Archive - 10 Авăн, 2016 - Чăваш хĕрарăмĕ

Date
Type

10 Авăн, 2016

Мускав мар: çĕр ĕçĕ илĕртет

— Çак урампа Вăтаел çулĕ таран кайăр, кăвак тĕслĕ хитре хапха тĕлĕнче чарăнăр, — Еливановсем ăçта пурăннине кăтартса ячĕç сак çинче кĕр ăшшипе киленсе ларакан кинемисем.

10 Авăн, 2016

Сергей Гриньков тата Екатерина Гордеева — юрату историйĕ

Сергей Гриньков пурнăçĕ пĕтĕмĕшпех — юрату историйĕ. Шел те, унăн вĕçĕ телей кÿмен юратакан чунсене. Çак историе, çитменнине, тĕп геройсем хăйсемех каласа кăтартнă. Сенкер экранпа.

10 Авăн, 2016

Кая юлсан —каю шăтĕ

Пĕлĕшĕм икĕ çул каялла виççĕмĕш ачине çуратрĕ. Ипотекăпа хваттер туяннă май кредит тÿлеççĕ вĕсем. Пепкипе малтанах килте вăрах лармасса калаçатчĕ. Нумай пулмасть вара ĕçе тухрĕ те ĕнтĕ. Пĕчĕк хĕрĕ садике çÿреме пуçларĕ. Черечĕ хăвăрт çитнĕ вĕсен. Халь хăюллăнах пирĕн республикăра ку енĕпе пĕр чăрмав та çук тесе калас килет.

10 Авăн, 2016

Вăрттăн ĕмĕт самантрах пурнăçланнă

Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш вăтам шкулĕнче уроксем пĕтнĕччĕ, вĕрентекенсемпе вĕренекенсенчен чылайăшĕ киле саланма ĕлкĕрнĕччĕ. 5-мĕш класри Ксения Бобровăпа унăн амăшĕ те шкул картишне васкамасăр тухрĕç.

10 Авăн, 2016

Уявсене хамăрах йĕркелетпĕр

Юратнă хаçатра хамăр ялти пурнăç çинчен çырса кăтартас килет манăн. Чăваш халăхĕ яланах хăйĕн юрри-ташшипе хавхаланса пурăннă. Пирĕн ялта та уявсене çав тери килĕштереççĕ.