Комментари хушас

16 Ака, 2018

Чăваш поэзийĕн сăпайлă ĕçченĕ

Николай Филиппович Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕнчи Йĕкĕр ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. «Эпĕ тăваттăра чухне атте тиф чирĕпе вилнĕ. Ăна ас тумастăп та. Вун икке çитсен вара аннесĕр юлтăм», — çырнă поэт автобиографийĕнче. Тăлăха юлнăскерне учительте тăрăшакан аппăшĕпе пиччĕшĕсем пăхса ÿстернĕ.

Пултаруллă çынсемпе пуян Самар таврашĕнчи чăваш ялĕсем. Кунта паллă çыравçăсем — Влас Паймен, Стихван Шавли, Леонид Родионов, Хветĕр Уяр, Валентин Бурнаевский, Вениамин Погильдяков, Энтип Ваççи тата ыт. те çуралса ÿснĕ. Николай Евстафьев та паллă ентешĕсен хушшинче тивĕçлĕ вырăн йышăнать.

Поэт, куçаруçă, публицист Николай Евстафьев çуралнăранпа паян — 100 çул

Тăвăл витĕр

Ачаллах тăлăха юлнăскер нумай нуша тÿснĕ вăл, мĕн пĕчĕкрен йывăрлăхсемпе кĕрешме хăнăхнă. Ĕçленĕ, вĕреннĕ. Тăванĕсем пулăшипе Похвиçнĕри ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухнă. Çавăн хыççăнах 1938 çулта çара кайнă. 1939 çулта вăл Халхин-Гол таврашĕнче Георгий Жуков çарĕсен ретĕнче Яппун самурайĕсене хирĕç çапăçнă. 1945 çулта, вăрçăн юлашки тапхăрĕнче, Маньчжурие ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă.
«Пире, Хĕвел анăç фронтĕнчи салтаксене, фашистсемпе пĕрлех шыв-шур та нумай аптăратрĕ пулсан унта, Инçет хĕвел тухăç фронтĕнче, пирĕн боецсене самурайсем анчах мар, шыв çукки, талăкĕ-талăкĕпе шыв курманни, пушхир шăрăхĕпе вĕри хăйăрĕ те хытă асаплантарнă. Чăтнă, тем те чăтнă вырăс салтакĕ. Çав шутра Николай Евстафьев сержант-телефонист та. «Тăвăл витĕр тухрăмăр эпир», — тесе çырнăччĕ вăл Халхин-Гол патĕнче яппунсене çĕмĕрсе тăксанах. Вăрçă вут-тăвăлĕ витĕр вăл паттăррăн тухнă.
Салтакăн нумай тертлĕ, йывăр лавне Николай Евстафьев сакăр çул туртнă — канлĕх шыраман, хăрушлăхран пăрăнман. Совет Çарĕнчен вăл 1946 çулта тин таврăннă», — çырнă 1998 çулта юлташне аса илсе Георгий Орлов. Хăй мĕн-мĕн тÿссе ирттернине, курни-илтнине ĕмĕрлĕх ас туса юлнă вăл. Поэтăн нумай сăвви-юррине, поэмине автобиографиллĕ теме те пулать.

Вут-çăлăмран — литературăна

Салтакран таврăнсан çулталăк район хаçатĕнче тăрăшать Николай Филиппович. 1947 çулта вара Шупашкара куçса килет. Малтанах ытларах вырăсла çырнă вăл. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.