Комментари хушас

30 Çурла, 2014

Шкулсем вĕренÿ çулне хатĕр

Çитес тунти кунтан çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Республикăри вĕренÿ учрежденийĕсене сукмак такăрлатакан 351 пин ачапа çамрăкшăн кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те хумхануллă самант вăл. Черетлĕ хут вĕренекенсене йышăнмашкăн шкулсем хатĕр ĕнтĕ, çу каçиччен вĕсене юсанă, çĕнетнĕ.

Çурла уйăхĕ шкул ертÿçисемшĕн уйрăмах хĕрÿ иртет. Çурта йĕркене кĕртесси кăна мар, кадр ыйтăвĕ те пăшăрхантарать вĕсене. Çулсеренех специалистсен 8% çĕнелет: тивĕçлĕ канăва тухакансене çамрăксем ылмаштараççĕ, хĕрсем качча каяççĕ, ача çуратаççĕ... Шкулта кăна мар, пур çĕрте те çаплах, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть.

ЧР Вĕренÿ министерствин сайтĕнче çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районсемпе хуласенчи шкулсенче 230-а яхăн ваканси пуррине пĕлтернĕ. Пĕр уйăхра лару-тăру улшăннă-и? Çак ыйту тавра тĕпчев ирттертĕмĕр.

Акăлчан чĕлхи учителĕ çитмест

Владимир Иванов министр пĕлтернĕ тăрăх - кадрсем тĕлĕшпе лару-тăру пăшăрхантарать, анчах çивĕч теме çук ăна. Авăнăн 1-мĕшĕ тĕлне йăлтах хăй йĕркине кĕрет - лару-тăруран тухма май тупаççех: харăсах темиçе çĕрте ĕçлеме килĕшекенсем тупăнаççĕ, сехетсене улăштараççĕ... «Учитель çитменнипе ачасем предмета вĕренмесĕр юлмĕç», - шантарчĕ Владимир Николаевич.

Хăш предметпа вĕрентекенсем ытларах çитмеççĕ-ха? Малти вырăнта - акăлчан чĕлхи. Авăнăн 25-мĕшĕ тĕлне 25 ваканси пулнă. Вăтамран кашни районта - пĕрер учитель. Унтан вырăс чĕлхипе литератури, истори, кĕçĕн класс учителĕсем, математика, физика... Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн темиçе вырăнĕ пушаннине те асăрхарăм. Тĕслĕхрен, Шупашкарти икĕ шкулта ваканси пулнă, Улатăрта - 3. Хулара кăна мар, районсенче те чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем çитмен. Тĕслĕхрен, Элĕк районĕнчи Йăлкăш, Улатăр районĕнчи Ахматово шкулĕсенче. «Унчченхи ĕçтешĕмĕр декрета кайрĕ. Унăн ставкине Чуварлей шкулĕн учительне патăмăр», - ăнлантарчĕ Ахматово шкул директорĕ Татьяна Емельянова.

Тăвай районĕнчи Чутей шкулĕнче те акăлчан чĕлхи, кĕçĕн класс, химипе биологи вĕрентекенĕсен вырăнĕ пушаннине пĕлтернĕ. Николай Большов директор каланă тăрăх - акăлчан чĕлхи вĕрентекенне тупнă. Тутарстанран тăван тăрăха куçса килнĕ Наталья Якимовăна йышăннă. Ытти учитель тупăнман, тивĕçлĕ канурисене ÿкĕтлесе хăварнă. «Хальхи пек учитель шыранине ас тумастăп... Ача сахаллипе сехетсем çитмеççĕ, çавăнпах шалу пысăк мар, педколлективри вăтам ÿсĕм 50 çултан та каçса кайрĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 6 ача вĕренсе тухрĕ, кăçал пĕрремĕш класа та çавăн чухлех килет. Малашне вĕсен йышĕ ÿсессе шанатпăр», - палăртрĕ Николай Васильевич.

Истори, кĕçĕн класс, музыка вĕрентекенĕ кирлине пĕлсен Тăвайри шкулпа та çыхăнтăмăр.

