Archive - 19 Утă, 2022 - Хыпар

19 Утă, 2022

Федор ФОМИН: Телефон зарядкинчен те пушар тухать

Пушар надзорĕ вут-çулăмран асăрхаттарас, инкекре пурлăха сыхлас, этем пурнăçне çăлас енĕпе чылай ĕç тăвать. Самана улшăнса пынă май ĕç тĕллевĕсем те анлăланаççĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ, пурлăх бази хальхи йышши техникăпа пуянланать, сотрудниксен ăсталăх шайĕ ӳсет. Юлашки вăхăтра пушар хуралĕнче мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ? Вут-кăвартан упрас тĕллевпе мĕн- мĕн тунă?