Çамрăксен хаçачĕ 18 (6569) № 22.05.2025

22 Çу, 2025

Шанчăклă юлташĕ хăйĕнпе пĕрлех çӳреет

ЕЛЧĔК ТĂРĂХĔНЧИ АСЛĂ ЕЛЧĔК ЯЛĔНЧЕ ÇУРАЛНĂ АЛЕКСАНДР ОБРУЧКОВ 2022 ÇУЛХИ ЮПА УЙĂХĔНЧЕН «МОТОР» ПОЗЫВНОЙПА ÇĔРШЫВА ХӲТĔЛЕМЕ ХУТШĂНАТЬ. ОТПУСКА ТĂВАН ТĂРĂХА КИЛСЕН ВĂЛ ЯЛАНАХ ПУШĂ ВĂХĂТА ÇЫВĂХ ÇЫННИСЕМПЕ ПĔРЛЕ ИРТТЕРМЕ ТĂРĂШАТЬ.

Мăн кукашшĕ те вăрçăра пулнă

Александр — тимлĕ ашшĕ, çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн çирĕп тĕревĕ те. Çывăх çынсене пулăшас тесе вăл кану вăхăтне яланах çуркуннепе кĕркунне илме тăрăшать. Тăван килне килсен май пур таран ытларах ĕç туса хăварма тĕллев лартать. Черетлĕ отпуска ашшĕ-амăшĕпе, хăйĕн çемйипе ирттернĕ май ентеш пирĕн журналистпа калаçма та вăхăт тупрĕ. Отпуск унăн кăçал та Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне лекнĕ. Паллă пулăма пĕлтĕрхи пекех тăван тăрăхра кĕтсе илнĕ вăл. Елчĕк округĕнче йĕркеленĕ çамрăк армеецсен парадне ертсе пынă. Обручковсем 4 ачана кун çути парнеленĕ. Александр — çемьере виççĕмĕш. Амăшĕ Александра Сильвестровна чылай çул ялти почта çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра тăрăшнă. Çемье пуçĕ Геннадий Александрович пĕр вăхăт Елчĕкри кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн чылай çул Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн утарне пăхса тăнă. Халĕ те вĕлле хурчĕсем тытса тăраççĕ вĕсем. Александршăн ашшĕ яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. — Атте Совет Союзĕн саманинче çар тивĕçне пурнăçланă. Çавăнпа эпĕ те салтака каймастăп тесе тăман. Халĕ те, Тăван çĕршыв чĕнсен, ятарлă çар операцине кайма шухăшларăм. Хамăн ывăлшăн та тĕслĕх пулас килет, — çапла палăртрĕ çĕршыв хӳтĕлевçи. Александр 9-мĕш класчен ялти, 10-11-мĕш классенче Елчĕкри вăтам шкулсенче ăс пухнă. Вĕренӳре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Уйрăмах истори предметне кăмăлланă. Апла пулин те малашлăхра хăйне шут ĕçĕнче курнă. Шкул хыççăн хăйне 2006-2008 çулсенче вăл Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче бухгалтер профессине алла илнĕ. Колледж пĕтернĕ çулхинех салтак тумне тăхăннă. Раççей Оборона министерствин Мускаври хуралĕн 1-мĕш уйрăм стрелоксен бригадин отделенине ертсе пынă. Мускаври хальхи гуманитари академийĕнче экономиста вĕренсе тухсан 2015- 2022 çулсенче Шупашкарта сĕтел-пукан туса кăларакан фирма йĕркеленĕ. Хусанта та лавккасем уçнă. Тулли мар мобилизаци пирки пĕлтерсен Александр пĕр иккĕленмесĕрех çар комиссариатне çул тытнă. Хăй вăхăтĕнче унăн мăн кукашшĕ те вăрçăра пулнă. Йăхра пурте салтак тумне тăхăннă. Мăшăрĕ гуманитари пулăшăвĕ йĕркеленĕ Оля упăшки ятарлă çар операцине хутшăнассине пĕлсен, паллах, çак хыпара йывăррăн йышăннă. — Мăшăра унта ярас килместчĕ. Малтанах ĕненмерĕм. Унтан шăнкăравласа пĕлтерсен ку чăн сăмах пулнине ăнлантăм. Саша нихăçан та пытанса çӳреме хăнăхман. Вăл — питĕ хастар çын. Чĕмпĕрте кĕске вăхăтлăх хатĕрленӳ иртнĕ вăхăтра кашни канмалли кун çемьепе ун патне