Елчĕк районĕнчи Александр Волков истори вĕрентме килĕшнĕ кунта. Çак шкултан вĕренсе тухнă, педагогика аслă пĕлĕвĕ илнĕ çамрăк специалист Татьяна Фодорова - кĕçĕн классене. Музыка шкулĕнчи педагогпа та пĕр чĕлхе тупма май килнĕ. Вера Кириллова ертÿçĕ çивĕч лару-тăруран хăтăлнăшăн савăннине пытармарĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хавхаланса пикенмешкĕн шкул Чăваш Ен пуçлăхĕн грантне 200 пин тенке тивĕçни те витĕм кÿнĕ-мĕн.

Çĕрпÿри 2-мĕш шкулта географи, акăлчан чĕлхи, кĕçĕн класс 2 учителĕн ставки пушаннă. Директор çумĕ пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем те вĕрентекенсене тупнă - ялти шкулсенчен килеççĕ.

Çамрăксем сахалăн

Уйăх каялла кăна-ха Канаш районĕнче 20 ытла ваканси пулнă. Халĕ кунта лару-тăру епле-ши? Çакна пĕлмешкĕн çула тухрăмăр, район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕпе Юрий Алексеевпа тĕл пултăмăр. «Вĕренÿ тытăмĕнче кадрсен улшăнăвĕ çукпа пĕрех. Тивĕçлĕ канăва тухнисем - 19%, çамрăксем - 41%. 2010-2011 çулсенче çĕнĕ 4 специалист ĕçе пикеннĕ, çулсеренех вĕсен шучĕ ÿссе пынă, кăçал 3 çамрăк вырнаçнă: Сиккассинчи А.Миттов ячĕллĕ шкула Александр Тимофеев, Вăтакас Татмăша - Ольга Гаврилова /иккĕшĕ те историпе общество пĕлĕвĕ вĕрентĕç/, Н.Гаврилов герой ячĕллĕ Янкăлч шкулне - Екатерина Миронова /кĕçĕн класс учителĕ/», - паллаштарчĕ ертÿçĕ.

Катек шкулĕнчен физрук Канаша кайнă, Çĕнĕ Чăлкассинче те çак специалистăн сехечĕсем пушаннă. Шаккăлта, Мăкăрта - акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕн, Шăхасанта математика, информатика, педагог-психолог, кĕçĕн класс вĕрентекенĕ кирлĕ пулнă. Ытлари кун районти педагогсемпе иртнĕ канашра та вакансисем пирки пĕлтернĕ. Пĕр шкултан теприне çÿреме килĕшекенсем тупăнасса шантарать Юрий Серафимович.

Çамрăк специалистсене кунта мĕнле хавхалантарнипе те кăсăклантăм. Оклад çумне 50% хушса параççĕ, çурт-йĕр çавăрма май паракан çăмăллăхлă программăсемпе усă курма май пур. Сăмахран, учительсене процент ставкине пĕчĕклетсе кивçен укçа параççĕ. Сиккассинчи çамрăк учителе нумай пулмасть кăна... хваттерпе тивĕçтернĕ. Кăçал çурла уйăхĕнче çемье çавăрнă Александр Тимофеев шăпах унта куçма хатĕрленет-мĕн. Телейлĕ мăшăрпа курнăçма тÿр килчĕ, вĕсем хăйсен çĕнĕ йăвине кăтартма килĕшрĕç.

Ыйту татăлнă

Александр Валерьевич - учитель çемйинчен. Ашшĕпе амăшĕ Вырăскас Пикших шкулĕнче ĕçлеççĕ, иккĕшĕ те - химик-биолог. Ывăлĕ вара историпе общество пĕлĕвĕ урокĕсене килĕштернĕ. Мĕнрен пуçланнă-ха çак туртăм? Акă мĕн каласа кăтартрĕ çамрăк учитель: «5-мĕш класра историпе тĕрĕслев ĕçĕ çырса «2» илтĕм. Зоя Саидовна Кочеткова вĕрентекен ăна тÿрлетме хушрĕ. Çавăн чухне эпĕ историпе кăсăкланса кайрăм. 7-мĕш класранпа çулсеренех республика олимпиадисене хутшăнма тытăнтăм, яланах малти вырăнсене йышăннă. Шкулта ку предметсемпе «4» илсе курман эпĕ, «5» кăна».

