Федор ФОМИН: Телефон зарядкинчен те пушар тухать
Пушар надзорĕ вут-çулăмран асăрхаттарас, инкекре пурлăха сыхлас, этем пурнăçне çăлас енĕпе чылай ĕç тăвать. Самана улшăнса пынă май ĕç тĕллевĕсем те анлăланаççĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ, пурлăх бази хальхи йышши техникăпа пуянланать, сотрудниксен ăсталăх шайĕ ӳсет. Юлашки вăхăтра пушар хуралĕнче мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ? Вут-кăвартан упрас тĕллевпе мĕн- мĕн тунă? Çак тата ытти ыйтăва ЧР патшалăх пушар надзорĕн тĕп инспекторĕн çумĕ, шалти служба полковникĕ Федор Фомин хуравларĕ.
— Федор Петрович, пушар надзорĕн тĕллевĕсем самай улшăнчĕç-и?
— Халĕ эпир граждансен объекчĕсене тĕрĕслесе тăратпăр, пушар сăлтавĕсене тĕпчетпĕр, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă профилактика ĕçĕсене пурнăçлатпăр, çынсемпе тĕл пулатпăр. Калăпăр, шкулсенче ăнлантарса калаçусем ирттеретпĕр. Уйрăм ушкăнсене — нумай ачаллă тата йĕркесĕр çемьесене, ватă çынсене — куçран вĕçертместпĕр. Шкулсемпе ача сачĕсене, больницăсемпе ветерансен çурчĕсене, культура çурчĕсемпе кинотеатрсене сăнаса тăратпăр. Хăрушлăхпа çыхăннă предприяти-учреждение пĕрмай тĕрĕслетпĕр. Тĕслĕхрен, автозаправка станцийĕсенче çулталăкра темиçе хут та пулатпăр. 2012 çултанпа профилактика ĕçĕсене ытларах ирттерме тытăнтăмăр. Тĕрĕслев вăхăтĕнче айăпласси мар, асăрхаттарасси тата çитменлĕхсене пĕтересси малти вырăнта тăрать. 2016 çулта мĕн пур объектăн хăрушсăрлăх категорине çирĕплетнĕ. Тĕслĕхрен, хăрушлăх кăларса тăракан об˜ектсен шутне вĕренӳпе социаллă учрежденисем кĕреççĕ, вĕсене çулталăкра темиçе хут тĕрĕслетпĕр. Йĕркене пăхăнакан предприятисенче икĕ е виçĕ çулта пĕрре пулатпăр. Хăрушсăрлăх категорине ятарлă калькуляторпа усă курса палăртма пулать. Совет тапхăрĕнчех çирĕплетнĕ 20 пин ытла норматива пăрахăçласа çĕнĕ правилăсен минимумне кĕртнĕ. Профилактика ĕçĕсемпе тĕрĕслевсене контрольпе надзор мероприятийĕсен пĕрлехи реестрне кĕртсе пыратпăр. Ăна прокуратура сăнаса тăрать.
— Халĕ пушар мĕне пула ытларах алхасать?
— Чи пĕрремĕшĕ — вут-кăварпа асăрхануллă пулманни. Газ плитипе усă курнă чухне тимлĕхе çухатаççĕ, çавăн пекех çынсем çӳп-çап çунтарнă вăхăтра, уçă вырăнта апат пĕçерме кăвайт чĕртсен йĕркене пăхăнмаççĕ. Пируса пула нумай пушар тухать. Иккĕмĕш сăлтавĕ электротехникăпа çыхăннă. Электро-хатĕрсене монтаж тунă чухне правилăсене пăсаççĕ. Хальхи вăхăтра ку ĕçе пĕлнĕ-пĕлмен çынсем ытларах тăваççĕ. Электропралука та суйлама пĕлмелле. Вĕсем нормăпа килĕшсе тăмалла, анчах çак уйрăмлăхсене, шел те, никам та тĕрĕслемест. Совет тапхăрĕнче килте электроприбор сахал пулнă. Халĕ кашни пӳлĕмре телевизор, компьютер, ытти оборудовани пур. Анчах чылайăшĕн килĕнче пралуксем кивĕ. Çавăнпа вĕсем хĕреççĕ те çунма пуçлаççĕ. Алюминирен тунă хатĕрсене пăхăртан тунипе çыхăнтарсан та пушар тухма пултарать. Калăпăр, электровилка хĕрни япăх, çавăнпа вĕсене сăнаса тăмалла. 40-50 çул каяллахи электропралуксене улăштармасан та вут-çулăм алхасать. Электрооборудованипе те тĕрĕс усă курмалла. Тĕслĕхрен, телевизора пультпа кăна сӳнтермелле мар, розеткăранах кăлармалла. Телефон зарядки те — вут-çулăм сăлтавĕ. «Хĕрлĕ автан» алхаснин виççĕмĕш сăлтавĕ — кăмакапа тĕрĕс мар усă курни. Хальхи саманара та пӳрте кăмакапа ăшăтакансем пур. Мунча кăмакинчен пушар ытларах тухать. Шел те, хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ кăмакаçăсем хăрушсăрлăха пăхăнмаççĕ. Кăмакине мĕнрен тунине те никам та тĕрĕслесе тăмасть. Паллах, эпир рейда тухсан чылайăшне çак уйрăмлăхсем пирки асăрхаттаратпăр.
