Archive - 26 Юпа, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ
Парăма татман, çынсем вара çапах сĕт йăтаççĕ
Хисеплĕ «Çамрăксен хаçачĕ»! Сирĕн пата чĕре ыратăвĕпе Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕлĕшрен çыратпăр.
«Тимĕр вăййи» — вăйлисем валли
Пăхаттир пек çынсем ĕлĕкех хисепре пулнă. Ун чухне каччăсемпе арçынсем йывăр чул йăтса хул-çурăмне çирĕплетнĕ. Халĕ пирĕн çĕршывра кире пуканĕн спорчĕ анлă сарăлнă. Спортăн çак тĕсĕ халсăррисем валли мар: вăл вăя çеç мар, чун çирĕплĕхне те тĕрĕслет. Юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртрĕ. Унта опытлă спортсменсем, çăмăлах мар çул çине тин çеç тăнисем пуçтарăнчĕç. Чăваш Ене 12 регионти 150-а яхăн пăхаттир çитрĕ.