Комментари хушас

16 Юпа, 2017

Кĕвĕллĕ самантсем

Ыран, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ, сĕрме купăсçă, педагог Анатолий Дуняк çуралнăранпашăп та лăп пĕр ĕмĕр — 100 çул — çитет.

Анатолий Александрович Ульяновск облаçĕнчи Инзенск районĕнчи Китовка ялĕнче çуралнă. 1934 çулта Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Кунтанах салтака кайнă. Вăрçă хыççăн та тĕрлĕ орденпа медаль кавалерне шăпи пирĕн тăрăха илсе килнĕ, çавăнпах республикăри пĕрремĕш оркестрăн «пĕрремĕш» сĕрме купăсçишĕн Чăваш Ен тăван кил пулса тăнă.

Анатолий Дуняк чăваш профессиллĕ музыка искусствин аталанăвне, квалификациллĕ специалистсем хатĕрлессине, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне йĕркелессине пысăк тÿпе хывнă. Тĕрлĕ çулта вăл Шупашкарти С.Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕнче, Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, филармонири оркестрта ĕçленĕ. Му зыка театрĕн сĕрме купăсçи те пулнă.

Паян вулакана «Хыпар» Издательство çурчĕн фотокорреспонденчĕн Сергей Журавлевăн архивĕнче упранакан материалпа паллаштаратпăр. Анатолий Дуняк панă юлашки интервью ку. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.