Çын пулма çемьере хăнăхмалла

27 Чÿк, 2017

Амăшĕн кунĕ умĕн республикăра Ача йышăннă çемьесен форумне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртрĕ вăл. Тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене хăйсен çуначĕ айне илекенсен пĕрле пухăнса сÿтсе явмалли сахал мар. Çивĕч ыйтусене сÿтсе явасси, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашасси, влаç органĕсемпе канашласси — анлă пухăва çакнашкал тĕллевсене тĕпе хурса йĕркелеме тытăннă.

Йывăрлăхсене парăнмасăр

Амăшĕ е ашшĕ пуласси — яваплă тивĕç. Татса памалли кăткăс ыйтусен шучĕ — вышкайсăр пысăк. Çав вăхăтрах ăслă-сывă çитĕннĕ çын ачана мĕн кирлине лайăх ăнланать: юрату, тимлĕх, чарак. Чăн пурнăçра вĕсене тĕрĕс мĕнле йĕркелесе пымалла-ха? Ансат хурав тупма хĕн.

Çапах та ачана хăйĕн хÿттине илнĕ çыннăн такăнтаракан самантсене çĕнтерме пĕлмеллех. Унсăрăн вăхăтлăх хÿтлĕх тупнă ачана «иккĕмĕшле тăлăхăн» шăпи кĕтни куç кĕрет.

2016 çулта Чăваш Республикинче 3111 тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачана шута илнĕ. Вĕсенчен 2980-шĕ çемьесенче çитĕнет. Çул çитмен тăлăхсене çемьере воспитани парассипе Чăваш Ен Раççейре темиçе çул ĕнтĕ — малтисен йышĕнче. Юлашки 5 çулта патшалăх учрежденийĕнче çитĕнекен ачасен йышĕ виçĕ хутчен чакнă.

Çемье тулашĕнче çитĕнекенсен хутлăхĕнче чи кăткăсси — тăлăхсен социализацийĕ тата вĕсене ку енĕпе пулăшса пырасси. Форумра çак ыйтупа ĕçлекен лапама сумлă хăна — РФ Патшалăх Думин депутачĕн Ольга Баталинăн пулăшуçи, социаллă тăлăхсен енĕпе НППП çĕршывĕсен пĕтĕм тĕнчери эксперчĕ Александр Гезалов — ертсе пычĕ. Сăмах май, Александр Самедович тăлăх шăпине, хăй те интернатра ÿснĕскер, лайăх пĕлет. Çавăнпах çĕршыври тăлăхсене ача çурчĕн тулашĕнче пурăнма хăнăхтарас енĕпе тĕллевлĕн ĕçлет. Хăй пурăннă интернатран пĕр вăхăтра тухнă 13 çамрăкран паян вăл кăна — сыввисен ретĕнче. Пурнăçра тĕрĕс çул çине тăма пултарнисĕр пуçне вăл хăй те — çемьене ача йышăннă ашшĕ. Çавăнпах унăн кашни сăмахне — аса илĕвĕсене, лару-тăрăва çăмăллатмалли сĕнĕвĕсене — форума пухăннисем тимлĕ итлерĕç. Çĕршывăн тĕп хулинчи Социаллă проектсен центрĕн хастарĕ Раççей территорийĕнче хута кайнă витĕмлĕ ĕç-пуç тавра калаçрĕ, ют çĕршывсен тăлăхсене социализацилес ăнăçлă меслечĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.