Ĕмĕр иртет - ят юлать
Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр…
Сывлăм шывĕ пек сиплĕ тумламсем
«Пичче çырать, унăн кăранташ пур. Манăн та тем пек çырас килет, анчах кăранташ çук. Пиччерен ыйтас — вăл та параймасть: вĕсене шкулта кашни ачана çуршар кăранташ кăна татса панă.
Акă пĕррехинче пичче хут çине çын кĕлетки ÿкерме тытăнчĕ. Çÿçне сăрласа ларнă чух пăт-тăрт! туни илтĕнчĕ. Кăранташ вĕçĕ хуçăлчĕ хайхи. Куçран çиллессĕн пăхрĕ те кăранташ вĕçĕпе çамкаран кăт! тĕкрĕ: «Кай кунтан!» — терĕ. Кăранташ вĕçĕ эпĕ ăмсанса пăхса ларнăран хуçăлчĕ терĕ пуль-и?