хăнăхнине куратпăр. Халĕ акă кинемейсемпе мучисем те компьютер умне ларчĕç, кĕсье телефонĕпе çыхăну йĕркелесси те вĕсемшĕн кăткăслăх çуратмасть. Пепкисем калаçма вĕреничченех компьютер çутса килĕшекен мультфильм яма пĕлнишĕн мухтанать ашшĕ-амăшĕ. Шкул ачисем пирки калама та кирлĕ мар: планшет, нетбук урокра та вĕсен аллинчен каймасть.

5 Авăн, 2014

Вăрçă вĕсен ĕмĕчĕсене татнă...

Хăш-пĕр çамрăк пурнăçăн хăш çулĕпе утмаллине шкулта вĕреннĕ чухнех палăртать. Килĕшекен предмета ытларах шĕкĕлчет е ку енĕпе тарăнрах пĕлÿ паракан гимназие, лицее кĕме тăрăшать. Ку тĕрĕс, мĕншĕн тесен тĕллев патне çирĕппĕн ăнтăлмашкăн ачаранах вĕренмелле. Анчах...

30 Çурла, 2014

Шкулсем вĕренÿ çулне хатĕр

Çитес тунти кунтан çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсене сукмак такăрлатакан 351 пин ачапа çамрăкшăн кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те хумхануллă самант вăл.

Pages