Archive - 20 Авăн, 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

20 Авăн, 2014

"Чăваш хĕрарăмĕ" /Чувашская женщина/ № 38 /856/ 20.09.2014

Почему на селе не общаются на родном чувашском языке? 4 стр.

Лазаревы - самая читающая семья Вурнарского района. Благодаря книгам и журналам у них увеличивается численность техники. 2 стр.

Нас, чувашей, становится меньше. Как изменить демографическую ситуацию? 3 стр.

20 Авăн, 2014

"Чăваш хĕрарăмĕ" 38 № /856/, 20.09.2014

Лазаревсем техника ăсталаççĕ, çемйипех кĕнеке вулаççĕ.

Чăвашсен йышĕ сахалланни темиçешне кăна пăшăрхантарать паян.

Пĕтнĕк пÿлĕмре те ÿсет.

Савни çырăвне çунтарма хăяймастăп...

Майра кин яла килнĕ.

Мăшăрĕшĕн тунсăхлакан шурă чарлан.

20 Авăн, 2014

Хресчен пурнăçĕ çăмăлланать

"Трактор е трицикл çине ларса пăхас-и?" - Лазаревсен килĕнчи техникăна курсан манăн пуçа çакнашкал шухăш пырса кĕчĕ. Унашкаллине урăх ниçта та курман. Иккĕшне те кил хуçи хăй пуçтарнă. "Минск" мотоциклтан ăсталанă трициклпа ним мар 3 михĕ çĕр улми е тырă турттарма пулать.

20 Авăн, 2014

Ташăра - пурнăç, илем...

Общежитире пурăнатпăр. Чăвашĕ те, вырăсĕ те, тутарĕ те, узбекĕ те пур кунта. Килĕштеретпĕр темелле. Анчах паян сăмахăма тăванла пурăнни пирки мар-ха, чăваш культури çинченех пуçарас килет. Мĕн чухлĕ калаçатпăр-çыратпăр пулĕ, кашнинчех чун кÿтсе килнипе сăмахлатпăр - шел те, хуллен чакса пыратпăр!!! Шутпа та, чунпа та... Çĕр çинчи чăвашсен йышĕ сахалланни темиçешне кăна пăшăрхантарать паян. Пĕр-иккĕн çеç пĕве пĕвелес тенипе шыв тулса лараймĕ. Аяккăн-маяккăн çÿремесĕр хальхинче чунăма мĕн канăçсăрлантарнине пĕлтересшĕн.

20 Авăн, 2014

Тăлăх ачасен пысăк уявĕ

Камилла Никитинăпа Ксения Порфирьева кун йĕркине тренировкăран пуçлаççĕ: вĕсен ирсерен сахалтан та виçĕ çухрăм чупмалла. Кăмăлне çирĕплетсе çитернĕ ĕнтĕ: 15 çула çитнĕ тантăшсем никам хушăвĕсĕрех тăраççĕ, хăвăрт тумланаççĕ те стадиона вĕçтереççĕ.