- Чăвашла верси
- Русская версия
Сергей Гриньков тата Екатерина Гордеева — юрату историйĕ
Сергей Гриньков пурнăçĕ пĕтĕмĕшпех — юрату историйĕ. Шел те, унăн вĕçĕ телей кÿмен юратакан чунсене. Çак историе, çитменнине, тĕп геройсем хăйсемех каласа кăтартнă. Сенкер экранпа. Хитре, çутă, чаплă истори, анчах та — питĕ кĕске.
Пурнăç пĕр сукмакĕпе
1967 çулхи нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуралнă Сергей Гриньков, хăй те пĕлмесĕр, 1981 çулччен кÿршĕ çуртра пурăнакан хĕрачапа, хăйĕнчен тăватă çул кĕçĕнрехскерпе, пурнăç сукмакĕпе пĕрле утнă. Вĕсем пĕр шкулах — 704-мĕшне — çÿренĕ, анчах та пĕр-пĕрне палламан-пĕлмен. Пăр çинче илемлĕ эрешсем туса ярăнас енĕпе те пĕр секциех çÿренĕ, анчах та кунта та темшĕн вĕсен çулĕсем хĕресленмен. Сергей пиллĕкре, Катя виçĕ çулта чухне уйрăм карьера тума ăнтăлнă.
1981 çулта иккĕшĕн те уйрăм карьера ăнăçмасси уçăмланнă — кирлĕ чухлĕ çÿллĕ сикеймеççĕ. Çавăнпа вĕсене паллаштарнă — çапла пулса иртнĕ пĕрремĕш тĕлпулу. Хăйсемшĕн кăна мар, каярахпа тĕнчешĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăнăскер. Хĕрача çав вăхăтра 10 çулта пулнă, арçын ача — 14-ра. Анчах та çамрăксенчен пĕри те çакна, паллах, тĕлленме те пултарайман — вĕсене пĕрлештерекенни кĕçех спорт кăна пулмĕ.
Çапах та çав вăхăтра çамрăксен пуçĕнче спорт кăна пулнă-ха. Çур çулта вĕсем çĕнĕ программа хатĕрленĕ. 1982 çултанпа шăпах унпа тухнă та пăр çине.
Пирвайхи çитĕнÿсем
Вĕсен пĕрремĕш тренерĕсем Владимир Захаровпа Надежда Шеваловская пулнă. Ĕç-пуç питĕ хăвăрт аталаннă, çамрăксем часах çитĕнÿпе палăрнă. 1985 çултах, виçĕ çулталăк иртсен, çамрăксем юниорсен хушшинче тĕнче чемпионĕ пулса тăнă. Совет Союзĕн чемпионатĕнче вара, унта тĕнчери чи пултаруллă фигуристсем тупăшнă, улттăмĕш вырăн йышăннă. Дебютантсемшĕн ку кăтарту питĕ чаплă шутланнă.
Мăшăрăн пултарулăхне асăрхаса вĕсене çав вăхăтри чи чаплă тренер Станислав Жук чĕнсе илнĕ. Шăпах вăл вĕрентсе пынипе Сергей Гриньковпа Екатерина Гордеева 1986 çулта пĕрремĕш хут тĕнче чемпионĕсем пулса тăнă. Çамрăк Катя çав вăхăтра 14 çулта кăна пулнă-ха. Тĕнче чемпионачĕшĕн ку — тĕлĕнмелли кăтарту. Çав таранччен ун пек çамрăк вăл шайри ăмăртусенче çĕнтерсе курман. Çав çулах çамрăксем Европа чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, Совет Союзĕн чемпионатĕнче те кĕмĕле тивĕçнĕ.
Çулталăк иртнĕ. 1987 çулта спортсменсем тренера улăштарнă — Станислав Леонович патне куçнă. Çитĕнÿ нумай кĕттермен — хăйсем хутшăннă пур ăмăртура та çĕнтернĕ мăшăр: тĕнче чемпионачĕ, Европа первенстви, СССР чемпионачĕ... Çапла вара 1988 çулта иртмелли Олимпиадăна Гриньковпа Гордеева тĕп фаворитсем пек кĕтсе илнĕ.
Вĕри туйăмсем
Ĕнтĕ Сергей 21 тултарнă, Катя — 17. Шăпах çак вăхăталла палăрма пуçланă та туйăмсем. Хĕрпе каччăна пĕрлештерсе тăраканни спорт кăна мар иккенне ыттисем те сисме пуçланă. Тен, шăпах çакă, чунсем пĕр килни, пулăшнă та çамрăксене малалла хăватлăн утмашкăн? Тен, шăпах вĕри туйăмсене пула çак мăшăр Олимпиадăра мĕнле çĕнтернине хăйсем те сиссе те юлайман? Питĕ çăмăллăн килнĕ çĕнтерÿ. Çакă кăсăклă. Мăшăр ирĕклĕ программăна “Мендельсон маршĕпе” тухнă. Çак номер фигуристсен тĕнче историне шедевр пулса çырăнса юлнă.
Çак кĕвве мăшăр тепĕр виçĕ çултан, пачах та урăх лару-тăрура — хăйсен туйĕнче — итленĕ: мăшăр саккунлă майпа хут уйăрттарнă. 1991 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулса иртнĕ ку. Çемье историйĕн пуçламăшне мăшăр чаплă çитĕнÿсемпе кĕтсе илнĕ — тăватă хут тĕнче чемпионĕсем. Анчах та шăпах çак вăхăталла вĕсем хăйсен пурнăçне тата улăштарас тенĕ — спорта профессие çавăрнă. Мăшăр Татьяна Тарасова театрне куçнă. Унта та юратнă ĕçпех аппаланнă. Анчах та унта çакăншăн тата тÿленĕ те. Сахал та мар. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вара ку питех те пĕлтерĕшлĕ пулнă. 1992 çулхи Олимпиада та, çемьене укçа-тенкĕпе тивĕçтерес ыйтупа танлаштарсан, иккĕмĕш плана куçнă.
Чикĕ леш енче
Çулталăкран çемьере йыш хушăннă, тĕнчене хĕр пĕрчи килнĕ, Дарья. Дарья ашшĕпе амăшĕ ку вăхăталла тăтăшах чикĕ леш енчи проектсене хутшăннă, коммерци программи те нумай пулнă. Чун тасалăхĕшĕн, идеал шайĕнчи техникăшăн, унтан та ытла — иккĕшĕ пĕр-пĕрне питĕ юратнишĕн — вĕсене пурте питĕ хисепленĕ. Америкăра та, Канадăра та чи юратнă фигуристсем пулса тăнă вĕсем. Хушамачĕсен пĕрремĕш саспаллийĕсем тăрăх вĕсене хушма ят та панă — GG. Кун пек хушма ята американсем кино тата эстрада çăлтăрĕсене кăна параççĕ.
Медаль çыххи
Тепĕр çулталăк иртнĕ. Олимпиада халăхсен хушшинчи комитечĕ хăйсен йăнăшне ăнланса илнĕ. Унăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн спорта профессие çавăрнисене Олимпиадăна хутшăнма ирĕк паман-çке. Çакăн хыççăн устава кăштах çемçетнĕ. Каялла таврăнас текенсене 1994 çулхи куçăм вăййисене хутшăнма ирĕк панă. Гриньковпа Гордеева çак йышăнупа пĕр тăхтаса тăмасăр усă курнă. Тÿрех 1987 çулхи çĕнтерĕве тавăрнă — çĕршыв, Европа, тĕнче шайĕнчи чемпионатсенче çĕнтернĕ. Медальсен çыххине кĕçех Олимпиада ылтăнĕ хутшăннă.
