Клуба суя документпа кĕрекенсем те пур
Мускаври юлташ соцсетьре çыру вĕçтерчĕ. «Сирĕн патра хаваслă иккен!» — çырнă вăл. Шупашкарти пĕр каçхи клубри сăн ÿкерчĕксене курсан çÿç-пуç вирелле тăчĕ. Кашни ÿкерчĕкре — е аялти тумпа тăракан, е çаппа-çарамас каччăсемпе хĕрсем. Вĕсене интернетра вырнаçтарнă иккен. Тĕп хулари хăш-пĕр клубра ку йĕркеллĕ пулăм иккенне юлташсенчен пĕрре мар илтнĕччĕ-ха. «Конкурсра пĕр кĕленче сăрапа кириешка выляса илессишĕн хĕрсем тумсăр юлатчĕç, каччăсем те вĕсенчен юлмастчĕç. Тепрехинче хĕр футболкине хывса çÿлелле çĕклерĕ... Каччă çынсен умĕнче амăшĕ çуратнă тумпа тăма аванмарланмарĕ. Конкурсра арçынсене ташлаттаратчĕç те хĕрĕсем ÿт çинчи тара çуллатчĕç», — çавнашкал каласа панине пайтах илтнĕ.
Сĕтел çинче авкаланса…
Клубсенче конкурссем иртни пĕрре. Анчах çав сăн ÿкерчĕксене соцсете те вырнаçтараççĕ вĕт. Шупашкарти пĕр каçхи клубăн ушкăнĕнче вĕсене чылай курнăччĕ. Халĕ кĕрсе пăхрăм та — çук. Каçхи клубсем пирки ахальтен сăмах хускатмарăмăр. Иртнĕ эрнере Шупашкар пирки пĕтĕм Раççей калаçрĕ. Веçех — «Газировка» клубра ÿкернĕ видеона пула. Унта 18- ти пике бар сĕтелĕ çинче ташлать. Ку унта пухăннă çамрăксене килĕшни палăрать, хĕре аялти тумне хывма ыйтсан лешĕ хирĕçлемест. Кайран кун пирки федераци телеканалĕнче те кăтартрĕç, пухăннисем сÿтсе яврĕç. Студие видеори «тĕп сăнар» та çитрĕ. Хĕр виçĕ çул каялла Шупашкара кондитер профессине алла илме килнĕ. Анчах занятисене сиктернине пула унăн вĕренĕве пăрахма, урăх çĕре куçма тивнĕ. Каланă тăрăх, вăл çав клуба çÿрекеленĕ. «10 черкке таран ĕçме пултарнă эпĕ», — каласа кăтартрĕ пике эфирта. Вăл ĕнентерме тăрăшрĕ: бар сĕтелĕ çинче мĕн хăтланнине астумасть. Кун пирки тепĕр кунхине, ăна видео ярса парсан, пĕлнĕ. Хăй каланă тăрăх, ăна черккене темĕн ярса панă, çавăнпа мĕн хăтланнине чухламан. «Чапа тухнă» хыççăн унпа тăванĕсем, тус-юлташĕ хутшăнма пăрахнă. Амăшĕ çынсем хĕрĕн ятне вараланă тесе шухăшлать: «Вăл лайăх хĕрача. Халĕ вара чунĕ ыратать, çĕрĕпе çывăрмасть, макăрать». Интернетра анлă сарăлнă видеона курнă хыççăн Лиана патне çыракан йышланнă: хăратаççĕ, киревсĕр сăмахсем вĕçтереççĕ-мĕн. Намăс тесе Шупашкар районĕн хĕрĕ Мускава тухса кайнă. Питĕ аванмарланать, çапах хăйне айăплă туймасть вăл. Клубри çынсене, тантăшĕсене ăна вăхăтра тытса чарманшăн ÿпкелет.
Пике ĕнентернĕ тăрăх, клубра хĕрсем тÿлевсĕр эрех-сăра илессишĕн хывăнса ташлаççĕ. Ытти чух видео ÿкермеççĕ-мĕн. Студие пухăннисем хĕре ĕненесшĕн пулмарĕç. Хăшĕ-пĕри Мускаври клубсенче никам та бар сĕтелĕ çинче ташламаннине, çынсен умĕнчех хывăнманнине палăртрĕ. Анчах унта та çав ÿкерчĕкех: телекăларăмăн ÿкерÿ ушкăнĕ çĕршывăн тĕп хулинчи каçхи клубсене çитсе сюжет хатĕрленĕ.