Алла атестат илсен учитель профессине илме васкаман вăл, 5 çул менеджера вĕреннĕ. Унтан Канашри банка ĕçе вырнаçнă. Ку вырăн чуна килĕшменнине çулталăка яхăн иртнĕ хыççăн ăнланса илнĕ. Сиккассинче историпе общество пĕлĕвĕн вакансийĕ тупăнсан пурнăçне шкулпа çыхăнтарма тĕв тунă, куçăн мар майпа тÿрех 3-мĕш курса вĕренме кĕнĕ. Александр династие тăсма килĕшнĕшĕн килтисем те савăннă. «Ашшĕ-амăшĕ тăрăх хаклас тăк лайăх специалист пулмалла», - çамрăкăн пултарулăхĕ пирки иккĕленмест шкул директорĕ Марианна Михайлова.

Сиккассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулпа хирĕçех - икĕ хутлă нумай хваттерлĕ çĕнĕ çурт. Ăна ял тăрăх администрацийĕ тăрăшнипе «Кивĕ çурт-йĕр» программăпа усă курса хута янă. Унччен ку вырăнта йывăç барак ларнă, вăл социаллă çурт-йĕр шутланнă. Сиккассисем çак фонда упраса хăварнă. Ĕçе килекене пурăнмалли кĕтес тÿлевсĕр сĕнни - хальхи вăхăтшăн ĕненмелле мар пулăмпа танах. Акă Марианна Константиновна физикăпа математика учительне шыраса Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетне çитнĕ. «Шалу - 29 пин тенкĕ. Икĕ пÿлĕмлĕ хваттер паратпăр», - астарнă вăл студентсене. Çамрăксем ун çине шанмасăр тинкернĕ, нихăшĕ те пыма килĕшмен.

Çав çуртра халĕ учительсем, педагогика ветеранĕ, тухтăр çемйисем пурăнаççĕ. Тимофеевсен хваттерĕ - пĕрремĕш хутра. Ламинат урай сарнă, илĕртÿллĕ обой çыпăçтарнă хваттере киленсе пăхрăмăр. Машăпа Саша ăна хăтлăлатас тĕлĕшпе ăшталанаççĕ кăна. Вĕр çĕнĕ сĕтел-пукан пÿлĕмсене илем кÿрет. Кил ăшшин управçи Мария Николаевна - Тăвай районĕнчи Энĕшпуçĕнчен, Хусанти аслă шкулăн 5-мĕш курсĕнче пĕлÿ пухать, çитес çул ветеринар дипломне илĕ.

Александр Валерьевича 6-мĕш класс ертÿçи пулма шаннă. Вĕсемпе тĕл пуласса чăтăмсăр кĕтет, ачасемпе пĕр чĕлхе тупасси иккĕлентермест ăна.

Марианна Михайлова директор шкула çамрăк специалист килнĕшĕн хĕпĕртенине пытармасть. Коллективри 12 учительтен пиллĕккĕшĕ - тивĕçлĕ канăва тухнисем. 70-тен иртнĕ физика вĕрентекенне çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Сергей Ерицов улăштарĕ. Çапла кунта кадрсен ыйтăвĕ татăлнă.

Хуларинчен кая мар

Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăш шкулĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ реконструкци ĕçĕсем хĕрÿ иртеççĕ. Юсава çурлан юлашки кунĕсем тĕлне вĕçлеме палăртнă, çавăнпа та кунта учительсене пулăшма ашшĕ-амăшĕ, ял тăрăхĕн спецалисчĕсем те тухнă.

