Çамрăксен хаçачĕ 19 (6570) № 29.05.2025
Велоспорт мар пулсан — ИТ-сфера
ШУПАШКАРТА ÇУРАЛСА ӲСНĔ ЕВГЕНИЙ ЕВГРАФОВ ЧУН КИЛЕНĔÇНЕ СПОРТРА ТУПНĂ. ВĂЛ — ПРОФЕССИОНАЛ СПОРТСМЕН, ВЕЛОСПОРТ ТАТА ТРИАТЛОН ЕНĔПЕ СПОРТ МАСТЕРĔ. ĂСТАЛĂХĔПЕ ЕВГЕНИЙ СПОРТ КАРЬЕРИН ÇӲЛТИ КАРТЛАШКИСЕМ ÇИНЕХ ХĂПАРНĂ.
Пултаруллă спортсмен пирĕн журналиста мĕншĕн спортăн çак тĕсне суйласа илнине тата мĕнле ăмăрту уншăн асра юлнине каласа пачĕ.
Пĕрремĕш велосипед — 3 кустăрмаллă
— Евгений, кала-ха: эсĕ велосипед спорчĕпе мĕнле кăсăкланса кайнă?
— Хама астунăранпа, тăватă çултанпа эпĕ велосипедпа ярăнатăп. Çак транспорт çинче хама ирĕклĕ туятăп. Чи пĕрремĕш велосипед — виçĕ кустăрмаллăччĕ. Ăна мана аттепе анне туянса панă. Унтан икĕ кустăрмалли çине куçнă. Шкулта чухне эпĕ самбăна, дзюдона çӳренĕ. Ту çинчи йĕлтĕрпе чупма вĕреннĕ. Анчах мана ытларах велосипедпа ярăнма килĕшетчĕ. Çавăнпа спорт шкулне вĕренме кĕрсен эпĕ хам ирĕкпе çак енпе ушкăна çырăнтăм. Тепĕр çулне юниорсен хушшинче Раççей первенствин бронза призерĕ пулса тăтăм. Професси спортне 2015 çулта килтĕм. Малтанах велосипедпа ярăнма юратакансен ăмăртăвĕсене хушăнтăм. Манăн ку енпе çитĕнӳсем пулса пычĕç. Пĕрре аттепе пĕрле профессионалсен ăмăртăвне курма кайрăмăр. Унта Вячеслав Романов тренерпа паллашрăмăр. Вăл мана хăйĕн патне ушкăна йышăнчĕ, ăмăртусене хатĕрлерĕ. Çавăн пекех эпĕ хĕллехи триатлон (спортăн ку тĕсĕ хăвăрт чупассине, хĕллехи велосипедпа ярăнассине тата йĕлтĕр ăмăртăвне пĕрлештерет), дуатлон енĕсемпе ăмăртусене хутшăнатăп. Уйра, вăрманта хам тĕллĕн тренировкăсем ирттеретĕп, шоссе çулпа ярăнатăп. 4 çул каялла эпĕ Алексей Семенов тренер патне çӳреме тытăнтăм.
— Çемье пирки каласа кăтарт-ха. Вĕсем те спортпа туслă-и?
— Атте Юрий Викторович - предприниматель. Хăй вăхăтĕнче вăл бокспа кăсăкланнă. Анне Людмила Николаевна аттепе пĕрле пĕр ĕçре вăй хурать. Манăн тата аппа пур. Вăл фитнес-тренерта ĕçлет. Çывăх çынсем мана яланах хавхалантарса тăраççĕ.
— Ăçта пĕлӳ илтĕн?
— Шупашкарти 60-мĕш шкулта тăхăр класс вĕренсен тĕп хулари В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен 7-мĕш спорт шкулне кĕтĕм. Малалла спортра хамăн ăсталăха туптарăм. Ун хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн управлени тата социаллă технологисен факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Манăн специальноçпа ăçта продукци тĕрĕслевне ирттермелле, çавăнта — фабрикăсенче, заводсенче — ĕçлемелле. Тен, пурăна-киле илнĕ пĕлӳ мана кирлĕ те пулĕ. Хальлĕхе хама спортра çеç куратăп.
— 2023 çулта эсĕ Раççей чемпионатĕнче çĕнтернине пĕлетĕп. Дистанцие парăнтарма йывăр пулчĕ-и?
— Раççей шайĕнчи ăмăртура çĕнтерме пултарнăшăн, паллах, савăнтăм. Унта хутшăнас тесе эпĕ çулталăк маларах хатĕрленме пуçларăм. Спортра çиелтен ĕçленипе çитĕнӳ тăваймастăн. Тĕплĕн хатĕрленни мана çак ăмăртура çĕнтерме пулăшрĕ тесе шухăшлатăп.
— Паянхи куна спортра мĕнле çитĕнӳсем тунă-ха эсĕ?
— Эпĕ велоспорт енĕпе Раççейĕн темиçе хут чемпионĕ, кросс-дуатлон енĕпе Раççей чемпионĕ, хĕллехи триатлон енĕпе Раççей чемпионачĕн призерĕ, Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусен çĕнтерӳçипе призерĕ.
— Хăш ăмăрту ытларах асра юлчĕ?
— 2021 çулта Италире иртнĕ тĕнче чемпионачĕ. Шайĕ питĕ çӳллĕ. Унта тĕнчери чи вăйлă спортсменсемпе пĕр тан ăмăртрăм. Вăл шăрăх çанталăкра 6 сехет 110 км тăршшĕ марафона парăнтарнипе асра юлчĕ. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, эпĕ Раççейри спортсменсен хушшинче — пĕрремĕш, пĕтĕмĕшле зачетра 42-мĕш пултăм. — Тĕрлĕ çĕршывра та пулса куратăн… — Италире, Канадăра, Китайра тата Европăри хăш-пĕр çĕршывра пулса куртăм. Халĕ, шел те, чарусене пула ытлах инçе кайса çӳрейместпĕр.
— Ăмăртусене мĕнле хатĕрленетĕн?
— Режима пăхăнатăп, тĕрĕс апатланма тăрăшатăп. Ятарлă тренировкăсем ирттеретĕп, чупатăп. Ăмăрту умĕн трассăна тĕрĕслетĕп, кăткăс вырăнсене тишкеретĕп. Тренажер залĕнче ӳт-пĕве пиçĕхтеретĕп. Олимпиадăна хутшăнма ĕмĕтленет — Спортăн çак тĕсĕнчех эсĕ тĕрлĕ дисциплинăра хăвна тĕрĕслетĕн. Анчах хăшне ытларах килĕштеретĕн?
— Мана Cross-country дисциплинăна хутшăнма килĕшет. Унта тĕрлĕ чăрмава парăнтармалла. Çавăнпа кăмăллатăп та эпĕ кун йышши трассăсене. Апла пулин те ытти дисциплинăна та хутшăнма тăрăшатăп.
— Трасса çинче мыскараллă самантсем пулман-и?
— Ăмăрту вăхăтĕнче çилсĕр, тӳлек çанталăк тăнă хыççăн шăпăртатса çумăр çума тытăннăччĕ. Кун пек чухне урапасене пылчăк çыпăçать, çавăрма йывăр. Е вăрăм дистанцисенче камăн та пулин велосипед çĕмĕрĕлет. Кун пек чухне хутшăнакансем пĕр-пĕрне пăрахса хăвармаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Спортсменсен пур пăтăрмаха та хатĕр пулмалла.
— Спортри чи ăнăçлă çулталăк саншăн хăçан пулчĕ?
— 2023 çула палăртма пултаратăп. Ку вăхăтра эпĕ пур ăмăртăва та тенĕ пек выляса илтĕм. Cross-country дисциплинăра Раççей чемпионĕ пулса тăтăм. Ăмăрту Челябинск облаçĕнчи Миасс хулинче иртрĕ.
— Спортсмен ăмăрту валли кирлĕ хатĕрсене хăех туянать-и?
— Хăш-пĕр кирлĕ япалана хамах туянатăп. Велосипед, шлем, тум, пушмак спорт шкулĕнчен параççĕ. Халĕ манăн ту çине хăпармалли çĕнĕ йышши 2 велосипед, çавăн пекех шоссе çулпа ярăнмалли пур. Çĕмĕрĕлсен хам тĕллĕнех вĕсене юсатăп, хăш чухне сервиса паратăп.
— Спортра çитĕнӳсем тума сана мĕн хавхалантарса тăрать?
— Хама килĕшекен вырăнта аталанма пултарни мана малалла талпăнма вăй парса тăрать. Пысăк çитĕнӳсем тума хавхалантарать.
— Хальхи вăхăтра мĕнле ăмăртăва хатĕрленетĕн?
— Иртнĕ кану кунĕсенче велоспорт енĕпе федерацин Атăлçи округĕн ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта эпĕ 18 çултан аслăрах арçынсен хушшинче пĕрремĕш пултăм. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Хĕсмет пурнăçа вĕрентнĕ
Шупашкар округĕнчи Тутаркасси ялĕнче çуралнă Алексей Ильинăн биографийĕ ытти çынсенчен нимĕнпе те улшăнса тăмасть тейĕн. Çемьере вĕсем иккĕн çитĕннĕ: вăл тата пиччĕшĕ. Ĕçе пĕчĕкренех хăнăхнă. Ялти шкулти 11 класс хыççăн Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи 28-мĕш училищĕре водителе вĕреннĕ. Пĕр вăхăт совхозра трактористра ĕçленĕ, унтан пахча çимĕç консервисен заводĕнче вăй хунă.
Кукашшĕ арçын ĕçне вĕрентнĕ
Ачалăхĕ вара унăн кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче иртнĕ. Кукашшĕ мăнукне пĕчĕклех арçын ĕçне вĕрентнĕ. «Вăл ылтăн алăллă пулнă. Тем те тума пĕлнĕ», — пĕлтерчĕ Алексей. Салтака кайма 2002 çулта ят тухсан Алексей Çурçĕр Кавказа чикĕсене сыхлакан çара лекнĕ. Службăра 2 çул иртнĕ. Çав çул чикĕ хуралĕн çарне Чăваш Енрен 24 çын кайнă. Вăл Тутаркассинчен пĕччен пулнă. Краснодар крайĕнче 6 уйăх çамрăк боецсен курсне тухнă хыççăн салтаксене чаçсем тăрăх уйăрса янă. Алексей Ставрополе лекнĕ.
— Пичче манран 7 çул аслă пулнă. Вăл аннене пăхрĕ, эпĕ салтака кайрăм. Анне инвалид пулнăран пĕрин килте юлмаллаччĕ. Эпĕ хамăн гражданла тивĕçе пурнăçлас тенĕ. Салтака каяссинчен хăраса тăман. Пирĕн вăхăтра хĕсметре пулман арçынна хисеплемен. Салтак тумне пур арçыннăн та тăхăнмалла тесе шухăшлатăп. Унта кайса килсен эпĕ пурнăç çине урăхларах пăхма пуçларăм. Малтан çамрăк чухне ним шухăшсăр çӳренĕ, салтака кайса килсен тăн кĕчĕ тесен те йăнăш пулмасть. Унта пурнăçа вĕрентеççĕ, — пуçларĕ калаçăва сержант. «Вăрçă пуçлансан чикĕ сыхлакансем çапăçăва пĕрремĕш йышăнаççĕ», — кукашшĕ Владимир Ильич ача чухне каланине мăнукĕ паянхи кун та лайăх астăвать. Служба çулĕсем Алексейăн шăпах Çурçĕр Кавказра пулса иртнĕ терактпа тӳр килнĕ. Астăватăр пулĕ: Беслан хулинче пĕр шкулта 2004 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчи линейкăра террористсем ачасене, вĕрентекенсене тата ытти хăнана заложника илнĕ. Алексей Ильин, ун чухне взвод командирĕ, чаçри юлташĕсемпе пĕрле унта тухса кайнă. — Эпир 50 çухрăм çитеймерĕмĕр, пирĕнтен малтан ОМОН шкула пырса кĕнĕ. Пире каялла чакма каларĕç. Пĕр арçын ачан кĕлеткен 65 проценчĕ пиçсе кайнине, пулăшу кирлине пĕлтерчĕç. Чаçре служба ирттерекенсенчен нихăшĕн те çав ачан юн ушкăнĕпе пĕр килмерĕ. Апла пулин те юн ушкăнне улăштарма май пуррине пĕлтерчĕç. Пирĕн пĕр тумлам та пулин çав арçын ачана пулăшма май пултарасса шанса пурте юн патăмăр. Анчах, шел те, çăлса хăвараймарăмăр. Ставропольтен эпир урăх тухман, çавăнтах пулнă. Пирĕн чаçре пушатса тиемелли база ĕçленĕ, çар техники, хĕç-пăшал, çунтармалли-сĕрмелли материалсем упраннă. Вĕсемпе Çурçĕр Кавказа эпир тивĕçтерсе тăнă, — аса илчĕ сержант. Салтакра чухнех Алексей «3-мĕш класлă водитель» квалификацине илнĕ. Пограничниксен форумĕсене, парадсене, ăмăртусене хутшăннăшăн сержант тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. «От Ямалы до Москвы» орден, «Ветерансен юхăмне пулăшнăшăн» медаль те пур унăн. Тутаркасси шкулĕнче вĕреннĕ чухнех Алексей Ильин спортпа туслашнă, уйрăмах ăна çăмăл атлетика илĕртнĕ. Урамра выляса, ĕçпе пиçĕхсе сывлăхлă ӳснĕ. Самбăпа та, ирĕклĕ кĕрешӳпе те кăсăкланнă. Шкулти ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăннă. Çăмăл атлетика енĕпе вăл район тата республика шайĕсенче чемпион та пулнă. — Пĕррехинче пĕр ăмăртура мана Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен 3-мĕш шкулĕн тренерĕ Николай Казаков асăрхарĕ. Эпĕ ун чухне финиша чи пĕрремĕш чупса çитнĕччĕ. Николай Петрович мана хăйĕн патне çӳреме чĕнчĕ, эпĕ килĕшрĕм. Спортра малалла çитĕнӳсем туса пытăм. Вырăс лапти енĕпе республика чемпионатĕнче те çĕнтернĕ. Медальсем халĕ те çакăнса тăраççĕ. Алексей çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ. Шкул пĕтериччен вăл малтанах Виталий Михайлов тренер патĕнче ăсталăха туптанă. — Манпа пĕрле çăмăл атлетикăна çӳрекенскер шкул хыççăн ШĔМ тытăмĕнче ĕçлерĕ. Эпĕ салтака кайрăм. Вăл спорт мастерĕн ятне илчĕ, эпĕ вара тивĕçеймерĕм, — малалла калаçрĕ Алексей Николаевич. Салтак тумне хывсан… Салтакран килсессĕн Алексей Мускава стройкăна ĕçлеме тухса кайнă. Унта 12 çул вăй хунă. — 2016 çулта анне сарăмсăр пурнăçран уйрăлчĕ. Ун хыççăнах пичче çĕре кĕчĕ. Халĕ кукамай кăна пурăнать. Вăл 87 çул тултарчĕ. Унăн куккăшĕсем тăваттăшĕ те вăрçăра пулнă, анчах та нихăшĕ те киле таврăнайман, — терĕ Алексей. Халĕ Тутаркассинче пĕртăван Ештаковсен ячĕпе урам хисепленет. — Мускава кайиччен юлташ Саша Кузнецов мана ФСБра /вăл унта вăй хунă/ ĕçлеме сĕнчĕ. Салтакра эпĕ 2 çул отпускра пулман, манăн тăван тăрăхра ытларах канас килчĕ, çавăнпа килĕшмерĕм. Каярах куншăн хама ятларăм. Юлнă пулсан халĕ офицер пулăттăм, — малалла калаçрĕ арçын. Алексей «Пограничное братство» организацин Шупашкар районĕнчи уйрăмĕнче тăрать. 2018 çулта Тутаркассинче чикĕ хуралĕнче служба ирттернĕ ентешсем укçа пуçтарса Пограничниксен юпине уçнă. Нумай пулмасть Кӳкеçре те лартнă. Сăмах май, Тутаркассинче чикĕ çарĕнче 50 ытла çын служба ирттернĕ. — Çар тумне тăхăнсан куç умне тӳрех çалтак çулĕсем тухса тăраççĕ. Эпир кашни çулах çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Пограничниксен кунĕнче, Кӳкеçри аллейăра пухăнатпăр. Иртнине аса илетпĕр, хастаррисене чыслаççĕ. Каялла килнĕ чухне яланах çăва çине кĕрсе тухатпăр, çарти юлташсене асăнатпăр. Ун хыççăн Çавал хĕрринче канса ларатпăр. Пĕрле служба ирттернĕ юлташсемпе тĕл пулатпăр, пĕр-пĕрне шăнкăравласа тăратпăр. Кашнин пурнăçĕпе интересленетпĕр. Пĕр районта пулсан хăнана кĕрсе тухатпăр. Шупашкарта икĕ хутчен Çĕнтерӳ парадĕнче пулнă эпĕ. Кăçал Тăван çĕршыв вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине Тутаркассинче анлă паллă турăмăр. Вырăнти шкул директорĕ Владимир Мустаев ыйтнипе вĕренекенсемпе Паттăрлăх урокĕсем ирттеретĕп. Салтак çулĕсене аса илсе каласа паратăп. Тутаркасси шкулĕнче пограничниксен кадет класĕ те пур. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Эпир, Елчĕксем, чылаййăн...
Чăваш салтакĕсем те ятарлă çар операцийĕнче тăшманпа кĕрешсе пĕрин хыççăн тепри паттăрлăх кăтартаççĕ, çĕнтерĕве çывхартаççĕ. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр, вĕсене шанатпăр, кĕтетпĕр.
Елчĕк тăрăхĕнчи Тĕмер ялĕнчи Александр Воронов ятарлă çар операцине 2022 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче тулли мар мобилизаци йĕркипе хутшăннă. Маларах – авăн вĕçĕнче – алла повестка илсенех тӳрех çар комиссариатне çул тытнă вăл, унтан Ульяновск хулинче 2 уйăх ытла вĕренӳре пулнă. Таса чунлă, хăюллă каччă шкултан вĕренсе тухсан водитель, повар-кондитер профессийĕсене алла илнĕ. Çар тивĕçне Кемĕр облаçĕнче пурнăçланă вăл. Тăван тăрăха таврăнсан пĕлĕвне малалла ӳстерме ăнтăлнă – Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренсе продукци технологийĕпе общество апатланăвĕн йĕркелĕвĕ енĕпе бакалавр квалификацине тивĕçнĕ. Каярах «Професиллĕ вĕрентӳ центрĕ» пĕрлешӳре вĕренсе хурçă тата тимĕр-бетон конструкцийĕн монтажникĕн профессине алла илнĕ. 2 çула яхăн хăйĕн профессийĕпе ĕçленĕ – çар обћекчĕсене тăвас ĕçе хутшăннă. Александр 1997 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче кун çути курнă. Ашшĕамăшĕ – Тĕмер ялĕнчи Павел Николаевичпа Ангелина Анатольевна – харсăр та ĕçчен çынсем. Тăватă ывăла кун çути парнеленĕ мăшăр: Николай, Александр, Антон, Роман. Çемье йышлă выльăх-чĕрлĕх тытать, вăкăрĕ те пур, сăвакан ĕне те сахал мар. Аслисем кĕçĕннисене мĕн ачаран ĕçе хăнăхтарса ӳстернĕ. СВОна хутшăнсан чи малтанхи кунах салтаксене Запорожье облаçне янă. Виçĕ кунран вĕсене тĕрлĕ вырăна илсе çитернĕ. Неонацистсемпе куçа-куçăн тĕл пулнă май каччă вăрçă хăрушлăхне çирĕп туйса илнĕ. Тĕрлĕ яла тăшманран хӳтĕленĕ хыççăн вĕсене Днепр шывĕ хĕрринче вырнаçнă лаптăксене хӳтĕлеме шаннă. – Украина салтакĕсем кашни кун тенĕ пекех юхан шыв урлă пирĕн енне каçма ăнтăлнине шута илсе Раççей салтакĕсен питĕ тимлĕ пулма тивет, — пĕлтерет Александр. Хальхи вăхăтра салтаксем пĕрер эрне черетленсе малти ретре пулаççĕ. Лару-тăру çăмăл марри паллă, темиçе хут та контузи илнĕ Саша. Гуманитари пулăшăвĕпе ентешсем вĕсем патĕнче час-час пулнине хыпарлать каччă. — Хамăр ял халăхне, уйрăмах пулăшупа час-часах хĕрӳ тăрăхра пулакан Николай Муллина тата унăн командине, Елчĕк тăрăхĕн мĕн пур халăхне тĕрлĕ енлĕ пулăшушăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Эпир кунта, Елчĕксем, чылаййăн: Патреккел ялĕнчен Аркадий Герасимов, Çирĕклĕ Шăхальтен Роман Левый, Аслă Елчĕкрен – Алексей Тябуков... Çав шутра вĕренекенсене тата шкул коллективĕсене, культура ĕçченĕсене пысăк тав. Вĕсем хатĕрлесе паракан окоп çуртисемпе çĕр пӳрте çутатма кăна мар, алă-урана ăшăтма та усă куратпăр. Ачасен çырăвĕсем вара чуна ăшăтаççĕ, вĕсене эпир çумра упратпăр, — тет Александр. Çакна та палăртса хăвармалла: Александрăн камран ырă тĕслĕх илмелли пулнă. Унăн аслашшĕ Николай Егорович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Ача ăна курман пулсан та унăн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса ӳснĕ. 1923 çулта çуралнă Николай Егорович салтак ретне 1943 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче тăнă – танксене хирĕç кĕрешекен Хĕрлĕ Ялавлă, Катевицки ячĕллĕ 322-мĕш артиллери полкĕн 2-мĕш батарейин аслă шоферĕ пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче икĕ хутчен — 1944 çулхи пушăн 14-мĕшĕнче йывăр, 1945 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче çăмăл аманнă. Иккĕшĕнче те сывалса çитнĕ хыççăн хăйĕн чаçне таврăннă, артиллери полкĕн батарейине тăшман тупăсенчен персе тăнă, самолетсенчен бомба пăрахнă самантсене пăхмасăр хĕç-пăшал, тупă турттарнă салтак. Николай Воронов гварди сержантне «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Тăван яла таврăннă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухичченех тӳрĕ кăмăлпа колхозра шоферта ĕçленĕ вăл. Тепĕр тăванĕ – Александрăн ашшĕн тетĕшĕ Петр Николаевич — Афган вăрçин ветеранĕ. <...>
Елена ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак»
— Кăçалхи Çĕнтерӳпе патриотлăх çулĕ мана ытла та çывăх. Атте Иван Александрович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, йывăр аманса киле çĕнтерӳпе таврăннă. Эпĕ те вăрçă ачи çеç мар, тыл ĕçченĕ те шутланатăп. Çавăнпа ку манăн çул та тесе шухăшлатăп, — тет Патăрьел округĕнчи Пăлакасси ялĕнче пурăнакан Арсентий Хитров.
Вăрçă пур алăкран та шакканă Арсентий Иванович 1933 çулта Иванпа Маюк Хитровсен çемйинче çуралнă. Улттăн пĕртăван ӳснĕ вĕсем. Вăрçă пуçланнă çул, кĕркунне çуралнă пирки, шкула каяйман. Ашшĕне вăрçăн малтанхи кунĕсенчех илсе кайнă. Çапах та пирвайхи çулах йывăр пулнине астумасть Арсентий Иванович. — Пĕр хĕл каçнă хыççăн пурнăç йывăрланчĕ. Мĕн пур пеккине фронта ăсататчĕç. Эпир витамин çисе ӳснĕ /кулать/. Хур хуххи, хур туни, кашличи, хир паранки, çĕр улмипе чĕкĕнтĕр çулçи. Çăкăр çинине астумастăп. Анне юсман пĕçерсе паркалатчĕ. Çĕр улми кăларнă хыççăн уйра выртса юлнă çĕрĕккисене пухма çӳренĕ. Аслă аппа, 1924 çулта çуралнăскер, мăн çынсемпе пĕр тан ĕçлетчĕ. Пире вара шăллăмпа иксĕмĕре апат хатĕрлеме хушса хăваратчĕç. Мĕн пĕçернĕ ĕнтĕ? Яшка. Анне мĕн-мĕн ямаллине вĕрентсе хăваратчĕ. Пиçнĕ хыççăн малтан хамăра çиме хушатчĕ. Яшка пĕçерме курăк пуçтараттăмăр. Кăнтăрла вара анне патне хире тырă вырнă çĕре леçме каяттăмăр. Пĕрре çапла апат пĕçертĕмĕр. Леçме кайиччен хамăр çисе пăхар-ха терĕмĕр. Яшкана сыпатăп та – темĕн çитмест. Мĕн ямаллисене пурне те ятăмăр-çке тетĕп шăллăма. Вăл та тутлă марри çине ярать. Кайран пуçа пырса çапрĕ. Аре, эпир яшкана тăвар яман-çке! Хушрăмăр та ăна, яшка ытармалла мар тутлă пулса кайрĕ. Çапла савăнса анне патне çитрĕмĕр вара. Анне апат çинĕ хушăра ăна пăртак та пулин тырă вырса пулăшса хăварма тăрăшаттăмăр. Пĕр вăхăт нимĕçсем килеççĕ тесе яла кĕнĕ вырăнта та, урам хушшинче те окопсем чаврĕç. Çав вырăнсем халĕ те пур-ха. Вăрçă вăхăтĕнче тата эвакуациленисем яла килме пуçларĕç. Пирĕнпе кӳршĕллех пĕр вырăс çемйине вырнаçтарчĕç. Матуш теттĕмĕр вĕсене. Пĕр пушă çурт пурччĕ те, вĕсене çавăнта ячĕç. Вĕсен ачисем пирĕн пата выляма та килетчĕç. Аслисем аннесемпе пĕр танах ĕçлетчĕç. Йывăр пулсан та шкула вĕренме кайнă, пăрахман. Малтан ялти пуçламăш шкулта, унтан Çĕнĕ Ахпӳртри 7 класлă шкулта вĕрентĕм. 8-10-мĕш классене Патăрьел вăтам шкулĕнче пĕтертĕм. Аван ĕлкĕрсе пынăран мана вĕрентме тăрăшнă. Тĕрĕссипе, пирĕн çемьере пур ача та лайăх вĕреннĕ. Çавăнпа аттепе анне пире пĕлӳ пама тăрăшнă. 1943 çулта атте йывăр аманса таврăнчĕ. Пĕр пĕççи çукпа пĕрехчĕ. Хăй епле аманнине йĕре-йĕре каласа паратчĕ. «Питĕ вăйлă çапăçусем пычĕç. Тăшманпа пĕр-пĕрне питĕ çывăх куратпăр. Хам шухăшлатăп: кунтан хăтăласси пулмасть. Май килнĕ таран тăшмана нумайрах тĕп тумалла. Çапла мĕн пур хĕç- пăшалтан пĕр-пĕрне перетпĕр. Манăн пăшал хĕрсе кайрĕ. Тытма та май çук. Кăштах сивĕнтĕр тесе ума хуратăп та пĕшкĕнсе выртатăп. Темле туйăм мана ку вырăнтан куçма хистет. Пурпĕрех вырăнтан та хускалмастăпха. Татах чунра лăпкă мар, такам куçса, сиксе вырт тенĕн туйăнать. Хама ирĕксĕрлесех тепĕр çĕре куçса выртрăм. Нумай та вăхăт иртмерĕ — эпĕ выртнă вырăна снаряд килсе ӳкрĕ. Ман вырăнтан нимĕн те юлмарĕ. Пĕççе снаряд ванчăкĕ килсе çапрĕ. Вăл пĕр енчен кĕрсе тепĕр енчен шăтарса тухрĕ. Çĕнĕ Ахпӳрт ачипе пĕрле çапăçаттăмăр. Ăна кăшкăрса чĕнтĕм. Вăл шуса килсе мана, аманнăскере, медсанчаçе илсе çитернĕ. Çапла чĕрĕ юлтăм. Тавах Хурамаева, вăл пулăшман пулсан юн кайнипех вилсе выртаттăм», — каласа паратчĕ атте. Пысăк парне Атте йывăр аманса таврăннă пулсан та ĕçрен пĕрре те юлмастчĕ. Чаплă платникчĕ вăл. Тата çав тери чаплă купăс калатчĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн йăхра пурте купăс калаççĕ. Хĕрĕсем те янраттарнă. Атте тальянка та калатчĕ. Çуллахи вăхăтра ярмăрккăсенче каруççеле купăс каласа çавăрттаратчĕç. Пирĕн атте унта та купăс каланă. Хăнана кайсан ĕçкĕ-çикĕ илемне тăваканни аттеччĕ. Асатте те чаплă вăйăçă пулнă тет. Эпир хамăр та атте вĕрентмесĕрех нăйлаттара-нăйлаттарах купăс калама вĕреннĕ. Астăватăпха: ача нумаййипе пурте урайĕнче çывăраттăмăр. Вăранса кайрăм та — сак çинче купăс ларать. Анне кăмака умĕнче кăштăртатать. Аннерен мĕн ку тесе ыйтрăм та: «Тетӳ хут купăс илсе килнĕ. Сирĕн валли», — тет. Эх, савăннипе урайĕнчен сиксе тăтăм та хут купăса ярса тытрăм. Пĕчĕккĕн кĕвĕ шăранса тухма пуçларĕ. Çавăнтан купăса алăран яман. Нумай çул пурăнакан йăх Ача чухне пирĕн çемье шар курнăччĕ. Тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрăмăр. Пушар тухрĕ те мана сăпка йăттарса кӳрше каçарса ячĕç, аслисем пушар сӳнтереççĕ. Паянхи кун та асрах: хам сăпка сиктеретĕп, чӳречерен пăхса çурт епле çунса кайнине курса йĕретĕп. Çĕнĕ çурт-йĕре аттесем урăх урамра хăпартрĕç. Малтан аттепе тетесем Шăмăршă вăрманĕнчен йывăç