"Афган синдромĕ": пурнăçра хура тата шурă тĕссем кăначчĕ...

17 Çурла, 2015

Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕр ялĕнче çуралнă вăл, каярах çемье Вăрнара куçса кайнă. 1971 çулта, сакăр класс пĕтерсен, хĕр Канашри медицина училищине акушера вĕренме кĕнĕ.

- Ирхине ултă сехетре çуралнă тет эпĕ. Аннене канăçсăрлантарман та пуль, çавăнпах-тăр вăл килтен те тухман, больницăна кайма та ĕлкĕреймен, - тет амăшне аса илсе.

Анна Никифоровна та ĕмĕрĕпе Вăрнарти больницăра тăрăшнă. Унăн тĕслĕхĕ те хĕрне професси суйлама хистенĕ-тĕр. Мăшăрĕ çĕре ир кĕнĕрен ачисене хĕрарăм ура çине пĕчченех тăратнă. Çулталăк çурă каялла вара хăй те çут тĕнчерен уйрăлнă.

Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕр ялĕнче çуралнă вăл, каярах çемье Вăрнара куçса кайнă. 1971 çулта, сакăр класс пĕтерсен, хĕр Канашри медицина училищине акушера вĕренме кĕнĕ.

- Ирхине ултă сехетре çуралнă тет эпĕ. Аннене канăçсăрлантарман та пуль, çавăнпах-тăр вăл килтен те тухман, больницăна кайма та ĕлкĕреймен, - тет амăшне аса илсе.

Анна Никифоровна та ĕмĕрĕпе Вăрнарти больницăра тăрăшнă. Унăн тĕслĕхĕ те хĕрне професси суйлама хистенĕ-тĕр. Мăшăрĕ çĕре ир кĕнĕрен ачисене хĕрарăм ура çине пĕчченех тăратнă. Çулталăк çурă каялла вара хăй те çут тĕнчерен уйрăлнă.

Диплом илнĕ Галина Николаевнăна малтанах Пăртаса янă. Унта нумай тытăнса тăман вăл, Вăрнарти больницăра акушеркăра тăрăшма пикеннĕ. Часах Шупашкара куçнă.

- Вĕренме кĕресшĕнччĕ - пулаймарĕ. Çапла вара ĕмĕрĕпех медсестрара тăрăшатăп. Шупашкара килсен малтанах Пир-авăр комбиначĕн больницинче, кайран Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ çумĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ĕçлерĕм.

1985 çулта çар комиссариатне чĕнсе илчĕç. Пирĕнпе нумай калаçрĕç. Çапла эпĕ Афганистана кайма килĕшрĕм. Çамрăк пулнă, нимрен те хăраман-çке. Халĕ, çулсем иртнĕçемĕн, çакăн пирки тĕплĕ шухăшлатăп та "мĕнле хăраман-ши?" тесе хамран хам тĕлĕнетĕп, - каласа кăтартать хĕрарăм.

Кундуз хулине лекнĕ Галина Николаевна. Çывăхра пысăк аэропорт пулнă.

- 92834-мĕш чаçе лекрĕм. Паянхи пек астăватăп. Хăрушă ÿкерчĕк кĕтсе илчĕ. Эпир çитнĕ чухне шăпах пысăк операци пулнă та вилнисем йышлăччĕ. Разведка батальонĕ пĕтĕмпех пуля айне лекнĕччĕ. Çавăнпах пурте пусăрăнчăк çÿретчĕç.

Малтанах медсанбат çумĕнче йĕркеленнĕ больницăра тăрăшрăм. Кайран уйрăм госпиталь уçăлчĕ. Тĕрлĕ инфекципе чирлисене сывататчĕç унта. Мĕнле кăна амак çаклатнисене илсе пымастчĕç? Больници чаплăччĕ вара. Шыв кĕретчĕ, кашни палатăра душ пурччĕ. Çапла виçĕ çул ĕçлерĕм, - тет "Ĕçри хастарлăхшăн" медале тивĕçнĕ чăваш хĕрарăмĕ.

Вилĕмĕ те, çĕленĕ те...

- Койкăсем çумĕнчен пăрăнман та темелле. Утса мар, чупса çÿренĕ çав. Вăрçă - уяв мар. Час-часах перетчĕç. Юнашар пысăк аэродромччĕ-çке. Кĕтмен çĕртен шăтăр-шатăр! тутарма тытăнатчĕç. Çĕлен мĕн чухлĕччĕ тата! Хăрушăччĕ. Кăштахран хăнăхрăмăр та хăрами пултăмăр.

Çар госпитальне сыхлакансем хушшинче икĕ пĕртăван салтак пурччĕ. Пĕррехинче пĕрин пуçĕ тĕлнех хăпарнăччĕ кобра. Хăть те хăш самантра та сиксе сăхма пултаратчĕ. Çакна тепри асăрхарĕ те çĕлене персе пăрахрĕ.

