Мускав мар: çĕр ĕçĕ илĕртет

10 Авăн, 2016

— Çак урампа Вăтаел çулĕ таран кайăр, кăвак тĕслĕ хитре хапха тĕлĕнче чарăнăр, — Еливановсем ăçта пурăннине кăтартса ячĕç сак çинче кĕр ăшшипе киленсе ларакан кинемисем.

Хиртен тин çеç таврăннă Иванпа Марина типĕтме сапаласа тăкнă суханăн хура вăрлăхне /чечекли/ васкасах пăтрататчĕç. Çур куна уйра ирттернĕскерсен кил-тĕрĕшре ытти ĕç те нумай çав.

7 гектар çĕр çинче çĕрулми, сухан, кишĕр, выльăх кăшманĕ, хĕрлĕ кăшман, вăрлăх сухан çитĕнтернĕ вĕсем. Техника енчен чăрмав çук Еливановсен, çавăнпа та акма-сухалама çынна укçалла тара тытмалла мар. Трактор-машинăна вырнаçтарма çу кунĕсенче пысăк гараж хăпартнă. «Çĕр ĕçне хăнăхнă ĕнтĕ, пире, хĕрарăмсене нимех те мар, арçынсене йывăр лекет. Юр ирĕлсе пĕтсе тепре çумасăр та хиртен таврăнса кураймаççĕ. Темĕн тĕрлĕ техника кирлĕ, вĕсене пăхсах тăмалла. Халь ав упăшка сухалама хатĕрленет. Ĕçе 10 сотка çĕртен пуçăннă эпир. Нумай пулмасть çеç фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕмĕр. Ĕмĕтсем çунатлă та пысăк», — паллаштарать Марина Ивановна.

Чăн та, паттăр та пуян пулас, хитре пурăнас тесен чылай тар тăкмалла. Çĕр тăрантарать кăна мар, ир те каç вăй хурса ĕçлесен тупăш та кÿрет. Çакна Патăрьел районĕнчи Тури Туçасем уйрăмах лайăх пĕлеççĕ. Кунта чылайăшĕ вăрлăх сухан акать, сутмалăх та туса илет. Вăрлăха утă уйăхĕн вĕçĕнчех типĕтсе пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Хĕл каçарма ятарлă условисем кашнинех пур. Еливановсем кил картинче управ вырăнĕ хатĕрленĕ. Унта температура йĕркине, сывлăш нÿрĕклĕхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Халь те вентилятор çутнăччĕ. «Пахча çимĕç хакĕ йÿнĕ, унран пысăк тупăш илме çук. Çу каçипе пилĕк авсан вăрлăх суханăн усси вара пурах. Çĕнĕ çул хыççăн ăна ялах килсе илеççĕ. Ав трактор туянтăмăр, управ вырăнĕ хăпартрăмăр. ГАЗеле те сухан сутнă укçапах илнĕ. Ку тăрăхри çамрăксем те питĕ маттур. Юлашки вăхăтра Мускав мар, çĕр ĕçĕ илĕртет вĕсене», — каласа кăтартать Марина.

Ăш пиллĕ кил хуçи арăмĕ хăйĕн çемйипе те паллаштарчĕ. Марина пулас мăшăрĕпе кÿршĕри Вăтаелĕнче, хĕр тантăшĕ патне хăнана килсен тĕл пулнă. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çуралнă, кайран Чулхулара çитĕннĕ пике сакăр класс хыççăн Шупашкарти пир-авăр комбинатне килнĕ. «Хулара нумай та ĕçлеймерĕм, ĕçчен те тăрăшуллă Патăрьел каччи тыткăна илчех, яла пăрахса килтĕм. Уншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп халь. Малтанах чăвашла нимĕн те пĕлместĕмччĕ. «Вырăсла калаçса мана сутса яратăр-и-ха, нимĕн сисмесĕрех юлăп», — тетчĕ хуняма. Çине тăрса чăвашла хаçат-журнал, кĕнеке нумай вуласах тăван чĕлхене вĕрентĕм. Халь Туçасем пекех калаçатăп», — ăшшăн кулать Марина. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăл ÿстернĕ вĕсем. Асли Дима çемьеллĕ, ашшĕ-амăшĕнчен пĕр кил урлă çурт туяннă. Çамрăк мăшăр хулара пăртак пурăнса пăхнă хыççăн каялла яла пăрахса килнĕ, çĕр ĕçнех суйласа илнĕ. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕн çулĕпех утаççĕ. Кĕçĕнни Сергей Тури Туçари 9-мĕш класра вĕренет. Ашшĕнчен ниçта юлманскер çывăх çыннине кил-тĕрĕшре пулăшать.

Кил хуçипе Иванпа пĕртăван Анатолий, Владимир та ку ялтах тĕпленнĕ, вĕсем те тăрăшсах çĕр çинче вăй хураççĕ. «Вăрлăх сухана пуçтарса кĕртме пирĕн пата 100-120 çын таранах килет. Кинпе е упăшка тăванĕсемпе пĕрле апат пĕçеретпĕр, хире илсе кайса çитеретпĕр. Çĕрĕ пысăк, çынна пулăшма чĕнмесĕр ниепле те май çук. Вăрлăх сухана çуллахи вăхăтра пĕр хутчен çумланипех çырлахатпăр. Çанталăк лайăх тăчĕ кăçал, пухса кĕртме çумăр чăрмантармарĕ. Сухан шăтса тухсанах Çĕнĕ Ахпÿртре пăр çуса кайрĕ, пире унăн «хÿри» çеç лекрĕ, нимĕн те сиенлемерĕ», — чунне уçать кил хуçи арăмĕ.

Тури Туçара Еливановсене хисеплеççĕ. Ял тăрăхĕнче те вĕсем пирки ырăпа кăна кала¬çаççĕ. Çак чыса вĕсем ĕçченлĕх¬пе тăрăшулăхне, тирпейлĕхне кура çĕнсе илни куçкĕрет.

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.