Инкек
Çакăн хыççăн мăшăр каллех профессие таврăннă, çамрăксене çул уçса пама шухăшланă. Аначах та... нумайлăха тăсăлман ку. 1995 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Сергей Гриньков Лейк-Плэсидра иртекен тренировка вăхăтĕнчех чĕрепе аптраса ÿкнĕ. Арăмне çÿлелле ывăтнă та... тытса ĕлкĕреймен, пăр çине йăваннă. Тытакан çуккине кура Катерина та упăшкипе пĕрлех кайса ÿкнĕ. Çапах та тăнă та хăвăртрах упăшки патне васканă. “Катя, мана питĕ япăх”, чунран юратнă мăшăрĕн арăмĕ илтнĕ юлашки сăмахсем пулнă кусем. Инкек пулнă вырăна 1,5 минутран çитнĕ тухтăрсем арçынна нимĕнпе пулăшайман, диагноз кăна лартнă — инфаркт.
Сергей
Ун таврашĕнче яланах ырăлăх тапса тăнă. Шкулта та пĕртен-пĕр çитменлĕх кăна пулнă — арçын ача пичĕ çинчен йăл кулă кайма пĕлмен. Вĕрентекенсем çакна Сергей хăйсенчен кулать тесе ăнланнă, ашшĕ-амăшне тăтăшах шкула чĕне-чĕне илнĕ, воспитани енĕпе çителĕксĕр ĕçленĕшĕн хăтăрнă. “Воспитание” арçын ача хăй пурнăçланă — пÿлĕме хупăнса илсе тĕкĕр умне тăнă, йăл куллине çынран пытарма хăтланнă.
Тренерсен те унпа пĕр кăткăслăх кăна пулнă — ытла та хаваслă кăмăлĕ.
Сергейăн Катьăран уйрăм ÿкерттернĕ пĕр сăнÿкерчĕк те пулман — яланах пĕрле. Анчах та мăшăрĕн пĕрремĕш инфарктне арăмĕ те сиссе юлман. Тренировкăна ун чухне Сергей сулахай ури çине уксахласа çитнĕ. Çакна никам та пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшламан — çурăмĕ ыратнине арçын маларах та калакаланă. Анчах та мĕнле спортсменăн ыратмасть вăл?
Гринькова Николай атте пăр çинчех кĕлĕ вуласа юлашки çула ăсатнă. Хĕрарăмсем ăна тупăкпа киле илсе пыманшăн пăшăрханса калаçнă. Сергейăн амăшĕ вĕсене лăплантарнă: унăн килĕ — ЦСКА. Чăн та, Гриньков пурнăçĕнче спорт тата Катя кăна пулнă. Каярахпа унта Даша хутшăннă.
Гриньковпа Гордеева пăр çине пĕрле юлашки хут Моцартăн “Реквиемĕпе” тухнă...
Пурнăçпа вилĕм хушшинче
1996 çулта Екатерина Гордеева пăр çине таврăннă. Таврăннă хыççăнхи пĕрремĕш номере вăл упăшкине халалланă. Сергей Гринькова асăнса иртнĕ кун арена тавра пушă пĕр вырăн та пулман. Екатерина “Пурнăç уявĕ” номер хатĕрленĕ, Густав Малерăн пиллĕкмĕш симфонийĕн сыпăкĕпе усă курса хатĕрленĕ композицие. Номер вĕçĕнче Катя куççульне чарса çитереймен... Амăшне лăплантарас тесе пăр çине унăн хĕрĕ, тăваттăри Даша, чупса тухнă.
