Ушкăнпа ĕç ăнать
Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г.Медведевпа вырăнти хăй тытăмлăхăн «ĕнси» çинче капланнă ыйтусене хускатнă май 487 хуçалăхлă тăрăха урлă та, тăрăх та шĕкĕлчесе тухрăмăр. Ертÿçĕ сăмахĕсем вара пурте вырăнти халăхпа, унăн пурнăçĕпе, малашлăхĕпе çыхăннă. Шел, калаçу пуçламăшĕнчех муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи Тури Чакăпа Аслă Чементе 83 çурт хупăнни çинчен пĕлтерни шухăша ячĕ. Ултă пайĕнчен пĕринче çын пурăнмасть! Йыш сахалланса, çулĕпе ватăлса пырать. Çапах та пуçлăхăн хастарлăхĕ пысăк пулсан, ваттисем калашле, халăх сурнипе кÿлĕ çеç мар, ытти те тăвăнать.