Archive - 27 Чÿк, 2017 - Чăваш хĕрарăмĕ
Сывлăм шывĕ пек сиплĕ тумламсем
«Пичче çырать, унăн кăранташ пур. Манăн та тем пек çырас килет, анчах кăранташ çук. Пиччерен ыйтас — вăл та параймасть: вĕсене шкулта кашни ачана çуршар кăранташ кăна татса панă.
Акă пĕррехинче пичче хут çине çын кĕлетки ÿкерме тытăнчĕ. Çÿçне сăрласа ларнă чух пăт-тăрт! туни илтĕнчĕ. Кăранташ вĕçĕ хуçăлчĕ хайхи. Куçран çиллессĕн пăхрĕ те кăранташ вĕçĕпе çамкаран кăт! тĕкрĕ: «Кай кунтан!» — терĕ. Кăранташ вĕçĕ эпĕ ăмсанса пăхса ларнăран хуçăлчĕ терĕ пуль-и?
Çын пулма çемьере хăнăхмалла
Амăшĕн кунĕ умĕн республикăра Ача йышăннă çемьесен форумне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртрĕ вăл. Тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене хăйсен çуначĕ айне илекенсен пĕрле пухăнса сÿтсе явмалли сахал мар. Çивĕч ыйтусене сÿтсе явасси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси, влаç органĕсемпе канашласси — анлă пухăва çакнашкал тĕллевсене тĕпе хурса йĕркелеме тытăннă.