“... Упăшкана пытарнă хыççăн иксĕмĕрĕн хваттерте эпĕ пĕр каç кăна çывăртăм. Унтан ытла тытăнса тăма пултараймарăм — асаилÿ ытла та нумайччĕ, чун-чĕрене ытла та çунтаратчĕç вĕсем. Сергей çинчен шухăшлама та питĕ йывăрччĕ. Марина Зева тренер манăн вăхăта кашни минут таран çырса тухнăччĕ — музей, курав, концерт... Эпĕ унта çÿреттĕм, анчах та йĕри-тавра мĕн пулса иртнине ăнланмастăм та. Тавралăх пушанса юлнăччĕ. Çак пушăлăх майĕпен вĕлерсе пыратчĕ. Кашни ир пĕр шухăшпа вăранаттăм — мĕншĕн вăрантăм-ши? Мĕншĕн яланлăхах çывăрса кайма май çук-ши? Пăр çине таврăнас шухăш пуçра та пулман. Хĕрĕме пăхас ĕçе йăлтах анне хăй çине илчĕ. Вăлах çак шухăша та палăртрĕ — ахăртнех, спорт çинчен манма тивет. Укçа-тенкĕ енчен аптăраман эпир, мĕн ĕçлесе илни тепĕр вунă çул пĕр шухăшсăр пурăнма çитетчĕ. Ку енĕпе пирĕн менеджер та тăрăшатчĕ. Америкăра пирĕн ятпа мемориал фончĕ уçнăччĕ — унта çынсем укçа-тенкĕ куçарма пуçланăччĕ. Дашăпа иксĕмĕрĕн малашлăх Америкăра нумайăшне пăшăрхантарасси пирки шухăшлама та пултарайман эпĕ. Анчах та пурпĕр пурăнас килместчĕ.
Çак лару-тăруран анне туртса кăларчĕ. Пĕррехинче вăл мана çирĕп сасăпа çапла каларĕ — ачана чĕрĕ кăна мар, сывă амăшĕ кирлĕ. Ниме пăхмасăр. Кĕтмен çĕртен çакна ăнланса илтĕм — мана пурнăçа каялла тавăрма пăр кăна пултарать. Пĕтĕм пурнăçăм та спорт тата Сергей пулнă. Пĕрне çухатрăм. Иккĕмĕшсĕр те тăрса юлмалла-и?
Хам мĕн тунине те ăнланмасăр хамăра венчете тăратнă, Дашăна тĕнĕ кĕртнĕ, Сергея юлашки çула ăсатнă май кĕлĕ вуланă Николай атте патне чиркĕве кайрăм. Вăл мана çапла каларĕ: “Телейлĕ пулма ан хăра. Ярăн. Шăпуна тĕл пулсан кунта илсе кил — хамах пиллесе венчет тăратăп сире”. Ун патĕнчен тухсан лăплантăм. Пурнăçпа вилĕм пирки хам нимĕн те ăнланманнине туйса илтĕм...
Эпĕ нумай шухăшларăм — мĕншĕн-ха Турă мана Сергея питĕ кĕске вăхăтлăха кăна пачĕ? Ăна пытарнă чухне мана нумайăшĕ çак инкеке чунпа ниепле те йышăнайманнине, Сергей пирĕн хушăра текех çуккине ĕненме пултарайманнине каларĕç. Эпĕ вара çав самантра — пăр çинче — хама пачах урăхла туйнăччĕ. Йăлтах манăн куç умĕнче, аллăмра пулса иртрĕ-çке. Сергей вилнĕ чух вăл ман витĕр тухнине, чунăма йăлт пушатса хăварнине сисрĕм. Çакна та лайăх ăнлантăм: çак пушăлăх — яланлăхах...” — çапла каласа кăтартнă каярахпа пĕр интервьюра Екатерина.
Пурнăç — малалла. Екатерина çакăн хыççăн пăр çине татах та тухнă, унăн урăх партнерсем те пулнă. Пурнăçра та пĕччен юлман хĕрарăм. 2001 çулта тепĕр хут качча тухнă. Тепĕр хĕр пĕрчине кун çути парнеленĕ. Анчах та спорта юратакансем ун çумĕнче хăйсен кумирне — Сергей Гринькова кăна — курнă. Пурăннă тăк вăл паян 49 çулта пулмаллаччĕ...
/Livejournal.com/.
Комментари хушас