Харсăррисем

Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕр ялĕнче çуралнă вăл, каярах çемье Вăрнара куçса кайнă. 1971 çулта, сакăр класс пĕтерсен, хĕр Канашри медицина училищине акушера вĕренме кĕнĕ.

- Ирхине ултă сехетре çуралнă тет эпĕ. Аннене канăçсăрлантарман та пуль, çавăнпах-тăр вăл килтен те тухман, больницăна кайма та ĕлкĕреймен, - тет амăшне аса илсе.

Ялта выльăх усракан сахаллансах пырать, Муркаш районĕнчи Мăрсакассинчи Потряковсен вара витере йыш хушăнсах тăрать. «Эпир яланах 2-3 ĕне пăхнă, сысна çăвăрлаттарнă», - калаçăва пуçлаççĕ Николай Витальевичпа Милия Викторовна. Тенкĕ çуме пус хушма пĕлеççĕ çав вĕсем.

Subscribe to Харсăррисем