Администратора — асăрхаттару
Иртнĕ канмалли кунсенче эпир каçхи клубсемпе кафе-хупаха ятарласа çул тытрăмăр. ЧР ШĔМĕ йĕркеленĕ виçĕ куна тăсăлнă рейдра Шупашкарти общество вырăнĕсене тĕрĕслерĕç. Эпир Калинин районĕнчи клубсене, хупахсене кĕтĕмĕр. Йĕрке хуралçисемпе пĕрле Шупашкар хула администрацийĕн ĕçченĕсем, ЧР Общество палатин представителĕсем, волонтер организацийĕсемпе юхăмĕсен хастарĕсем унта çул çитмен ачасене кĕртнипе кĕртменнине, пирус-кальян туртма юраманни пирки асăрхаттарусем пуррипе çуккине, саккуна хирĕçлекен ытти тĕслĕхе тĕрĕслерĕç.
Пирĕн рейд Раççейĕпех «чапа» тухнă «Газировка» клубран пуçланчĕ. Ăна ытларах çамрăксем кăмăлланине шăпах телекăларăма пăхсан пĕлтĕмĕр. Çакна хам та курса ĕнентĕм: нумайăшĕ — 18-20 çулсенче. Каçхи 10 сехет кăначчĕ-ха, клубра вара лăк тулли çын. Унта çирĕп тĕрĕслесе кĕртеççĕ. Хуралçăсем тÿрех паспорт ыйтаççĕ, ăна сканер евĕр тишкереççĕ. Сăлтавĕ те пур: çул çитменнисем клуба ют çын паспорчĕпе кĕме пултараççĕ. Пĕр-икĕ çул каялла йĕрке хуралçисем ташă каçне суя документпа килнĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Каçхи клубра — темиçе зона. Ташлама, караоке юрлама кăмăллакансем валли — уйрăм вырăнсем. Çĕрĕпех бар сĕтелĕ хушшинче те ларма пулать. Çĕршывĕпех «чапа» тухнă çав сĕтеле хамăр та куртăмăр. Телекăларăмра каланă тăрăх, ун çине хăпармалли пусма та пулнă. Кайран ăна илсе хунă ахăртнех — курăнмарĕ. Йĕрке хуралçисемпе хастарсем пирус туртма ирĕк паракан асăрхаттару çуккине палăртрĕç, клуб ĕçченĕсем тĕлĕшпе протокол çырчĕç.
Инçех мар вырнаçнă «Паркоффка» хупахра ытларах аслăраххисем канаççĕ. Кунта ташламалли лапам пур. Хăнасене стриптиз та кăтартаççĕ. Çак хупахра пирус туртма юраманнине палăртакан асăрхаттару пур.
Заливра вырнаçнă «Керосинкăна» çитнĕ тĕле сехет йĕппи 12 тĕлĕнчеччĕ. Анчах халăх çукпа пĕрех — килме пуçланă кăна-ха. «Зажигалка» клуба вара йĕрке хуралçисене çеç кĕртрĕç. Пирĕн те клиент пек кĕме май пурччĕ, анчах укçа тÿлемелле. Форумсенче çырнине ĕненес тĕк, унта кайсан енчĕк аванах çÿхелет. Пуянах маррисем юнашарти «Freedom» караоке-клуба çÿреççĕ ăхăртнех — унта пушă сĕтел çукпа пĕрехчĕ. «Хĕрсе» çитнисем алла микрофон тытнăччĕ. Куншăн администратора лекрĕ — йĕрке хуралçисем юрăра киревсĕр сăмахсем пуррине илтсен асăрхаттарчĕç. Кальян туртакансене тĕрĕслеме тиврĕ. Сăмах май, клуб умĕнче пирус туртнăшăн 1 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивессине асăрхаттарса çырса çакнă — ку вара лайăх.
Рейд вĕçленнĕпе пĕрехчĕ. Çав вăхăтра клуб умĕнче арçынсен ушкăнне тĕл пултăмăр, вĕсен йышĕнче хĕрĕнкĕреххисем те пурччĕ. Пĕри /те йĕрке хуралçисене курсан хăранипе/ машинăна ларса кайма тăчĕ. Ăна пакунлисем çийĕнчех чарчĕç. Водитель ывăннă пек курăнма тăрăшрĕ, куçне хăвăрт-хăвăрт мăчлаттарчĕ. Виçĕ ача ашшĕ ăша пĕр тумлам та яманнине, икĕ çĕрте ĕçленине, йĕркеллĕ канманнине ĕнентерме тăрăшрĕ. Ятарлă трубкăна вĕрме те килĕшрĕ. Эпир ÇÇХПИ ĕçченĕсем килессе кĕтмерĕмĕр, кайрăмăр. Малалла вулас…
Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ.