"Артека" кайма шанчăк пур

Чăваш Енри ачасен "Артек" лагере тÿлевсĕр кайма шанчăк пур. Ун валли вĕсен Раççейри Экологи çулталăкне халалланă çĕршыври конкурсра палăрмалла. Конкурсра çĕнтернĕ 150 ытла ача экологи сменине хутшăнайĕ. Заявка пама шутлă вăхăт юлнă: заявление ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче юлашки кун йышăнаççĕ. 

Пултарулăх конкурсне 9-16 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасене йыхравлаççĕ. Ăмăртăвăн условийĕпе www.tvoya-priroda.ru сайтри "Конкурссем" пайра паллашмалла.

Çĕнтерÿçĕсем валли йĕркеленĕ экологи смени çу уйăхĕн вĕçĕнчен çĕртме уйăхĕн çурри таран тăсăлмалла. Раççейĕн Çут çанталăк министерствин пресс-служби хыпарланă тăрăх, конкурсра палăрнисен ячĕсене ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен пĕлтерĕç.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА.

Комментари хушас