Вăрттăн ĕмĕт самантрах пурнăçланнă

10 Авăн, 2016

Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш вăтам шкулĕнче уроксем пĕтнĕччĕ, вĕрентекенсемпе вĕренекенсенчен чылайăшĕ киле саланма ĕлкĕрнĕччĕ. 5-мĕш класри Ксения Бобровăпа унăн амăшĕ те шкул картишне васкамасăр тухрĕç. Хĕвеллĕ çанталăкра вĕсем чылайччен уçăлса çÿреççĕ, таврари илемпе киленеççĕ. Кÿмери хĕрача ыттисем асăрхаман хăйне евĕрлĕхе те сăнама хăнăхнă.

«Анне, ыран шкула килетпĕр-и?» — яланхи пекех çапла ыйтать сусăр хĕрача. Унăн, паллах, тантăшĕсемпе хутшăнас килет. Тата тавракурăмне анлăлатасшăн вăл. Çитĕнсе çитсен сиплевçĕ пуласшăн. Ксения мана чăвашла та, вырăсла та, акăлчанла та калаçса кăтартрĕ. «Ниçта та çухалса каймăн эсĕ», — хăпартлантаратăп ăна. Вăл шурă шăлĕсене кăтартса кулать. «Ах, утас килет...» — те чупса çÿрекен ачасене курса кăмăлĕ улшăнчĕ унăн? Çапах та Ксения тунсăхласа лараканнисен йышĕнчен мар. Утайман хĕрача кашни вак-тĕвекшĕнех савăнма пĕлет.

Шкулшăн тунсăхлани

Вĕренÿ çулĕ пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ Ксения Боброва. «Етĕрнере çĕнĕ çи-пуç туянтăмăр. Юбка та, сарафан та пур манăн», — тет хавхаланса хĕрача. Асра юлнă çав кун класс ертÿçине пысăк чечек çыххи парнеленĕ вăл. Сăнатăп та, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăна мар, ытти кун та шкула килни уяв пекех уншăн.

Вĕрентекенсем ăна ытларах пĕлме ăнтăлнăшăн мухтаççĕ. «Вăл урокра та ыйтусем парать. Пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитерет. Историпе, çутçанталăк пулăмĕсемпе кăсăкланать, пластилинпа аппаланма юратать. Кăмăлĕ çирĕп унăн», — палăртать 4-мĕш класра вĕрентнĕ Анна Яковлева. Вăл Бобровсем патне киле те тăтăш çÿренĕ.

Яккушкăнь Мăн Явăш çумĕнчех вырнаçнă, çавăнпах Бобровсене кÿмепе шкула çÿреме йывăрах мар. Çанталăк пăсăлсан çеç çула тухма кансĕр.

Качака сĕчĕ юратать

«Урама тухайманшăн питех кулянмастăп. Мана килте те хăтлă. Эпир атте-аннепе пытанмалла вылятпăр. Алăк е чаршав хыçĕнче ларсан та час тупаймаççĕ мана. Хăш чухне кĕтсе ывăнатăп та сасăпах кулма пуçлатăп», — калаçăва тăсать Ксения.

Николай Сергеевичпа Татьяна Ивановна 4 ача çуратнă, Ксения — чи кĕçĕнни. «Ултă уйăхра, аталанса çитеймесĕрех, çут тĕнчене килчĕ вăл. Çуралсанах диагноз палăртрĕç — ДЦП. Виçĕ хут операци сĕтелĕ çине вырттарнă ăна. Çулленех виçшер хут реабилитаци центрĕнче сипленетпĕр», — тет амăшĕ. Пĕчĕк Ксюшăна аппăшĕпе пиччĕшĕсем пăхма пулăшнă. Халĕ те кĕçĕннине парне парсах тăраççĕ. Çавăнпах Бобровсен килĕнче пукане, тетте нумай.

Ксения юлташĕсене çав тери кĕтет. Вĕсемпе, паллах, вăхăт иртни те сисĕнмест. Пиччĕшĕн ачисемпе — 8-ти Генăпа тата 2-ри Викăпа — выляма юратать вăл. Кирлех пулсан — вĕсене ăса та вĕрентет. «Вика кăтăкласан та каçса кайсах кулатăп», — нимĕн те пытармасть хĕрача. Вăл пуринпе те хăйне тивĕçлĕ тытма пĕлет.

Бобровсен выльăх нумай. Ксюша, сăмахран, качака сĕчĕ юратать. Унсăр пуçне кил хуçисем пахчаçимĕç сутса тупăш илеççĕ.

«Ксения хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхса пырать. Тĕслĕхрен, телевизор çутать, телефонпа шăнкăравлать. Уншăн та хĕпĕртетпĕр», — ăнлантарать Татьяна Ивановна. Ксюша телефон номерĕсене пăхмасăр пĕлет. Кăмăлĕ пусăрăнсанах Ваçкассине качча тухнă аппăшĕпе Людмилăпа çыхăнать вăл. Кулленхи пурнăç тавра калаçу пуçарать унпа, 9 уйăхри тĕпренчĕкĕ пирки ыйтса пĕлет.

Бобровсем çул çÿреме юратаççĕ. Ксюшăна Шупашкара цирка та, театра та илсе килеççĕ. Район, ял уявĕсене те пысăк йышпа тухаççĕ вĕсем.

Чечек парнеленĕ

«Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче 11 çул тултаратăп. Çуралнă куна тăвансемпе кăна мар, тантăшсемпе те уявласчĕ. Пурте пĕрле пысăк торт касса çийĕпĕр. Пылак çимĕçе пурте юратни паллă, çапах та торт çинчи çуртасем çуннă вăхăтра ĕмĕтĕм пурнăçланма ыйтни пĕлтерĕшлĕрех маншăн», — тарăн шухăша путса ăнлантарать Ксения. Ыррине шанни, кĕтни те вăй парать ăна. Ахальтен мар юмах тĕнчинче хăйне хăтлă туять вăл. Мультфильмри юрăсене пĕлет. Пушă вăхăтра илемлĕ фильмсем курать, унти ĕç-пуçа тăванĕсемпе сÿтсе явать.

...Хĕлле сусăрсене Етĕрнери ача-пăча пултарулăх çуртне пуçтарнă. Унта чи вăрттăн ĕмĕте хут çине çырма ыйтнă. Ксюша хĕрлĕ кĕлчечек парнелессе кĕтнине пытарман. Йĕркелÿçĕсем çав самантрах лавккана тухса чупнă, кăштахранах хĕрлĕ чечекпе Ксюшăн кăмăлне уçнă.

Юрлама юратакан хĕрача сцена çине тухасшăн. Реабилитаци центрĕнче ĕçлекенсем ăна концерт программине кĕртме шантарнă. Паллах, ун чухне те хĕрлĕ кĕлчечексем парнелĕç ăна. Ксения куракансене пултарулăхĕпе кăна мар, йăл куллипе те тыткăнлĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.