Комментари хушас

13 Нарăс, 2020

Йĕкĕрварсене мĕн пăшăрхантарать?

Ашшĕ-амăшĕ ачисене 4 çухрăмри шкула ярасшăн мар

«Районтан каларĕç: сире библиотекăна кĕртмелле мар. Кунта вăрçăнса ан тăрăр! Шкула килнĕ вĕт эсир, унта кайăр», — Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрварти библиотекарь çапла каласа ăсатни маншăн кăна мар, ялти тепĕр икĕ çыншăн та кĕтменлĕх пулчĕ. Библиотека шкул çуртĕнче вырнаçнă. Урамра çынпа калаçма сивĕччĕ, клуб хупăран кĕнĕччĕ унта. Кун пеккинех курманччĕ, ял вулавăшĕнчен хăвалани пулманччĕ.

Хăнăхайман…

Йĕкĕрвара шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ чĕннипе кайрăм. «Ачасене пирĕнтен ирĕк ыйтмасăрах Чиричкасси шкулне куçарчĕç. Вĕсем унта каясшăн мар, эпир те ачасене хамăр ялти шкулах çÿретесшĕн», — Çĕнĕ çул хыççăн редакцие çавăн пек шăнкăрав килчĕ.
Йĕкĕрвар шкулне хупас ыйту 2011 çулта çĕкленнĕ. Çултан-çул ачасен йышĕ чакса пынă. Пĕр çулхине вара парта хушшине 29 ача кăна ларнă. Ун чухне шкула хупасран учительсем çăлса хăварнă: вĕсем хăйсен çемйине тăлăхсене опекăна илсе шкула çÿрекенсен йышне ÿстернĕ. Шкул директорĕ Галина Семенова чи малтан хăй тĕслĕх кăтартнă. Ун хыççăн — ыттисем, 2-шер, 3-шер ача илекенсем те пулнă. Кун хыççăн çак шкул пирки республика тулашĕнче те пĕлме пуçларĕç. Çапла майпа шкулта вĕренекенсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ опекăна илнĕ ачасем пулнă.
Халĕ, пур тытăмра та оптимизаци пынă май, Йĕкĕрварсен каллех çав ыйту çиеле тухнă. Пĕлтĕр çуллахи каникул вĕçлениччен ашшĕ-амăшне пухса хыпар пĕлтернĕ: 5-9- мĕш классенче вĕренекенсене Чиричкассине илсе каяççĕ, Йĕкĕрварта кĕçĕннисем кăна юлĕç. Çапла вара ачасем тăван шкулпа сыв пуллашса авăнăн 1-мĕшĕнче кÿршĕ ялта вĕренме тытăннă. Килпе юнашарах шкул ларнă çĕрте 4 çухрăма çÿреме тивнипе ашшĕ-амăшĕ çырлахасшăн мар: «Вĕсене кунтах лайăх, ачасене каялла илсе килмелле! Ача ытларах пулсан бюджетран та укçа нумайрах уйăраççĕ-çке. Директор Чиричкасси шкулĕнче чÿрече лартма укçа уйăрччăр тесе вĕренекенсен йышне ÿстерме кăна пирĕн ачасене унта илсе кайрĕ». Вĕренÿ çулĕн çурри хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Çапах хăшĕ-пĕри çĕнĕ шкула хăнăхайман-ха. Çĕнĕ коллективпа пĕр чĕлхе тупма çитĕннисене те çăмăл мар та, ачасене пушшех йывăр. Вĕсене те ăнланма пулать. Хальхи вăхăтра ачасен хăнăху тапхăрĕ пырать. «Шкула каяс килмест», — тенине çапла та тÿрре кăлармалла-тăр.

Ачасене уйăраççĕ-и?

«Чиричкассинче пирĕн ачасене уйăраççĕ. Хĕненĕ тĕслĕх те пулнă. Амăшĕ кун пирки директора та пĕлтернĕ. Анчах вăл шкулти вĕрентÿпе воспитани ĕçне сăмса чикме каламан, мерăсем йышăнман. Çав ачана операци тунă хыççăн каллех хĕненĕ, çĕвви çурăлса кайнă. Кун пирки полицие те пĕлтернĕ. Амăшĕ халĕ ачипе экспертиза тăрăх çÿрет. Пирĕн ачасем Йĕкĕрварта туслă пурăннă, çапăçман. Учительсем те пухура пирĕнпе кăнттам калаçрĕç. «Килĕшмесен урăх шкула тухăр та кайăр», — терĕç. Пĕлÿ кунĕнчи линейкăра пирĕн ачасем мĕнле тумланнине тиркесе пăхнă», — чунра капланнине палăртрĕ ашшĕ-амăшĕ.
«Çĕнĕ çул умĕн Çĕрпÿри культура çуртĕнче тăлăхсемпе йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасем валли ирттерекен елкăна чĕннĕччĕ. Опекун пулнă май мăнука унта илсе кайрăм. Культура çурчĕ умĕнче шкул автобусĕсем шăкăрин ларатчĕç. Вăл шутра Чиричкассисем те килнĕ. Пире темшĕн автобуспа илсе каймарĕç, такси тытма тиврĕ», — кÿренĕвне пытармарĕ Елена Игнатьева.
«Пирĕн шкулта елка та туса парасшăн марччĕ. Кĕçĕн класс ачисене Чиричкассине илсе кайса савăнтарасшăнччĕ. Эпир çине тăнипе кăна уяв пулчĕ. Анчах чăрăша гирляндăпа мĕншĕн илем-летменнине ăнланмарăмăр. Пушартан асăрханса çапла тунă-ши?» — халĕ те пуç ватать ашшĕ-амăшĕ. Вĕсем кашни вак-тĕвеке хăйсене хĕсĕрленĕ пек йышăнаççĕ. Гирляндăна вара учительсем чăрăш капăрлатнă чухне çакма маннă иккен. Чиричкассинче ачасене Çĕнĕ çул парни паманшăн та кÿреннĕ. Йĕкĕрварта, кăштах та пулин, кашни çулах канфет парса савăнтарас йăла пулнă.
«Эпир çуллах çырупа «çÿлтисем» патне тухасшăнччĕ. Анчах пире директор тытса чарчĕ, ачасене Чиричкассине ярасси пирки хушу тухман-ха, пустуй аппаланса ан çÿрĕр», — терĕ. Çапла «шăхăрса» юлтăмăр. Садике хупасси пирки те вăл хăех каларĕ. Малтан аслисене илсе каяççĕ, кайран — кĕçĕннисене имĕш. Халĕ вăл апла каланине йышăнмасть. Садик ĕçлемесен икĕ пĕчĕк ачана кÿршĕ яла мĕнле илсе çÿремелле? Ялта шкул хупăнсан çамрăксем те юлмĕç вара, — палăртрĕ Татьяна Дунаева. — Ачасем çывăрса тăранаймаççĕ. Унччен вĕсем 8 сехетре тăрсан та шкула ĕлкĕрме пултарнă, халĕ 6 сехет çурăра тăмалла. Çул çинче тем пулать, çав шутра — çуран утмалли те. Çывăхри шкула нимĕн те çитмест». Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.