Уявсенче те яланах перетчĕç. Майăн 1-мĕшĕ-и, 9-мĕшĕ-и, мартăн 8-мĕшĕ-и - яланах "хăнасене" кĕтмеллеччĕ, - паян çав тери лăпкăн каласа кăтартать иртнине хĕрарăм. - Кундузра кĕтсе илнĕ Çĕнĕ çул та асăмрах. Эпир ноябрьте çитнĕ-çке. Унта вара - çулла. Арçынсем таçтан хыр лăсси тупса килнĕччĕ. Эпир ăна тĕрлĕ теттепе, мамăкпа илемлетнĕччĕ. Юр çусан мĕн тери савăнаттăмăр тата! - вăрçăра та кулăпа аса илмеллисем пулнах, вĕсене те пытармасть Галина Алексеева.

Тăван кĕтесшĕн питĕ тунсăхланă. Çавăнпах "тимĕр кайăксене" питĕ кĕтнĕ вĕсем.

- Тепĕр чухне хăйăрлă тăман тухсан эрнипех вĕçместчĕç самолетсем. Çанталăк уяртсан вара вĕсене кĕтме пуçлаттăмăр. Çыру илсен питĕ хĕпĕртеттĕмĕр!

- Тĕрлĕ халăх хĕрĕ нумайăнччĕ пирĕн унта. Чăвашсенчен эпĕ пĕчченехчĕ. Канаш тăрăхĕнчен Герман ятлă салтак пурччĕ. Унпа тĕл пулсан тăван чĕлхепе сăмахлаттăмăр вара. Тепĕр чухне хĕрсемпе пухăнса кашни хăйĕн чĕлхипе юрăсем шăрантараттăмăр. Вăрнарта пурăннăран чăвашла пĕр юрă çеç пĕлеттĕм. Ялан "Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм?" тесе ĕнĕрлеттĕм.

Çапла юрласа ларнă хушăрах шăтăр-шатăр! илтĕнсе каятчĕ пăшал сасси. Вăр-вар сиксе тăраттăмăр та чирлисем патне чупаттăмăр: вĕсене хÿтлĕхе илсе каймалла. Хамăр пурнăç çинчен шухăшлама вăхăт та çукчĕ, - каласа кăтартмалли пурах вăрçăра пулнăскерĕн.

Хĕрарăмăн вăйлă пулма юрамасть

Паян хăй вăрçă çинчен пĕр кино та пăхайманнине палăртать хĕрарăм. Чунне çав тери тарăн кĕрсе вырнаçнă-тăр унти хаярлăх.

- Пĕтĕмпех куç умне тухать те кĕлетке тăрăх сивĕ чупса иртет. Тепĕр чухне аса илсен куççульпех макăратăп. Кашнин - хăйĕн суранĕ. Юлашки вăхăтра тата пĕрмаях тĕлĕкре аташатăп. Тăван тăрăха илсе каякан самолетран юлатăп пек. Пурте вĕçсе кайма хатĕрленнĕ - эпĕ çеç çук. Никама та вĕлермен пулин те мана та çапла тĕлĕксем тĕлленеççĕ те, арçынсем епле пурăнаççĕ-ши? Йăлтах чунра-çке. Алă-урасăр юлнă тусĕсем куçран пăхса "персе вĕлер" тесе ыйтнисем асĕсенчен кайма пĕлмеççĕ-тĕр, - ассăн сывлать Галина Николаевна сăмах çăмхине малалла сÿтнĕ май.

- "Афган синдромĕ" текен ăнлав пур. Киле таврăнсан вăрçă хыççăн мирлĕ пурнăçа хăнăхни, унăн условийĕсене йышăниччен иртекен тапхăра çапла калаççĕ. Эпĕ те малтанах çав тери хаярччĕ. Маншăн та пурнăçра шурăпа хура çеç пурччĕ. Вăхăт иртнĕ май çак туйăм сĕвĕрĕлет. Чылайăшĕ психики хавшанипех халĕ те тăна кĕрсе çитеймен. Теприсем эрех ĕçеççĕ, хăшĕ-пĕри вырăнпах выртать. Вĕсем çинчен пĕлместпĕр кăна...

Афганистан ветеранĕсен канашĕ те пĕрлештерет пире. Пухăнса калаçатпăр: аса илмелли сахал мар вĕт. Тепĕр чухне арçынсене: "Арăмăрсене хисеплĕр. Вĕсем сире, сирĕн хаяр кăмăлăрсене темле пулсан та чăтаççĕ", - тетĕп, - чунне уçать Галина Николаевна.

Шел, хăй çирĕм çул ĕнтĕ пĕччен пурăнать. Тăватă çул пĕрле пурăннă хыççăн мăшăрĕ чирлесе вилнĕ. Ун хыççăн текех качча кайман вăл, ача-пăча та çуратман.

- "Хĕрарăм пĕччен пурăнаять пулсан - Турă памасть", - тетчĕ анне. Çавăнпах хĕрарăмăн тепĕр чухне ытлашши вăйлă пулма та юрамасть, - тет вăл çамрăксене канаш парса.

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.