кайса килеттĕмĕр, — иртнине куç умне кăларса тăратрĕ икĕ ача амăшĕ. Мăшăрĕ ятарлă çар операцине хутшăнма кайсан Ольга килте канлĕ ларайман. Хăйĕн тавра пĕр шухăшлă çынсем пухса салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарас ĕçе йĕркеленĕ. Çитменнине, пĕр хут вăл хăй те ятарлă çар операцийĕн зонине кайса килнĕ. — Социаллă сетьри хамăн страницăра гуманитари пулăшăвĕ пуçтарасси пирки пост лартрăм. Нумай çын пулăшас тĕллеве палăртрĕç. Ыттисем те çак хыпара малалла сарчĕç. Укçа аванах пухрăмăр. Унпа салтаксене тепловизор, бронежилет, раци туянса ярса патăмăр. Çавăн пекех эмелсем, стройматериалсем, техника валли саппас пайсем ăсатрăмăр. Май пур таран пулăшма тăрăшатпăр. Гуманитари пулăшăвне пĕрремĕш хут леçме кайсан хăрамарăм. Инçе çула унччен те çӳренĕ. Манăн хамăн мăшăра хăвăртрах курас килетчĕ. Пĕрремĕш отпускран ăна пĕрле ăсатма кайнăччĕ, ун чухне мĕнле çулпа çитмеллине астуса юлнăччĕ. Çавăнпа йывăрлăхсем ытлах пулман теме те пулать, — пĕлтерчĕ Ольга. 2022 çулхи юпа уйăхĕнче ятарлă çар операцине тухса кайсан, Чĕмпĕрте иртнĕ кĕске хатĕрленӳре Александра тӳрех прапорщик званине панă, мотострелоксен взвочĕн командирне çирĕплетнĕ. Çав çулхинех тепĕр уйăхранах лейтенант званине панă. 2024 çулхи пуш уйăхĕнче вара мотострелоксен ротине ертсе пыма шаннă. Александр Обручков тăракан чăваш полкне Чĕмпĕртен тӳрех Запорожье тăрăхне палăртнă. Çĕнĕ çул хыççăн вĕсем тăшман еннелле пырса кĕнĕ. Пуш уйăхĕнче пĕрремĕш çапăçу пулса иртнĕ. Тăшманăн диверсипе разведка ушкăнĕн çулне пӳлес тĕллевпе 20 салтак 8 талăк оборона линине тытса тăнă. 36-ри офицера куншăн çав çулхинех раштав уйăхĕнче «Хăюлăхшăн» медальпе чысланă. — Задание пурнăçлама кĕрсен тăшман пире пеме тытăнчĕ. Çапах хамăра шанса панă тивĕçе пурнăçларăмăрах. Пурте сывă тухрăмăр, — пĕлтерчĕ Александр Геннадьевич. Ентеш «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медале те тивĕçнĕ. «Мотор» хушма ята ăна пĕр взводра тăракансем тупса панă. Ăнсăртран мар, Александр хăй те питĕ техникăпа ĕçлеме юратать. — Виçĕ çул хушшинче темĕнле самант та пулса иртнĕ. Йывăрлăхсемсĕр те пулман. Çак çулсенче взводри боецсем пĕрпĕрне пĕлсе çитрĕмĕр, туслашрăмăр. Тулли мар мобилизаци пуçланиччен эпĕ халăхпа ĕçленĕ, çакă та мана салтаксемпе çыхăнса калаçнă чухне пулăшса пырать. Кашнинех ăнланма тăрăшатпăр. Йывăр самантсенче пĕр-пĕрне пулăшатпăр. Пирĕн взводра ытларах чăвашсем. Эпир кунта пĕр республикăран пурте пĕрле пулни питĕ лайăх тесе шухăшлатăп. Чăвашсен ĕçченлĕхне палăртаççĕ. Ăçта яраççĕ, мĕн тума калаççĕ — эпир пĕтĕмпех пурнăçлатпăр. Кĕске вăхăтрах пире мĕнле кирлĕ, çавăн пек позицисем хатĕрлесе хуратпăр. Задачăсене пурнăçлама яланах хатĕр, — палăртрĕ офицер. — Боецсем задание кайнă чухне камăн ăçта тăмаллине-каймаллине званипе должноçа пăхса палăртмастпăр. Унта ытлашши каламасăрах мĕн тумаллине пурте пĕлеççĕ, — малалла калаçрĕ командир. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦    ♦   


Расна сăнлă, анчах кăсăкланăвĕ пĕр пек

Руслан тата Роман Селютинсем — йĕкĕреш. Роман Русланран 20 минут маларах çут тĕнчене килнĕ. 6 çулта чухне амăшĕ вĕсене ирĕклĕ кĕрешӳ секцине çавăтса кайнă. Çавăнтанпа вĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăваççĕ.

Учительсем пăтраштарнă

Ирĕклĕ кĕрешĕве темиçе хут занятисене çӳренĕ хыççăн Русланпа Роман ку вĕсене килĕшнине ăнланса илнĕ. Спортăн çак тĕсĕпе арçын ачасем 11 çул туслă. Спортсменсене ăмăртусене Геннадий Григорьев тренер хатĕрлет. Йĕлтĕрпе чупмалла-и, çăмăл атлетикăра ăмăртмалла-и — шкулта иртекен спорт мероприятийĕсенче класс чысне хӳтĕлеме яланах вĕсене шаннă. Каччăсем Сĕнтĕрвăрри округĕнчи 1-мĕш гимназире ăс пухнă. Йĕкĕреше палласа илме йывăрах мар. Руслана пуç купташки йĕкĕр /двойная макушка/ пулнипе уйăрса илме май пулать. Учительсем вара вĕсене пĕрмай пăтраштарнă. Доска умне Руслан вырăнне Роман тухса ыйтăва хуравлама та пултарнă. — Эпир тĕрлĕ парта хушшинче ларнă. Учительсем çапла çеç пире уйăрма пултаратчĕç, — хушса каларĕç Романпа Руслан. 9-мĕш класра Руслан Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕнĕ. Апла пулин те пиччĕшĕпе шăллĕ ăмăртусене пĕрлех хутшăннă. — Спорт мероприятийĕсем ытларах çуркунне иртетчĕç. Кашни шăматкун тенĕ пекех эпир ăмăртусене хутшăнаттăмăр. Киле панă ĕçсене шкулта тăхтав вăхăтĕнче тума тăрăшаттăмăр, — пĕлтерчĕç вĕсем. Пĕрремĕш ăмăрту Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Сĕнтĕрпуç ялĕнче иртнĕ. Унта хутшăнса Руслан 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Роман вара «Чи çамрăк кĕрешӳçĕ» ята тивĕçнĕ. «Кам вăйлăрах?» — тесе тупăшасси те, паллах, вĕсен хушшинче пур. Хăш чухне Руслан, тепĕр чух Роман çӳлти картлашка çине хăпарнă. Пĕр-пĕрне хире-хирĕç тăрса та кĕрешнĕ. Пĕррехинче Сĕнтĕрпуçĕнче уявра ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе ăмăрту иртнĕ. Çĕнтерӳçе парне вырăнне укçа парассине пĕлтернĕ. Селютинсем иккĕшĕ те финала тухнă. Çĕнтерӳçĕ вара пĕрре кăна. «Атя, эпĕ çĕнтеретĕп, укçине вара эсĕ тивĕçетĕн», — сĕннĕ Руслан пиччĕшне. Рома шăллĕпе килĕшсе çапла тунă. 10 çултанпа вара вĕсем расна виçе категорийĕнче кĕрешеççĕ. Велосипед тивĕçнĕ Ăмăртусене хутшăнса вĕсем хаклă парнене те тивĕçнĕ. Сăмахран, Руслан велосипед çĕнсе илнĕ. Роман термослă пулнă. Ăна вăл пулла кайнă чухне яланах пĕрле илсе çӳрет. 9 класс пĕтерсен Русланпа Рома, мĕн пĕчĕкренех пур ĕçе те пĕрле тума хăнăхнăскерсем, пĕр специальноç суйласа илсе Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумне вĕренме кĕнĕ. Йĕкĕреш инженер профессине алла илет. Руслан вĕреннĕ вăхăтрах Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонти «Кобра» спорт клубĕнче ачасемпе тренировкăсем ирттерет. Çулталăк çурă каялла вăл хутăш çар кĕрешĕвĕ енĕпе кăсăкланма тытăннă. Спортăн ку тĕсĕнче çитĕнӳсем те пур. Вăл Чăваш Республикин первенствинче иккĕмĕш пулса тăнă. Çав вăхăтрах йĕкĕт ирĕклĕ кĕрешӳпе те ăмăртусене хутшăнма вăхăт тупать. Вăл — спорт мастерĕн кандидачĕ. Роман та Федерацин Атăлçи округĕнчи ăмăртура малти 3 вырăнтан пĕрне йышăнсан çак разряда илме тивĕçлĕ. — Кам нумайрах тренировка тăвать, вăл çĕнтерет. Енчен те пичче хирĕç тупăшакана выляса ячĕ тĕк куншăн вăл хăй айăплă. Ытларах ĕçлемелле. Мĕншĕн выляса янине тишкерсе тепрехинче çак йăнăшсенчен хăтăлма тăрăшмалла, — пĕлтерчĕ йĕкĕреш хăраххи Руслан. Ирĕклĕ\кĕрешӳре те тимлĕх кирлĕ. Спортăн ку тĕсĕнче ал-урана хуçасси те пулкалать. Кун пек чухне вара сипленме чылай вăхăт кирлĕ. — Пĕрре ММА хутăш çар кĕрешĕвĕнче мана хирĕç Пенза спортсменĕ тухрĕ. Ăна çĕнтертĕм. Иккĕмĕш тытăçура тутар спортсменĕпе кĕрешрĕм. Çавăн чухне эпĕ асăрхаса та ĕлкереймерĕм, мана сăмсаран ура лекрĕ. Эпĕ выляса ятăм. Унтан тытăçу вĕçленсен сăмсана тытса пăхрăм — вăл кукăрăлнă. Хăраса ӳкрĕм. Ĕмĕр тăршшĕпе кукăр сăмсапа çӳрессинчен питĕ пăшăрхантăм. Больницăра рентген турĕç, мĕн тумаллине çырса пачĕç. Халĕ сăмса çинче мăкăрăлчăк пур. Аннене кун пирки каламарăм, ăна пăшăрхантарас килмерĕ. Ыйтсан — чирленине пĕлтертĕм, çавăнпа больницăна кайнине каларăм. Анне пирĕнпе пĕрре кăна ăмăртусенче пулнă. Ун чухне Роман аллине хуçнăччĕ. Унтанпа вара пирĕнпе урăх ăмăртусене çӳремен. Вăл эпир спортра çитĕнӳсем тунăшăн савăнать, çавăнпа эпир ăна кулянтарма тăрăшмастпăр, — пĕлтерчĕ Руслан. Чи йывăр ăмăртăва та аса илме ыйтрăм йĕкĕрешрен. «Виçĕм çул Чĕмпĕрте иртнĕ Федерацин Атăлçи округĕнче ăмăртăва хутшăннăччĕ. Ун чухне юниорсен хушшинче виççĕмĕш пулма ытла та вăйлă тăрăшмалла пулчĕ», — терĕ Руслан. Роман вара çак ыйтăва çапла хуравларĕ: «Республикăра иртнĕ ăмăртусенчен пĕринче манăн виçе категорийĕнче 16-17 спортсмен тупăшасси паллă пулчĕ. 4-5 тытăçу иртрĕ. Кĕрешӳçĕсем пурте вăйлă пулчĕç, вĕсене çĕнтереймесрен малтанах хăрарăм. Пĕр-пĕринпе ăмăртусенче курнăçнă-çке. Кам мĕн енчен лайăхрах пулнине пĕлсе тăнă». <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦    ♦   ♦


Пĕртен-пĕр ывăл – тăван кил тĕрекĕ

— Эпĕ Чăваш Республикинче çуралса ӳснĕ. Хам тутар пулсан та, чăвашсене тăвансем вырăннех хуратăп. Калаçма питех пултараймастăп, анчах йăлтах ăнланатăп. Манăн ултă çулти хĕрĕм Зиля виçĕ чĕлхепе те сăвăсем калать, йăлтах ăнланать, — тет Каçал тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ Зельфат Салеев.

Чăнах та, кунта çуралса ӳснĕ тутарсем виçĕ чĕлхе пĕлни пирки пĕрре те иккĕленместĕп, мĕншĕн тесен вĕсем чăваш чĕлхине те тăван тутар чĕлхи пекех хисеплеççĕ. Вырăс чĕлхисĕр вара пуласлăх çук. Çакнах çирĕплетет Зельфат Рушанович та. Зельфат Салеев 1993 çулта Комсомольски тăрăхне кĕрекен Чичкан ялĕнче Рушанпа Гелзире Салеевсен çемйинче çуралнă. Амăшĕ Гелзире Минхалимовна шкулта математика вĕрентнĕ, халĕ те ачасене çак енĕпех пĕлӳ парать. Ашшĕ Рушан Небиуллович Çĕрпӳри электромеханика колледжĕ хыççăн «Мухтав çĕр улмине» агрофирмăра механикра ĕçленĕ. Çемьере Зельфатсăр пуçне кĕçĕн йăмăкĕ Тензиля пур. Салеевсен ачисем иккĕшĕ те шкулта лайăх вĕреннĕ. «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан Зельфат 9 класс хыççăн 2008 çулта Хусанти энерготехникума вĕренме кĕнĕ. 2012 çулта алла диплом илнĕ качча Белгород тăрăхĕнчи çар чаçне салтак тивĕçне пурнăçлама илсе кайнă. Связистсен ротинче службăра пулнă вăл. Çулталăкран çартан таврăннă каччă тӳрех Хусанти университета куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлӳллĕ энергетик пулас тенĕ вăл. Çав вăхăтра Хусан хулинчи 1-мĕш ТЭЦа ĕçе вырнаçнă. 2018 çулта Патăрьел тăрăхĕнчи Шăнкăртам хĕрĕпе Индирăпа çемье çавăрнă. Ачалăхри асра юлнă самантсене тата мăшăрĕпе еплерех паллашни çинчен ыйтсан вăл çапла хуравларĕ:

— Ман ачалăх ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăман. Арçын ачасем пекех спорта юрататтăм. Каярах колледжра вĕреннĕ чухне бокспа та кăсăкланса пăхрăм. Анчах вĕсем кăсăклану шайĕнче кăна юлчĕç. Шкулта вĕреннĕ чухне çуллахи вăхăтра ялан шыва кĕме çӳреттĕмĕр. Пĕррехинче çапла кӳршĕ ачи путма пуçларĕ, аран туртса кăлартăм ăна. Тата темшĕн эпĕ çамрăк чухне час-часах пушар тухатчĕ. Хамăр ялта кăна мар, кӳршĕллисенче те алхасатчĕ «хĕрлĕ автан». Çапла миçе пушар сӳнтермен-ши эпир? Юрать, хамăр çав инкексене тӳсмен. Мăшăрпа Индирăпа кӳршĕ районсенче ӳснĕ пулсан та пĕр-пĕрне палламан. Вĕсен Патăрьел тăрăхĕнчи Шăнкăртам ялĕ ытла та пысăк тутар сали. Раççейри чи пысăкки шутланать вăл. Унта пурăнакансем пĕрпĕрне палласа та пĕтереймеççĕ. Хусанта вĕреннĕ чухне паллашрăмăр. Вăл КНИТУра /нефть университечĕ/ вĕренетчĕ. Çамрăксен ушкăнĕнче паллашрăмăр та унтан уйрăлман. Çемье çавăрнă хыççăн 2019 çулта яла таврăнтăмăр. Пирĕн тутарсем ашшĕпе амăшне пĕччен пăрахса хăвармаççĕ. Ывăлсем тăван киле таврăнса ватăсене пăхаççĕ. Çак тарана çитсе пирĕн ача-пăчаллă ватăсенчен пĕччен пурăнаканнисем çук. Пĕртенпĕр ывăл пулнăран эпĕ те пĕр шухăшласа тăмасăрах яла таврăнтăм. Аттепе анне ватах та мар-ха пирĕн, çапах та вĕсене пĕччен хăварма эпир нихăçан та шухăшламан. Виçĕ ача çитĕнет пирĕн. Аслă хĕр Зиля, унтан икĕ ывăл Аязпа Амир. Пурте ача садне çӳреççĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн тутар çамрăкĕсем тăван тăрăхран инçете тухса кайма тăрăшмаççĕ. Килсе курăр-ха Каçал тăрăхĕнчи тутар ялĕсене, эсир тĕлĕннипе хытса каятăр. Ялсем пĕтсе мар, пысăкланнăçемĕн пысăкланса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, Урмаел, Тукай… Ялсем витĕр тухнă чухне ăçта пырса кĕтĕмĕр-ши тесе тĕлĕнмелĕх пур. Ĕçлеме те вырăнсем çителĕклĕ. Эпĕ яла куçса килсенех «Мухтав çĕр улмине» агрофирмăна ĕçе вырнаçрăм. Виçĕ çул агрофирмăри техникăна тĕрлĕрен саппас пайсемпе тивĕçтерсе тăтăм. Халĕ виçĕ çул инженер-механикра вăй хуратăп. Пирĕн агрофирма питĕ пысăк. Ĕçлекен çынсем 200 ытла. Тем тĕрлĕ техника пур хуçалăхра! Хальхи вăхăтра алă вĕççĕн ĕçлессине тĕпе хумастпăр. Нумай çĕрте техникăпа усă куратпăр. Ытларах çĕр улми, кишĕр, кăшман тата тĕрлĕ йышши тĕш-тырă туса илессине тĕпе хурса ĕçлетпĕр. 5 пин гектар çĕре тара илетпĕр. Канаш, Елчĕк, Комсомольски тăрăхĕсенче çĕр нумай. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦    ♦   ♦


Ачалăхри пушар профессие суйласа илме пулăшнă

«Çичĕ çул каялла çулла ялта пĕр хуçалăхра пушар тухнăччĕ. Çакна асăрхасан юлташсемпе халăха пĕлтерме васкарăмăр. Шел те, çав вăхăтра пӳртре пулнă арçынна çăлса хăварма май килмерĕ. Куншăн хама питĕ айăпларăм», — пуçларĕ калаçăва Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлапуç Нурăс ялĕн каччи Данил Бильтяев. Кун хыççăн каччă çăлавçă пулма çирĕп йышăну тунă.

Шывра чĕре хыттăн тапать

Çапла Ишлĕ-Шетмĕ шкулĕнче 9 класс пĕтерсен вăл Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренме кĕнĕ.

— Манран икĕ çул аслăрах кӳршĕ ялта пурăнакан юлташ шăпах хулара пушар хăрушсăрлăхĕн ĕçĕпе пĕлӳ илетчĕ. Унран вĕренме кĕме мĕнле экзаменсем памаллине ыйтса пĕлтĕм, — малалла калаçрĕ 23 çулти çăлавçă. Данил халĕ çăлав ĕçĕнче 4 çул вăй хурать. Водолаз пулса вара — 3 çул.

— 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне хамăрăн колледж командипе «Ворлдскиллс» чемпионатне хутшăнтăмăр. Республика шайĕнче çĕнтерсе Федерацин Атăлçи тăрăхĕнче Чăваш Ен чысне хӳтĕлерĕмĕр. Раççей шайне те тухрăмăр, çĕнтерӳçĕсем пулаймарăмăр пулин те номинацие тивĕçрĕмĕр. Кашни хутшăнакан 20 пин тенкĕллĕ пулчĕ. Çавăн чухне тренер Евгений Лукшин пире камăн çăлавçăра ĕçлеме кăмăл пур, вĕсем валли ĕç пурри çинчен пĕлтернĕччĕ. Çав çулхине тĕнчипех кăшăллă вирус чирĕ сарăлнăччĕ. Ялта дистанци мелĕпе вĕренеттĕмĕр. Тепĕр çулхине çурла уйăхĕнче ĕçе вырнаçрăм. Конкурс витĕр тухрăм. Чи йывăрри — психолог хатĕрленĕ тест пулчĕ. Çапах ăна пурнăçларăм. Çапла çулталăк вĕреннĕ вăхăтрах ĕçе çӳрерĕм. Экзамен тытсан диплом ĕçне хӳтĕлерĕм. Унтан салтак атти тăхăнма вăхăт çитрĕ. Каяс умĕн хĕсмет хыççăн каялла ĕçлеме килессине пĕлтертĕм. Çар службине Самар облаçĕнче уйрăм автомобиль батальонĕнче ирттертĕм. Служба интереслĕ шурĕ. Салтака кайиччен эпĕ самолетпа вĕçсе, пуйăспа çӳресе курманччĕ. Çав çул ятарлă çар операци пуçланнăччĕ. Пире Брянск, Курск, Воронеж еннелле машинăпа çар хатĕрĕсем турттарма ячĕç, — аса илсе каласа пачĕ Данил. Хĕсметрен таврăнсан, тăван килте 2 уйăх каннă хыççăн, Данил Мускава стройкăна ĕçлеме тухса кайнă.

— Çав çулах çурла уйăхĕнче пĕрле вăй хунă смена пуçлăхĕ ман пата шăнкăравларĕ. Водолазсене авăн уйăхĕнчен вĕрентме пуçлассине каларĕ. Эпĕ кăмăл пуррине пĕлтертĕм. Мускавра пĕтĕм ĕçе пăрахса тăван тăрăха килтĕм. Медосмотр тухрăм. Воронеж хулине вĕренме кайрăм. Экзаменсем хыççăн Чăваш Ене таврăнсан водолазра ĕçлеме тытăнтăм, — малалла калаçрĕ каччă. — Пĕрремĕш хут çынна шыв тĕпĕнчен кăларни паянхи кун та асра. Темиçе çул каялла Шупашкар районне кĕрекен Вăрманкассинче арçын шыва путни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Шыв хĕрринче каннăскерсенчен пĕри ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ хыççăн шыва чăмнă. 10 минут иртнĕ — вăл çаплипех шывран тухман. Юлташĕсем пăшăрханма тытăннă. Пулăшу чĕннĕ. Вырăна çитрĕмĕр. Малтанах çынна шыранă чухне эпир катерпа ишсе шыв тĕпĕнче мĕн выртнине эхолотпа тĕпчетпĕр. Çын хăш вырăнта путнине палăртатпăр та буй пăрахатпăр. Шыв хĕрринче икĕ çын юлать. Вĕсем ăçталла каймаллине пĕлтерсе тăраççĕ. Водолаз тумне тăхăнтăм та шыва кĕрсе кайрăм. Чĕре хыттăн тапма тытăнчĕ. «Хăв çак профессие суйласа илнĕ. Хăнăхмалла», — терĕ мана пуçлăх. Шыв айĕнче алăпа хыпашлатăп, çыран хĕрринчен мана ăçталла упаленмеллине каласа тăраççĕ. Инçерех те инçерех кайса пынă май кĕлетке шăнма тытăнчĕ. Шыва кĕриччен васканипе водолаз тумĕ айĕнчен ăшă япаласем тăхăнма маннă эпĕ. Сивве туйнипе хăрама чарăнтăм. Пуçра пĕр шухăш кăначчĕ: çынна мĕнле хăвăртрах тупатăп, çавăн пек çыран хĕррине маларах тухатăп. Тăрук темле япалана пырса тăрăнтăм. Малтанах хăраса кайрăм та чарăнса тăтăм. Алăпа хыпашласа пăхрăм та — хытă япала. «Çын шыв айĕнче çапла хытса кайма пултарать-ши?» — пуçра шухăш мĕлтлетрĕ. Алла лекнĕ япалана тепĕр хут хыпашласа пăхрăм — трактор урапи иккен. Ăна хăвартăм та шыв тĕпне малалла тĕрĕслеме тытăнтăм. Юлашкинчен темĕскере алăпа сĕртĕнтĕм. Çаврăнса пăхрăм та — çын ури. Путакана шыраса тупнипе савăнса кайнипе ăна çыран хĕррине урисенчен тытса кăлартăм. Кайран пуçлăх мана кун пек тума юраманнине асăрхаттарса каларĕ. Путакана шыв айĕнче çавăрмалла та хул айĕнчен тытса е алăпа ыталаса илсе кăлармаллине ăнлантарчĕ. Кирпĕч ванчăкĕсем, кĕленчесем… Данил ку таранччен шыва путнă 5 çынна кăларнă. Çамрăк çăлавçă каланă тăрăх, ытларах çынсем ӳсĕр пуçпа шыв авăрне лекеççĕ. Ачасем шыв хĕрринче тимлĕхе çухатнипе путса вилеççĕ. Данил Шупашкар районĕнче çапла пĕр тĕслĕх пулса иртнине асăнчĕ: ачасем çыран хĕррипе выляса пынă, пĕр хĕрача, шыва кĕрсе кайнăскер, курăкран такăннă та путнă.

— Çулла пуçлансанах эпир ĕçе пуçăнатпăр: шыва кĕмелли вырăнсене хатĕрлетпĕр, çӳп-çапран тасататпăр. Пĕррехинче Елчĕк тăрăхне тĕрĕслеме кайсан пулăçсем пăрахса хăварнă вăлтана туртса кăларнăччĕ. Унта пулă çакланнă, хайхискере каялла шыва ятăм. Данил хăйĕн ĕçĕ килĕшнине палăртать. Çак професси ăна çынсене ырă тума, çăлса хăварма май парать. Çăлавçăсен шалу та пĕчĕк мар. Ĕçченсем уйăхне 35-40 пин тенкĕ илеççĕ. Пĕр кун ĕçлеççĕ, виçĕ кун канаççĕ. Данил кану кунĕсенче хушма укçа ĕçлесе илес тесе стройкăра тата урăх ĕçре вăй хурать.

— Çулла пуçланас умĕн шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрлетпĕр, кӳлĕ-пĕвене çӳп-çапран тасататпăр. Кăçал округсенчен 143 заявка çитрĕ, вĕсенчен паянхи куна 123-шĕнче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен кӳлĕсемпе пĕвесене тасатмалла, çыран хĕрринчен 2 метр тăршшĕ таран пĕтĕмпех тĕрĕслесе тухатпăр. Пĕр кунра 4-5 çĕре çитсе килетпĕр. Шыв тĕпĕнче темĕн те тупма пулать. Кирпĕч ванчăкĕсем, кĕленчесем, хăма татăкĕсем — мĕн кăна выртмасть. Шыв айĕнче, çамка çинче хунарсем пур пулсан та, нимĕн те курăнмасть. Унта питĕ шăп, чĕре епле тапни те илтĕнет. Унччен шыв айĕнче пĕр-пĕринпе калаçма май пулман, ятарлă паллăсемпе кăна усă курнă. Халĕ ĕçе йĕркеленĕ чухне пĕрпĕринпе çыхăну тытма май пур. Хăвна шыв айĕнче тăр пĕччен туймастăн, çыхăну урлă мĕн те пулин калама, ыйтса пĕлме пулать, — пĕлтерчĕ çамрăк çăлавçă. Хальхи оборудованисем шыв айĕнче мĕн пуррине йăлтах курма май параççĕ: ăçта йывăç турачĕ, чул. Этем кĕлеткине те палăртать вăл. Çăлавçăсем шывра вăтамран 1 сехет пек ирттерме пултараççĕ. Тĕрĕссипе, ку профессире пурте ĕçлеймеççĕ. Водолазăн сывлăхĕ лайăх пулни кăна мар, унăн нерв тытăмĕпе психики те çирĕп пулни пĕлтерĕшлĕ. Хăш-пĕр çамрăк çăлавçă ĕçлеме килсен этем кĕлеткине курсан хăраса ӳкет те ĕçре нумай тытăнса тăмасть, тухса каять. Çакăн пек тĕслĕхсем те пур. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Хатĕр пул!» — «Яланах хатĕр!»

«Хатĕр пул!» Çак юрă сăмахĕсене Совет Союзĕнче кашни ача пĕлнĕ. Ахăртнех, вĕсен хушшинче «пионер» ята илтме ĕмĕтленменни пулман та. 1922 çулта комсомолăн çĕршыври иккĕмĕш конференцийĕ пионер отрячĕсене йĕркелеме йышăннă. Çакна мала кăларсах Совет Союзĕнче çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пионерсен кунне уявланă. Пионер — чи шанчăклă юлташ, аслисене хисеплет, кĕçĕннисене кӳрентермест, кирек епле ĕçе те тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать, пур ачашăн та тĕслĕх. «Çамрăксен хаçатне» вулакансен йышĕнче те хăй вăхăтĕнче пионера кĕнисем нумай.

Наталья Головина: «Эпир, 1978 çулта çуралнисем, пионера кĕрсе ĕлкĕртĕмĕр, комсомол пирĕн вăхăтра пĕтрĕ вара. Ун чухне пирĕн тăрăхра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăк уçнăччĕ. Çавăнпа та пионера палăк умĕнче илетчĕç. Хальхи пек астăватăп. Ака уйăхĕн 22-мĕшĕ. Ленин çуралнă кун. Эпир стройпа тăрса класĕпех палăк умне пуçтарăнтăмăр. Пиртен аслăрах класра вĕренекен ачасем пире алă çупса саламласа кĕтсе илчĕç. Аслисем калаçнă хыççăн пире галстуксем çыхса ячĕç. Мана хамăр тăвансен хĕрĕ çыхса янăччĕ. Унтан хорпа тупа сăмахĕсене каланăччĕ. Эпĕ çав сăмахсене паян та астăватăп. Шкула таврăнсан пире тĕрлĕ тĕслĕ хутсенчен чечексем ăсталаттарнăччĕ тата хăмпăсем туяннăччĕ. «Кусемпе палăк умне тепре кайма тивет-ха», — тенĕччĕ учитель. Чăнах та, нумай та вăхăт иртмерĕ, Çĕнтерӳ кунĕ каллех пире палăк патне илсе кайрĕç. Кунта вăрçă ветеранĕсем те пухăннăччĕ. Палăк умĕнче манăн кукаçи те тăратчĕ. Ăна алă сулса саламлани куç умĕнче. Кайран эпĕ темиçе хут та палăк патĕнче пулнă-ха, анчах малтанхи асăмран тухмасть. Çапах та эпир хĕрлĕ галстука пĕр улттăмĕш класчен çыхса çӳрерĕмĕр пулĕ. Кайран пионер организацийĕ пĕтрĕ. Пĕрре те пăсăклă организаци пулман вĕт-ха вăл. Çĕршыва салатнă май пурте пĕтсе пычĕç. Пĕтерме çăмăл, çĕннине тума йывăр тесе ахальтен каламаççĕ çав».

Антонина Сабаева: «Шăмăршă районĕнчи Карапай-Шăмăршă шкулĕнче 1966-1976 çулсенче вĕреннĕ. Пионер вăхăтне вăл акă епле аса илет: «Эпĕ пионера епле кĕнине астумастăп. Анчах çав вăхăт асра юлнă. Пионера 3-4-мĕш классенче илетчĕç. 7-8-мĕш класчен вĕсен ретĕнче çӳремеллеччĕ. Мăйра хĕрлĕ галстук ялкăшни мĕнле илемлĕччĕ. Мĕн кăна туман-ши эпир пионер вăхăтĕнче? Тимур командисем те йĕркеленĕ, кивĕ хут та, тимĕр-тăмăр та пуçтарнă. Тата лаша кӳлсе паратчĕç те — килĕрен чăх каяшĕ пуçтарса çӳреттĕмĕр. Вăл ун чухне çав тери чаплă им-çам шутланнă. Арçын ачасем лаша çавăтса пыратчĕç. Эпир, хĕрсем, килĕрен витрепе пуçтарса пыраттăмăр. Кивĕ хут пухни те асрах. Мала тухас тесе кам патне кăна çитмен. Пĕр çулхине тимĕр-тăмăр пуçтарса эпир мала тухнăччĕ. Пире машина борчĕ çине саксем лартса Чĕмпĕр хулине илсе кайнăччĕ. Унта Ульяновсен мемориалне кĕрсе курнăччĕ. Ара, эпир Ленин ачисем- çке. Çапах та ачалăх кунĕсем питĕ кăсăклă иртнĕ. Çапла ушкăнсем пулни пĕрлĕхре тытма та пулăшнă. Ырăпа кăна аса илетĕп вĕсене».

Светлана Кулакова: «Эпĕ хамăн пурнăçăн 43 çулне Патăрьел тăрăхĕнчи Ыхра Çырми шкулĕпе çыхăнтарнă. 10 çул /1978-1988 çулсем/ çакăнта вĕреннĕ, 33-шне кунта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентетĕп. Малтан шкула килсенех ачасене октябреноксен йышне илетчĕç. 3-4-мĕш классенче пионерсен ретне кĕнĕ, унтан комсомолецсем пулса тăнă. Çак пур ушкăнта та пулса курнă эпĕ. Ытларах пионер ретĕнчи вăхăтсем асра тăрса юлнă. Кашни класс пĕр отряд йĕркелетчĕ. Ăна ертсе пыма председатель суйлатчĕç. Эпĕ пионер отрячĕн председателĕнчен пуçланă та каярах, комсомола кĕрсен, комсоргпа вĕçленĕ. Кашни отряд пуçтарăнса дружинăна пĕрлешетчĕ. Дружина канашĕн председателĕ те пулса курнă. Мĕн кăна тутарман-ши пире? Эпĕ Тимур отрячĕпе ялти кинемее епле пулăшма кайнине халĕ те ачасене каласа кăтартатăп-ха. Ăна çуллахи вăхăтра та пулăшма çӳреттĕмĕр. Малтан пире вăрттăн ĕçлеме хушатчĕç. /Ара, Гайдарăн Тимур команди çапла тунă-çке./ Юр та хырнă, вутă та çурнă эпир, çуллахи вăхăтра арçын ачасем картиш шăлатчĕç, хĕрачасем урай çуса параттăмăр. Урайне сăрламанччĕ, çавăнпа хырса çума тиветчĕ. Кинемей сиснĕ чухне ĕç пĕтерсен пире хăй çумне лартатчĕ те юмах каласа паратчĕ. Çăвара шыв сыпнă пек итлеттĕмĕр вара. Пионерсем хĕрлĕ галстук çыхса çӳретчĕç. Çыхнипе-çыхманнине тĕрĕслесех тăратчĕç тата. Ашкăнчăкрах арçын ачасем те тĕрĕсленĕ вăхăтра кĕсйисенчен лӳчĕркенсе пĕтнĕ галстукĕсене кăларса çыхатчĕç».

Маргарита Волкова: «Эпĕ шкултан 46 çул каялла вĕренсе тухнă. Çапах та çав çулсем яланах асра. Хамăр ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан 4-мĕш класа кӳршĕ яла çӳреме тытăнтăмăр. Эпир пионера кĕрсех каçнă унта. Эпĕ яланах дружина канашĕн членĕ пулнă. Мĕн кăна тутармастчĕç- ши пире? Тата кашни ĕçрех мала тухма тăрăшнă. Пĕр çулхине тăрăшсах кивĕ хут пуçтартăмăр. Мала тухмалла вĕт. Ял хушшинче пирĕн пек хут пуçтаракан ачасем тата мĕн чухлĕ! Пĕрин амăшĕ сысна ферминче ĕçлетчĕ. Унта сыснасене çитерме шăн пулă илсе килнĕ иккен. Пуллине картон хутпа чĕркенĕ. Ăна вара фермăра çунтарса кăна яраççĕ имĕш. Витесем ялтан аяккарах вырнаçнăччĕ. Ферма ĕçченĕсем кăнтăрлана килнĕ вăхăтра çунашкасем илтĕмĕр те çав хутсене илме /вăрлама/ кайрăмăр. Çунашкасем çумне чĕркесе çыхнăччĕ çеç тахăшĕ: «Хуçисем килеççĕ!» — тесе кăшкăрса ячĕ. Эпир кĕрт урлă, сăрт тăрăх, пăр çийĕн çак хута шкула çитерсе патăмăр. Хамăр чăм тара ӳкнĕччĕ. Çавăн чухне мала тухнăччĕ. Уншăн мĕнле савăнман-ши? Тата 5-7-мĕш классенче вĕреннĕ чухне пире пĕчĕккисем патне вожатăй пулма яратчĕç. Вĕсене темĕнле те выляттараттăмăр. Хăш-пĕр чухне хамăра учительсем вырăнĕнче туйса уроксем тутараттăмăр. Ӳссе çитсен пирĕн хушăмăртан учитель профессине суйласа илнисем те пулчĕç». <...>

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.