Спорт - вĕсемшĕн пурнăç
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин “Раççей - спорт çĕр-шывĕ” спорт форумне тата физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвне Чăваш Енĕн тĕп хулинче, Шупашкарта ирттерни пирĕншĕн чыс, хисеп çеç те мар, республика аталанăвне Раççей шайĕнче тепĕр хутчен пысăк хак пани. Çакăншăн эпĕ питĕ хĕпĕртерĕм, савăнтăм. Пĕлтерĕшлĕ форума Сочире е урăх çĕрте те мар, уйрăмах чăвашсен çĕр-шывĕнче йĕркеленине коллектив та ăшшăн йышăнчĕ,- кăмăллăн пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ, районти спорт каçалăкĕнче хĕрĕх çула яхăн палăрнă Алексей Краснов. - Спорт - пирĕншĕн пурнăç, аталану, шанчăклă малашлăх. Унпа “чирленĕ” çын пурнăçра хăйĕн тĕллевне тупатех.
Чăваш Ен спорт форумне хатĕрленнĕ тапхăрта районта физкультурăна, массăллă спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, çавна май çитĕнекен çамрăк ăрăва пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшас ĕçре спортсменсем ыттисене витĕм кÿресси мĕнле пулса пынине пĕтĕмлетни кирлех. Çак тĕллевпе курса калаçрăмăр та район Пухăвĕн депутачĕпе Алексей Красновпа.
Юхмапа Пăла тăрăхĕ паллă спортсменсемпе пуян. Халĕ вара унăн хунавĕсем тата çĕнелсе, çамрăкланса пыраççĕ. Юлашки çулсенче район спортсменĕсем республикăра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туни савăнтарать. Сăмахран, çак кунсенче çеç район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çÿрекен хастар велосипедистсене икĕ кустăрмаллă “хурçă ут” парнелерĕ. Мĕн тери пысăк савăнăç пулчĕ вăл ачасемшĕн! Парнене вара ДЮСШна çÿрекенсем хăйсемех çĕнсе илнĕ, республикăра 2013 çулта 700 ача е ытларах çÿрекен спорт шкулĕн коллективĕсен хушшинче малти вырăна тухса 100 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Сăмах май, иртнĕ çул пирĕн спортсменсем Чăваш Енте йĕркеленĕ виçĕ конкурс-тупăшура пĕрремĕш вырăн йышăннине ăнсăртран пулнă çĕнтерÿ тесе хаклаймăн. Районта паянхи кун спортăн тĕрлĕ енĕ комплекслă аталанса пынине палăртмалла. Акă сăртлă-туллă çулпа велосипедпа ăмăртассипе тĕнче шайне тухнă паллă спортсменка Ирина Калентьева ентешĕсене анлă çул уçса пани те кăмăллă. Чылай çул ĕнтĕ маунтинбайк енĕпе йĕркелекен республика ăмăртăвĕ шăпах вăл çуралнă тăрăхра - Нăрваш Шăхалĕнче иртет. Юлашки çулсенче çак ялтанах тухнă тепĕр спортсменка Ирина Петрова Раççей шайĕнче хăйĕн ятне çĕклени те пирĕншĕн пысăк чыс, савăнăç. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче вăл хăйĕн вăйне Итали çĕр-шывĕнче иртекен тĕнче чемпионатĕнче тĕрĕслĕ.
Район халăхне массăллă спорта явăçтарс тĕллевпе те сахал мар ĕçлеççĕ тренерсемпе преподавательсем. Çулла триатлон енĕпе республикăри пысăк ăмăртăва Патăрьел районĕнче йĕркелерĕç. Пирĕншĕн вăл та пĕр йĕрсĕр иртмерĕ, уйрăм спортсменсем начар мар кăтарту турĕç. Максим Ялуков вара çак пысăк ăмăртура район чысне хÿтĕлесе республика чемпионĕн ятне тивĕçрĕ.
Ачасемпе çамрăксене çеç мар, вăй питтисемпе аслă ăрури хастарсене те спорта явăçтарас тесе çулталăк тăршшĕпе сахал мар ăмăрту, турнир иртет. Вĕсем пирки сăмах пуçарсан Алексей Егорович чăн малтанах çамрăк ачасемпе ял тăрăхĕсен хушшинче ирттерекен спартакиадăсене асăнчĕ. Районти спорт лидерĕ шкул ачисенчен чăн малтанах Первомайски, Аслă Чемен, Патăрьелти пĕрремĕш вăтам шкулсене, ял тăрăхĕсенчен вара Туçасене, Аслă Чеменсене, Нăрваш Шăхальсене, Пикшиксене, Çĕнĕ Ахпÿртсене асăнчĕ. Район шайĕнче йĕркелекен ăмăртусенчен айккинче пăрăнса юлакан та пур: Ыхра Çырми, Ксыл Чишма, Çĕньял, Шăнкăртам тата ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕ. Вĕсенче спорт енне туртăнакансем е вĕсене куракансем, хак паракансем çук-ши? Физкультурниксен кунĕсенче те, уйăхсерен йĕркелекен «Сывлăх кунĕсенче» те ытларах пĕр коллективсемех старта тăраççĕ, кире пуканĕ йăтаççĕ, юлашки çулсенче вăй илсе пыракан чушкăлла та выляççĕ, алă вăйне виçеççĕ тата ытти те.
Спортпа туслă уйрăм хастар, çемье, ушкăн пирĕн районта сахал мар. Республика, Раççей, тĕнче шайне тухнă паллă спортсменсен йышĕ çулсеренех ÿсет.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, форума Раççейрен тата чикĕ леш енчи 20 çĕр-шывран 3 пине яхăн çын хутшăнасси пирки пĕлтернĕ. Вăл шутра, пирĕн тăрăхран тухнă паллă спортсменсем, уйрăм хастарсем пуласса та шанатпăр.
“Пирĕн тĕллев - Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне тивĕçлипе ирттересси. Çав вăхăт тĕлне спорт площадкисемпе объекчĕсене кăна хатĕрлемелле мар. Пирĕншĕн потребительсен рынокĕн тата пулăшу паракан тытăмри предприятисем мĕнле ĕçлесси те пĕлтерĕшлĕ”,- палăртнă Михаил Игнатьев форума ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче.
Цифрăсемпе фактсем:
*Районтан тĕнчен 13 спорт мастерĕ тухнă, 2-шĕ - Раççей спорт мастерĕ. Унсăр пуçне вуншар спорт мастерĕпе кандидачĕ.
*Районти “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче тата стадионта куллен 300 çын хăйĕн сывлăхне çирĕплетет. Сусăр çынсем эрнере икĕ хутчен ФСК çăмăллăхĕпе тÿлевсĕр усă кураççĕ.
*Хальхи вăхăтра Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕсенче районтан 27 çамрăк пĕлÿ илет. Кăçал тепĕр виçĕ спортсмен унта вĕренме кĕнĕ.
*Районта кашни уйăхрах сывлăх кунĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн, “Авангард” хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн спартакиада, тĕрлĕ турнир иртет.
Альбина Егорова.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