Пĕлтĕр шкул стенине сÿтсе çĕнĕрен купаланă, никĕсне те çирĕплетнĕ. Унтан çурт тăррине улăштарнă, маччине ăшă тытмалла тунă. Шкула валли дизель генераторĕ туяннă. Канализаци, картишĕнчи çутă юписене, пур чÿречене те, урамран кĕмелли алăка улăштарнă, урама асфальт сарнă... Пĕлтĕр 24 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă кунта. Кăçал та сахал мар укçа уйăрнă. Кашни класри стенана çĕнĕрен штукатурка витнĕ, сăрланă. Хăма урайне линолеумпа улăштарнă. Акт, спорт залĕсенче, коридорсенче, столовăйра та - çĕнетÿ. Кашни класа шыв кĕртнĕ, спортзалта душ та пулĕ. Авăнăн 1-мĕшĕнче килекен ачасем тăван шкулне палласа та илеймĕç. Улшăну - кашни утăмрах.

«Хуларинчен те чаплăрах кунта. Учительсем кунĕн-çĕрĕн ĕçлеççĕ, строительсенчен кая мар опыт пухрĕç. Эпир те икĕ кун пулăшма килтĕмĕр. Коридор урайне сăрларăмăр, классенче парта вырнаçтартăмăр. Манăн ачасем кăçал 1 тата 5-мĕш классене вĕренме килеççĕ, каникул вĕçленессе чăтăмсăр кĕтеççĕ. Ял шкулне çавнашкал пысăк укçа уйăрни питĕ савăнтарать. Пирĕн ачасене те шута хураççĕ, лайăх условисем туса параççĕ», - палăртать 3-мĕш хутра урай сăрлакан амăшĕ Елена Васильева.

Кăçал Вăтакас Татмăша 100 ача пĕлÿ сукмакне такăрлатĕ, вăл шутра Украинăран тарса килнĕ икĕ вĕренекен çÿрĕ. Çемьесем çак ялтах тăванĕсем патĕнче тĕпленнĕ. Ставропольтен куçса килнĕ Ольга Трапчук кунта ĕçе вырнаçнă, вăл физикăпа математика вĕрентĕ. Ольга Гаврилова çамрăк специалист пирки çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ. Чакаç пики вырăс филологи факультетне пĕтернĕ. Халĕ предмет специальноçне улăштарасшăн, куçăн мар майпа иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет. Шкулта ÿкерÿ тата музыка учителĕ тĕлĕшпе йывăрлăх сиксе тухнă. Ÿкерес туртăмĕ лайăх аталаннă кĕçĕн класс вĕрентекенне ИЗО урокĕсене /3 сехет/ панă. Юрлама вара директор çумĕ Надежда Кондратьева вĕрентĕ. Ятарлă пĕлÿ илнĕ специалист тупăнмасан çакнашкал май тупма та тивет иккен. Чи кирли - ачасем вĕренÿ программинчен ан юлччăр. Кун пек чухне уроксен пахалăхĕ мĕнлерех? Кун пирки тепĕр чух калаçăпăр.

Професси ят-сумĕ ÿсет

Аслă шкулсем специалистсем çителĕклĕ хатĕрлемеççĕ-и? Владимир Иванов министрпа ку ыйту тавра та калаçма тÿр килчĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ рейтингĕ юлашки çулсенче чылай ÿснине, ытти аслă шкул хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ вăл. Вĕренме кĕрес текенсен йышĕ пысăкланнă, конкурс вăйланнă. Бюджет вырăнĕсене 1000 яхăн студента йышăнать университет. Технологи специальноçĕсене хатĕрлекен факультетсенче кăна 7-8 вырăна абитуриентсене балл пĕчĕккипе илсе çитереймен-мĕн. «Учитель - хисеплĕ професси, унăн ят-сумне çĕклессипе ÿлĕмрен те тăрăшăпăр», - терĕ Владимир Николаевич.

Çамрăк специалист шкула ура ярса пусмашкăн мĕншĕн шикленет-ха? Ачасенчен хăрани, яваплăх, шалу тивĕçтерменни... Сăлтавĕ кашнин тĕрлĕрен. Чун туртăмĕ ачасем патне йыхравласан кăна нимĕнле чăрмав та хăратмĕ, ĕç хавхалану кÿрĕ.

Алина ИЗМАН.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.