Кая юлсан —каю шăтĕ
Пĕлĕшĕм икĕ çул каялла виççĕмĕш ачине çуратрĕ. Ипотекăпа хваттер туяннă май кредит тÿлеççĕ вĕсем. Пепкипе малтанах килте вăрах лармасса калаçатчĕ. Нумай пулмасть вара ĕçе тухрĕ те ĕнтĕ. Пĕчĕк хĕрĕ садике çÿреме пуçларĕ. Черечĕ хăвăрт çитнĕ вĕсен. Халь хăюллăнах пирĕн республикăра ку енĕпе пĕр чăрмав та çук тесе калас килет.
Иртнĕ çул кăна Чăваш Енре 4 садике хута яма май килнĕ. «Ача сачĕсем — ачасене» проектпа килĕшÿллĕн юлашки çулсенче республикăра çул çитменнисем валли 21530 çĕнĕ вырăн уçнă. 2012 çулранпа кăна Шупашкар хулинче 16 ача сачĕ шăпăрлансене хăйĕн ытамне илнĕ. Ун умĕн, 20 çул хушши, шкул çулне çитменнисен пĕр учрежденийĕ те уçăлман. Паянхи кун хулара 33 пин ача садике çÿрет. Лару-тăру лайăх енне хăвăрт улшăнни савăнтарать. 2010 çулсенче еплерех çивĕччĕ ку ыйту. Килте ачапа ларма пултарĕччĕ-ха хĕрарăм, анчах та тĕпренчĕкне пăхнăшăн паракан укçапа инçе каяймăн.
Хальхи вăхăтра шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденине çÿрекен шăпăрлансен тавра курăмĕ анлă. Кунтах тĕрлĕ кружок йĕркеленине ырламалла. Чылай ашшĕ-амăшĕн ĕç хыççăн пултарулăх çурчĕ тăрăх çÿреме вăхăт сахал. Педагогсем садике хăйсемех килни пур ашшĕ-амăшне те килĕшет. Тĕпренчĕксене специалистсем ача садĕнчех аталантараççĕ. Аякка çÿремесĕр кунтах акăлчан чĕлхи те вĕренме май пур. Вулама-çырма та хăнăхтараççĕ, юрă-ташă кружокĕсем те ĕçлеççĕ, спортпа та туслаштараççĕ.
Чылай ача садĕнче пултарулăх мастерскойĕ ĕçлет. Кунта шăпăрлансем педагогсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тăрăшаççĕ. Шкул çулне çитменнисем пластилинран е тăварлă чустаран теттесем ăсталаççĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Эрне пуçламăшĕнче воспитатель кашни ашшĕ-амăшнех пултарулăх урокĕсем ирттерме кирлĕ канцеляри таварĕн списокне валеçсе пачĕ: киçтĕк, акварель, тĕслĕ кăранташ, альбом, тĕслĕ хут-картон, çилĕм, хачă тата ытти те. Иртнĕ çулхи теттесем те йăлăхтарса çитернĕ. Юмах кĕнекисем те кивелнĕ. Иртен пуçласа каçченех вăхăтне садикре ирттерекен тĕпренчĕксене çĕннисене камăн илсе парас ан килтĕр? Ачан шухăшлавне аталантаракан теттесем туянмашкăн 1 пин тенкĕ пухма тĕв турăмăр. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшне килĕшмен çакă, садик заведующине кайса евитленĕ. Воспитатель тата ашшĕ-амăшĕн комитечĕ ирĕксĕрлесе укçа пуçтарать имĕш. Ют ушкăн валли мар, хамăр ачасем валли туяннине ниепле те ăнланасшăн мар. Юсав ирттернĕ чухне те çав çынсемех айккинче пăрăнса юлаççĕ. Шел те, лава каялла сĕтĕрекенсем кирек ăçта та пур çав. Ачасене чи малтанах хамăра шанса çурататпăр мар-и? Маттур ашшĕ-амăшĕ вара пепкине тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕнех темиçе ĕçе вырнаçма та, юлашки тенкине тăкаклама та, пур йывăрлăха çĕнтерме те хатĕр.
«Ачасене садикре асаплантарма мĕне кирлĕ? Шкулта вĕрентĕç-ха, эпир пĕрремĕш класа саспалли палламасăрах кайнă, малтанхи çул патак çеç турткаласа ларнă», — çакнашкал калакансем халĕ те пур-ха аслăрах ăру хушшинче.
Пĕрремĕш класа кайиччен çырма-вулама хăнăхман ача кайран вĕренÿре ĕлкĕрсе пырасси иккĕленÿллĕ. Хулари шкулта ĕлĕкхи пек никам та алфавитпа паллаштармасть халь, программа тăрăх тÿрех пысăк калăпăшлă калавсем вулаттараççĕ. Пĕр минутра миçе саспалли вулама пултарнине тĕрĕслеççĕ. Пушшех те, 3-5 çулти ачасем лайăхрах та ас туса юлаççĕ. Апла пулсан пĕлÿ тĕнчипе маларах туслашни ачан пуласлăхне çирĕп никĕс хывма пулăшĕ.