Archive - Çу 2025 - Çамрăксен хаçачĕ
- Date
- Type
мая 7th
Çамрăксен хаçачĕ 16 (6567) № 07.05.2025
Чи хастаррисене — Раççей МЧСĕн наградисем
Пушар вăрă-хурахран хăрушăрах тесе ĕлĕкех каланă. Кил-çурта çаратсан унта пĕрех мĕн те пулин юлать, çулăм алхассан вара тĕппипех пĕтерет. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр çак хăрушлăхпа кĕрешме яланах сыхă тăраççĕ, инкеке лекнисене çулăм ытамĕнчен хăтарма васкаççĕ. Раççейре çак тытăма пуçарса янăранпа кăçал 376 çул çитрĕ. Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче пушар хуралĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç.