Archive - 13 Нарăс, 2020 - Çамрăксен хаçачĕ
Клуба суя документпа кĕрекенсем те пур
Мускаври юлташ соцсетьре çыру вĕçтерчĕ. «Сирĕн патра хаваслă иккен!» — çырнă вăл. Шупашкарти пĕр каçхи клубри сăн ÿкерчĕксене курсан çÿç-пуç вирелле тăчĕ. Кашни ÿкерчĕкре — е аялти тумпа тăракан, е çаппа-çарамас каччăсемпе хĕрсем. Вĕсене интернетра вырнаçтарнă иккен. Тĕп хулари хăш-пĕр клубра ку йĕркеллĕ пулăм иккенне юлташсенчен пĕрре мар илтнĕччĕ-ха. «Конкурсра пĕр кĕленче сăрапа кириешка выляса илессишĕн хĕрсем тумсăр юлатчĕç, каччăсем те вĕсенчен юлмастчĕç. Тепрехинче хĕр футболкине хывса çÿлелле çĕклерĕ...