Комментари хушас

22 Чÿк, 2014

Ушкăнпа ĕç ăнать

Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г.Медведевпа вырăнти хăй тытăмлăхăн «ĕнси» çинче капланнă ыйтусене хускатнă май 487 хуçалăхлă тăрăха урлă та, тăрăх та шĕкĕлчесе тухрăмăр. Ертÿçĕ сăмахĕсем вара пурте вырăнти халăхпа, унăн пурнăçĕпе, малашлăхĕпе çыхăннă. Шел, калаçу пуçламăшĕнчех муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи Тури Чакăпа Аслă Чементе 83 çурт хупăнни çинчен пĕлтерни шухăша ячĕ. Ултă пайĕнчен пĕринче çын пурăнмасть! Йыш сахалланса, çулĕпе ватăлса пырать. Çапах та пуçлăхăн хастарлăхĕ пысăк пулсан, ваттисем калашле, халăх сурнипе кÿлĕ çеç мар, ытти те тăвăнать. Чылай чухне хыснара кĕмĕл çукки çине йăвантарнине пăхмасăрах кун-çул таппипе тан утса пыма пултарнине Гаврил Федоровичпа калаçнă вăхăтра тепĕр хут ĕнентĕм.

Г.Медведев ял тăрăхĕ спортри çитĕнÿсемпе кăтартуллисен хушшинче пулнине çирĕплетрĕ: чупассипе те, шывра ишессипе те, волейболла ăста выляссипе тата ыттипе те вĕсем никамран ытларах Нăрваш Шăхальсен вăйлă командинчен çеç шикленеççĕ-мĕн. Ыттисене пур енĕпе те çăмăллăнах парăнтарма пултараççĕ. Ял тăрăхĕн чысне хÿтĕлекенсен хушшинче çамрăкки çеç мар, çулĕпе асли те, нумай ачалли те пур. Ку тĕлĕшпе вырăнти «халăх тарçисем» ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăтăшах спорт мероприятийĕсене хутшăнни паха. В.Бахмисов, С.Вахмисов, П.Япаров, А.Фролова ячĕсене кашни ăмăртурах илтме пулать. Н.Зотовăпа А.Абрамов студентсем, нумай ачаллă амăшĕ Е.Капитонова команда чысне тăтăшах хÿтĕлеççĕ. Кăçал Шупашкар хулин кунĕнче Аслă Чеменсем ăмăртусене хастар хутшăнса çĕнтерÿпе таврăнни те кăмăллă. Физкультурăпа спорт вара çынсен сывлăхне тĕреклетеççĕ, кун-çулне вăрăмлатаççĕ. Çак шухăша Шупашкарта йĕркеленĕ спорт форумĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пĕрре мар çирĕплетрĕ.

Районти чылай ял тăрăхĕ Культура çулталăкне мĕнпе те пулин асра хăварма тăрăшрĕ. Кун пирки калаçу пуçарсан Гаврил Федорович тÿрех хăйĕн шухăшне пĕтĕмлетсе: «Пирĕншĕн кашни çулах Культура çулталăкĕ...» - терĕ кăмăллăн. Кăна, паллах, хирĕçлеме çук. Аслă Чементи ансамбль членĕсем - чĕрĕ музей экспоначĕсем тесен те йăнăш мар. Кирек мĕнле ĕлĕкхи уява та вĕсем шухăшласа кăларса мар, чăн-чăнах, асатте-асаннесен вăхăтĕнчи йăла-йĕркепе, тумĕ-çипуçĕпе кăтартса параççĕ.

Çитес çул Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарать. Çак тăрăхран çĕршыва хÿтĕлеме вăрçă хирне 215 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 116-шĕ пуç хунă. Паттăрсене асăнса лартнă палăка уяв тĕлне капăрлатса сăн кĕртесси, ун таврашне илемлетесси администрацин ĕç планĕнче малтанхи йĕркесенчех çырăннă. Ял тăрăхĕнче пурăнакан пĕр вăрçă ветеранĕ çеç юлнă. Çапах та Тăван çĕршыв историйĕнче тарăн йĕр хăварнă вăрçă паттăрĕсен палăкне кирлĕ пек пăхса тăрасси ял тăрăхĕн тивĕçех. Вăл малашне те çаплах пулĕ. Ял тăрăхĕнче Афганистанра, Чечня Республикинче çар тивĕçне пурнăçланисем те пур. Интернационалистсене халалласа чиркÿ çумĕнче кăçал аллея уçнă. Кĕркунне кунта 30 ытла кăвак чăрăш лартнă. Çывăх çулсенче вара ял халăхне канма хăтлă парк уçасшăн. Ырă ĕçĕн хастарĕсем тупăнаççех.

Районти чылай ял тăрăхĕнче общество пурнăçĕшĕн кар тăракан староста çук. Пур пулсан та унăн тивĕçне депутатсем çине тиенĕ. Аслă Чемен ял тăрăхĕнче вара халăх суйланă çак çынсем шăпах ял пуçлăхĕн сылтăм алли. Халăхпа çыхăнтаракан общественниксемех яла тирпей-илем кĕртме те, урамсенчи çулсене тикĕслеме те, хуçалăхран тухакан çÿп-çапа тирпейлесе ăсатма та ĕлкĕреççĕ. Л.Тимошкинăпа В.Михайлова, Н.Абрамов старостăсем, сăмахран, хăйсен округĕнчи çула тирпейлес тесе чылай ĕç тунă. А.Семенов, П.Иванов, В.Тимошкин техникăпа пулăшнă. Тури Чакăра та çак меслетпех хăш-пĕр урама йĕркене кĕртнĕ. Н.Софроновпа Б.Бахмисов вак чул турттарнă, ял хастарĕсем вара ăна сапаланă. Ĕлĕкхилле, нимелле ĕçлесех вăхăтлăха кĕме-тухма çул тунă. Малашне администраци вĕсене хăй вăйĕпе тата тирпейлĕрех тума шухăшлать.

 

Альбина ЕГОРОВА.

Патăрьел районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.