касса кăларма кайрĕç. Мана та пĕрле илчĕç. Касса тирпейлерĕмĕр, тетесемпе транспорт шырама килтĕмĕр, аттене каснă йывăçсене сыхлама хăвартăмăр. Кун патне пĕр машина пырса чарăнчĕ тет. «Йывăçсене тиеме пулăшатăн-и?» — теççĕ çаксем. Атте чĕре ура тĕпне анса ларчĕ тетчĕ. Чăтайманнипе йĕрсе ярнă: «Тархасшăн ан тытăр. Тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайрăмăр. Ачасем пĕринчен тепри пĕчĕккĕ. Енчен те çак йывăçа эсир илсе кайсан пирĕн вилмелли анчах юлать», — тенĕ атте. Çакăн хыççăн пĕр сăмах та чĕнмерĕç, пăрăнчĕç те кайрĕç тет. Çапла йывăçсене тиесе килтĕмĕр, пура пураласа çĕнĕ çурта кĕтĕмĕр. Аттепе анне иккĕшĕ те чылай çул пурăнчĕç. Пĕри 81 çулта, тепри 90 çулта çĕре кĕчĕç. Эпĕ те аттепе анне пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пултăм. Çунатлă çамрăклăх 1951 çулта вăтам шкул вĕренсе пĕтертĕм. Мана малтан Çĕнĕ Ахпӳртри шкула библиотекăна ĕçе илчĕç, унтан Тури Туçа шкулне куçарчĕç. Унта икĕ çул вăй хунă хыççăн 1953 çулта совет çарне кайрăм. Воронеж облаçĕнче связист пулса виçĕ çул салтак тивĕçне пурнăçланă эпĕ. Хĕсметрен таврăнсан Патăрьелти халăх судĕнче виçĕ çул ĕçлерĕм. Ĕçĕм килĕшместчĕ. Ялан мăшăрсем уйрăлнине, алимент шыраттарнине, такама кӳрентернине пăхса тухма тиветчĕ. Мана, çамрăк çынна, ку тивĕçтерместчĕ. Çапла шăпах районти шкулта пуçламăш классене вĕрентекен кирли çинчен пĕлтерчĕç. Эпĕ пĕр шухăшласа тăмасăрах килĕшрĕм. Унта ĕçлеме тытăнсан вĕренме те яраççĕ иккен. Çапла Канашри педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Унта икĕ çул пĕлӳ илнĕ хыççăн 1962 çулта пире тӳрех Шупашкарти пединститута чăваш чĕлхипе литература факультетне куçăн мар майпа вĕренме илчĕç. Патăрьел районĕнчи Татмăш шкулне чăваш чĕлхипе литератури вĕрентме ячĕç. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене тăван чĕлхене юратма вĕрентнĕ эпĕ. Çӳпçипе хупăлчи Çулсем иртрĕç. Авланса çемьеленме те вăхăт çитнĕ. Канашри педучилищĕре вĕреннĕ чухне Тăвай районĕн хĕрне куç хывнăччĕ. Зоя тесе чĕнетчĕç. Инçе пулсан та вăхăт-вăхăт ун патне кайкаласа та çӳреттĕм. Ун чухне 1963 çулччĕ, кĕркунне. Зойăна илсе килес тесех Тăвайне çул тытрăм. Хĕр хирĕç пулмарĕ. Ун чухне машинăсем хальхи пекех çӳремеççĕ. Патăрьеле чиперех çитрĕмĕр-ха. Анчах яла килме транспорт çук. Трактор урапи çине ларса киле çитрĕмĕрех вĕт. Çавăнтанпа Зоя Александровнăпа 62 çул пĕрле пурăнатпăр. Вăл та ман пекех педагогикăра 39 çул ĕçлерĕ. 4 ача çитĕнтертĕмĕр. Виçĕ хĕр те пĕр ывăл пирĕн. Аслă хĕрача çуралнине ирех пĕлтерчĕç. Уроксене ирттерсе пĕтермесĕр ăçтан кайăн-ха? Хыççăн больницăна çил пек вĕçтертĕм. Алă лаппи пысăкăш ачана мана кăтартаççĕ. «Ачу кăтра çӳçлĕ, санран мар пуль», — тесе мана вăрçтараççĕ. Пуçри çĕлĕке хыврăм та: «Акă хам пекех», — терĕм. Эпĕ хам та кăтра çӳçлĕ пулнă. Татмăш шкулĕнчен çав тери ярасшăн марччĕ. «Çурт лартма лайăх çĕр уйăрса паратпăр, хăпартма та пулăшатпăр. Мăшăрăра та ĕçе хамăр шкулах вырнаçтаратпăр. Тăван яла таврăнсан сирĕн пурпĕрех уйрăлса тухас пулать», — тенĕччĕ колхоз председателĕ. Анчах тăван кĕтесрен пахи мĕн пур? Нимĕнле йывăрлăх та хăратмарĕ. Куççуль витĕр — юрă 1967 çулта яла таврăнтăмăр. Кивĕ Ахпӳртри сакăр çул вĕренмелли шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентме тытăнтăм. Унсăр пуçне музыкăна юратни те нихçан та сӳнмен. Ача чухнех тата нотăсене вулама та вĕреннĕччĕ, баян та калаттăм. Шкулта музыка урокĕсене те ирттереттĕм. Çавăн пекех хор та ертсе пынă. Ĕçпе юрă уявĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнни те сахал мар пулнă. Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче те музыкăпа усă курнă эпĕ. Ун пек чухне ачасем тата кăсăкланса итлетчĕç. Пĕрре çапла районти учительсен умĕнче уçă урок паратăп. Яков Ухсайăн «Атте-анне» поэмине ачасем патне çитермелле манăн. Кам вăл атте, кам вăл анне иккенне пирĕн пĕрле ăнланмалла. Темшĕн «Каçар, атте…» юрра суйласа илтĕм. Хам юрлатăп, питĕм тăрăх куççуль шăпăртатать. Манпа пĕрле итлесе ларакан учительсем те йĕреççĕ. Пыр тĕпĕнчи пысăк чăмаккана çăтса ярса урока вĕçлерĕм çапах. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Пуçра — тăшмана хăвăртрах тĕп тăвас, вилнисемшĕн тавăрас шухăш»
«Мана никам та виçĕ ача амăшĕ тесе каламасть. Те ытла та пĕчĕкрен. Анчах пĕчĕк çынра та вышкайсăр пысăк хăватлăх тапса тăма пултарать», — тет паттăр офицер мăшăрĕ, виçĕ ача амăшĕ, медицина сестри, волонтер Кристина Егорова.
Виçĕ ача амăшĕ
Кристинăна тахçанах, ачаранах паллатăп. Иртнĕ çулсенче ун урлă хӳтĕлев тетелĕсем, окоп çуртисем туса ятарлă çар операцине парса яраттăмăр. Вăл вара вĕсене тӳррĕнех малти рете çитерсе паратчĕ. Хăйне пăхсан унра çавăн чухлĕ паттăрлăх, çирĕплĕх пур тесе никам та каламасть. Ытла та черченкĕ курăнать вăл. Анчах кам унпа курса калаçать — пурте Жанна д'Аркпа танлаштараççĕ. Кристина Егорова Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Атнар ялĕнче çуралнă. Çак ялти вăтам шкулта 1-2-мĕш классенче вĕреннĕ, малалла ăна шăпа Патăрьел тăрăхĕнчи Тури Туçа ялне илсе çитернĕ. Нумай ачаллă çемьере ӳснĕ. Кристинăн тата икĕ шăллĕ пур. Анчах шăпа çырнинчен иртеймĕн теççĕ. 5-мĕш класс хыççăн вăл каллех Атнара кукашшĕпе кукамăшĕ патне таврăннă. Çак ялти шкулта 9 класс вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. 2016 çулта алла диплом илнĕ, Норильск хулинчи пĕрремĕш больницăра ĕçлеме пуçланă. Шупашкарта вĕреннĕ чухнех пулас мăшăрĕпе – Станислав Егоровпа — паллашнă. Йĕкĕт, Элĕк тăрăхĕнчи Тавăтра çуралса ӳснĕскер, ун чухне Рязань хулинчи Сывлăш десант çарĕсен училищин курсанчĕ пулнă. Пĕрремĕш хут çамрăксем каччă отпуска килсен тĕл пулнă. 2018 çулта вĕсем çемье çавăрнă. Вĕренсе пĕтерсен Станислава Псков хулинчи çĕршывĕпе чапа тухнă чаçе – Сывлăш-десант çарĕсен 76-мĕш штурмлакан десант гварди дивизине — хĕсмете янă. Çак дивизи иккĕмĕш Чечен вăрçи вăхăтĕнче 776-мĕш çӳллĕшне илнĕ чухне чапа тухнă. Ун чухне Псковри 76-мĕш десант роти тан мар çапăçура Хаттаб боевикĕсен отрядне çапса аркатнă. Ротăран 6 çын çеç юлнă пулсан та парăнман, 84-шĕ паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Вĕсенчен 22-шне Раççей Геройĕ ятне панă. Ку çапăçу çинчен кайран питĕ нумай çырнăччĕ те, фильм та ӳкернĕ. Шăп çак дивизире хĕсметре тăрать те чăваш каччи Станислав Егоров. Çакна та каласа хăвармалла, ку дивизи 1939 çултах йĕркеленнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пĕрремĕш çапăçусене шăпах Украинăри Одессăна хӳтĕленĕ çĕре хутшăннă. Паян çак дивизи ятарлă çар операцинче палăрать. Кристинăран епле вăл, виçĕ ача амăшĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма май тупни пирки ыйтсан çапла хуравларĕ: — 2016 çулта Шупашкарти медицина колледжне пĕтернĕ хыççăн эпĕ Норильск хулине лекрĕм. Тĕрĕссипе, ачаранах хам пурнăçа медицинăпа çыхăнтаратăп тесе шухăшланă. Пĕчĕк чухне мана виçĕ хутчен операци тунă. Чылай вăхăт больницăра выртма тивнĕрен сестрасен ĕçне-хĕлне эпĕ çителĕклех курнă. Тата манăн куккан арăмĕ Нина Абаськина та тухтăрччĕ. Вăл та нумай хутчен сипленме пулăшнă. Çаксене курса эпĕ пĕчĕкренех медсестра пулатăпах тесе шухăшланă. Медколледж хыççăн Норильска çул тытрăм. Унта манăн тепĕр кукка ĕçлетчĕ. Вăл хăйĕн патне чĕнчĕ те — кайрăм вара. Хулари 1-мĕш больницăна ĕçе вырнаçрăм. Медицина ĕçченĕ алла диплом иличчен Гиппократ тупине тытать. Ăçта йывăрлăх е кам йывăрлăха лекнĕ – пур çĕре те чи малтан алă тăсса памалла. Çавна эпĕ яланах асра тытса тăратăп. Стас çар училищине 2018 çулта пĕтерчĕ те – эпир вара пĕрлешрĕмĕр. Ку вăхăт тĕлне пирĕн аслă ывăл Никита çуралнăччĕ. Отпуск вăхăтне Стас Норильскра ирттеретчĕ. Училище хыççăн мăшăра çар тивĕçне пурнăçлама Пскова ячĕç. Йĕппи ăçта — çиппи те çавăнта. Эпир çемьепе унта çул тытрăмăр. 2019 çулта Виктория хĕрĕмĕр кун çути курчĕ. Псковра хваттер тара илсе пурăнаттăмăр. Стас штурмлакан десант гварди дивизин взвод командирĕччĕ. 2022 çулта Саша-Шура çуралчĕ. Вăл виçĕ уйăхра чухне мăшăра Сирие командировкăна ячĕç. Вăл вăхăтра вĕсенчен икĕ ушкăн йĕркеленĕччĕ. Пĕрисене – Сири-Араб Республикин халăхне пулăшма ячĕç. Стас çав ушкăнраччĕ. Унта вăл çулталăк ытла хĕсметре пулчĕ. Таврăнсан мăшăр икĕ эрне канчĕ те ятарлă çар операцине тухса кайрĕ. 2022 çултан пуçласа манăн канăçсăр кунсем пуçланнă та. Хама йывăр шухăшсем пусса тăратчĕç. Çӳç тăкăнма пуçларĕ, питĕ начарлантăм. Кунне 3-4 сехет çывăрнипех канăçма пултараттăм. Хăш-пĕр чухне кун шутне, вăхăта манса каяттăм. Икшер уйăх мăшăр çыхăнăва тухманни пулнă. Алăра виçĕ ача, пĕринчен тепри пĕчĕк. Юрать, çемье тĕрек парса тăратчĕ. Стас çыхăнăва тухнă самантра кăна хама çын пек туяттăм. Юрать, пирĕн патра вутлă çумăр çумасть. Вĕсем вара ялан çав çумăр айĕнче çӳреççĕ. Унран вĕсене мĕн курма тивни çинчен ыйтаттăм. «Пурте йĕркеллех. Ан пăшăрханăр. Ачасене лайăх пăх», — тесе çеç калатчĕ. Тульккăш пĕррехинче çапла каласа хучĕ: «Задачăран таврăнтăмăр. Пĕтĕм транспорт çунса кайрĕ. Аманнисене илсе тухма машина çук, алă çинче йатса тухатпăр. Ачасем ывăнса çитрĕç», — терĕ. Ун чухне вĕсем Работино патĕнче çапăçатчĕç. Ку сăмахсем маншăн чан çапнă пекех туйăнчĕç. Апла машина тупса памалла. Мĕнле? Ăçтан? Çавăн чухне çуралчĕ те салтаксене пулăшас шухăш. Малтан темиçе хут та посылка пара-пара янăччĕ. Анчах вĕсем пирĕннисем патне çитейменччĕ. Çавăнпа çак ĕçе хам тытăнас терĕм. Ăçта кăна çитмерĕм, кампа кăна калаçмарăм ун чухне. Анчах та нимпе те пулăшма пултараймарăм. Тепрехинче тепловизор ан куртăр тесе ротăри пур салтак валли те пончо /плащ пек япала/ кирлĕ пулни çинчен каларĕ. Тата машинăн саппас пайĕсене тупма питĕ кансĕр иккенне пĕлтерчĕ. Пуçланчĕ вара маншăн çаксене çитерсе парас шухăш. Пурне те тупрăм. Вĕсене илме мана ротăри салтаксем хăйсем те пулăшрĕç. Тата Стас ротинчисем хăйсемех ун чухне интернет урлă машина шыраса тупнă, укçине те куçарнă. Эпĕ вара 2024 çулта малтан тĕрлĕ япала илсе çитертĕм, унтан Хусантан икĕ машина кайса патăм. Паллах, пĕрремĕш хут СВОна волонтер пек кайнă чухне унта çитме ирĕк паракан нумай хут тутарма тиврĕ. Вĕсене мана мăшăрăн Псковри дивизийĕ пухма пулăшрĕ. Пĕрремĕш хут кайнă чухне шăпах хамăн кукка Николай Маркелов СВОра пуç хунăччĕ. Ăна пытарнă кунах хам та волонтер пек СВОна çул тытрăм. Тăшмана хăвăртрах тĕп тăвас, вилнисемшĕн тавăрас шухăш ун чухне пуçран тухман. Пĕрремĕш хут кайнă чухне Мариуполь витĕр тухмалла пулчĕ. Çавăн пек илемлĕ хуларан нимĕн те тăрса юлманнине курсан куççуль те тухрĕ. Ытла та хăрушă арканнăччĕ. Унсăр пуçне ун çывăхĕнчи ялсенчи çуртсенчен нимĕн те тăрса юлманнине курсан кунти халăха çав тери шелленĕччĕ. Малтанхи вăхăтра Украина номерĕллĕ машинăсене курсан яланах чун шикленетчĕ. Хамăр блокпостсене çитсен шиклĕх пĕтетчĕ. Хĕрарăм гуманитари пулăшăвĕ леçме кайнине, Чăвашран пулнине пĕлсен яланах ăнăçу сунатчĕç. Унтанпа 7 хут гуманитари пулăшăвĕ леçнĕ эпĕ. Паллах, пĕччен çӳреместĕп. Манпа пĕрле яланах хамăн шăллăм Максим. Тавах ăна. Малтанхи хут кайнă чухне çул çинче машинăн урапи шăтса ларчĕ. Çут тĕнчере ырă çынсем пурах. Çĕрле, тĕттĕм. Ырă çынсем ку вăхăтра ырă тĕлĕксем кураççĕ. Юрать, хула варринче чарăнса лартăмăр. Пĕр арçын пире курсан, эпир ăçта кайнине пĕлсен — пулăшрĕ. Çур çĕр варринче лавкка уçтарса пире валли саппас пайĕ туянчĕ. Машинăна юсаса çутăличчен çула тухрăмăр. Эпĕ çул çинче нихçан та çывăрса курман. Иртерех çитсе каялла хăвăртрах килмелле-çке. Килте ачасем кĕтеççĕ, — каласа парать Кристина. Нихăçан та пуçне усмасть вăл. Çак синкерлĕ самантсем Кристинăн ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе çӳрес шухăшне çирĕплетеççĕ çеç. Унтанпа вăл ял халăхĕ çыхнă хӳтĕлев тетелĕсене, окоп çуртисене, тĕрлĕ апат-çимĕçе, шкул ачисен çырăвĕсене, салтаксем ярса панă списокра мĕн ыйтнине ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăна илсе кайса парать. Эпĕ хастар хĕрарăма çак япаласене пуçтарма мĕнле укçапа, камсем пулăшни çинчен те ыйтрăм. «Тетелсемпе окоп çуртисене Патăрьел округĕнчи Вăтаел халăхĕпе Элĕк тăрăхĕнчи Тавăтсем пулăшрĕç. Ытти япалана хамăр вăйпа пуçтаратпăр. Е салтаксем хăйсем укçа куçарса параççĕ. Вĕсем малтан мĕн-мĕн кирлине список туса яраççĕ. Ун тăрăх эпĕ япаласене туянса пуçтаратăп. Машинăпа бензин укçи хамран. Эпĕ нихçан та ӳпкелешмен куншăн. Ыррăн-сыввăн таврăнма кăна пӳртĕр вĕсене!» — тет Кристина. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...