Альбина Егорова

22 Чÿк, 2014

Ушкăнпа ĕç ăнать

Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г.Медведевпа вырăнти хăй тытăмлăхăн «ĕнси» çинче капланнă ыйтусене хускатнă май 487 хуçалăхлă тăрăха урлă та, тăрăх та шĕкĕлчесе тухрăмăр. Ертÿçĕ сăмахĕсем вара пурте вырăнти халăхпа, унăн пурнăçĕпе, малашлăхĕпе çыхăннă. Шел, калаçу пуçламăшĕнчех муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи Тури Чакăпа Аслă Чементе 83 çурт хупăнни çинчен пĕлтерни шухăша ячĕ. Ултă пайĕнчен пĕринче çын пурăнмасть! Йыш сахалланса, çулĕпе ватăлса пырать. Çапах та пуçлăхăн хастарлăхĕ пысăк пулсан, ваттисем калашле, халăх сурнипе кÿлĕ çеç мар, ытти те тăвăнать.

18 Юпа, 2014

Кунта паянхи кунпа пурăнмаççĕ

Патăрьел районĕнче пĕр ялтан тăракан ял тăрăхĕ сахал. Тутар Сăкăчĕ шăпах вĕсен йышĕнче. 467 хуçалăхра 1350 çын пурăнать. Хăйсен тĕн йăли-йĕркине тытса пыма кунта тăхăр урамра виçĕ прихут /мехелле/ ĕçлет.

18 Юпа, 2014

Пĕрисем тасатаççĕ, теприсем варалаççĕ

Ачалăхăм экологи тĕлĕшĕнчен таса та тирпейлĕ тапхăрта иртнишĕн çав тери савăнатăп. Çуллахи ăшă çумăра куç пек кĕтни паян та асрах. Вăл шăпăртатма чарăнсанах çерем çинче çара уран чупаттăмăр, кÿленчĕксенче пăркаланса выртакан мăнтăр ăмансене пуçтараттăмăр. Урана мĕнпе те пулин тăрăнтарасран е касса ярасран та хăраман... Ун пирки шухăшламан та! Чупнă та чупнă. Асамат кĕперĕ айĕнчен тухма ĕмĕтленнĕ.

5 Авăн, 2014

Спорт - вĕсемшĕн пурнăç

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин “Раççей - спорт çĕр-шывĕ” спорт форумне тата физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвне Чăваш Енĕн тĕп хулинче, Шупашкарта ирттерни пирĕншĕн чыс, хисеп çеç те мар, республика аталанăвне Раççей шайĕнче тепĕр хутчен пысăк хак пани. Çакăншăн эпĕ питĕ хĕпĕртерĕм, савăнтăм.

12 Утă, 2014

Халăх хавалĕпе харăссăн утма çăмăл

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 56 ялăн хавалĕпе мехелĕ алăри пилĕк пÿрне пекех расна: пĕрисем пĕр-пĕринпе хутшăнмасăр пурăнаççĕ, теприсем пĕр çемьери пекех туслă - пуррине те, çуккине те çурмалла уйăраççĕ, савăнăç-хуйхине те пĕрлех пайлаççĕ.

Pages