— Пушар хăрушсăрлăхĕ профилактика ĕçĕсенчен нумай килет.
— Ку енĕпе, чăн та, пысăк ĕç тăватпăр. Анчах кашни çын патне те çитейместпĕр. Нумай ачаллă тата йĕркесĕр çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсене учета илнĕ. Паллах, пурте киле кĕртмеççĕ. Сĕнӳ-канаш ыйтакансем пурри савăнтарать. Пушартан асăрханнине нимĕн те çитмест. Шкулсене пĕрмай каятпăр, уйрăмах каникул умĕн ачасемпе тăтăш тĕл пулатпăр, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене хутшăнатпăр. Çулла кану лагерĕсене çитетпĕр, унта кăсăклă занятисем ирттеретпĕр. Çавăн пекех профориентаци енĕпе те ĕçлетпĕр. Çамрăксене хамăрăн професси çинчен каласа кăтартатпăр, ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллаштаратпăр. Театрсенче пушар ыйтăвĕпе çыхăннă сценкăсем лартатпăр, флешмобсем ирттеретпĕр. Тĕн учрежденийĕсенче те мероприятисем пулаççĕ. йĕплĕ пралук леш енчисемпе те нумай ĕçлетпĕр. Пушар хуралĕн музейĕ вун-вун мероприяти йĕркелет. Акă 2004 çултанпа Шупашкарти шкулсенче ятарлă уроксем ирттереççĕ.
— Çынсем пушар вăхăтĕнче хăйсене мĕнле тытмаллине те манаççĕ…
— Чи кирли — хăраса ӳкмелле мар. Пушара сӳнтерме майсем тупмалла. Çулăм ытлашши сарăлсан пушар чаçне çийĕнчех шăнкăравламалла. Килтен тухма май çук тăк балкона тухса е чӳречерен кăшкăрса пулăшу ыйтмалла. Унашкал тĕслĕх сахал мар пулнă. Ача хваттерте пĕччен юлнă, пĕр пӳлĕмре çунма пуçланă. Вăл çав пӳлĕм алăкне хупнă та балкона тухса кăшкăрнă. Тĕтĕм мăкăрланать тĕк урайне выртса алăк е чӳрече патне шумалла, ал шăллине /сăмса тутрине е урăх япалана/ йĕпетсе пите хупламалла. Хваттертен балкона е картлашкапа урама тухма тăрăшмалла. Пушар вăхăтĕнче лифтпа усă курма юрамасть, ăна чарса лартма пултараççĕ. Тĕтĕм подъездран кĕрет тĕк алăк шăтăкĕсене çĕтĕк таврашĕпе хупламалла, çулăм чӳрече енчен тĕк ăна питĕрмелле.
— Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркипе килĕшӳллĕн кашни килте мĕн-мĕн пулмалла?
— Огнетушитель. Порошокли пулсан аванрах. Унпа тĕрĕс усă курсан чылайлăха çитет. Анчах пур килте те çук вăл. 2003 çултанпа, требованипе килĕшӳллĕн, кашни хваттерте пушар сӳнтермелли кран лартмалла. Анчах пур строитель те çак йĕркене пăхăнмасть. Тĕтĕм тухсан сасă паракан хатĕр /датчик/ лартни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл çын пурнăçне çăлма пулăшать, çăлав службине вăхăтра чĕнме май парать.
— Пушарнăйсене пулăшакан дружинăсен доброволецсен ĕçне епле хаклатăр?
— Ку юхăм темиçе ĕмĕр каяллах йĕркеленнĕ. Совет тапхăрĕнче кашни предприятире, кашни хуçалăхра ятарлă дружинăсем тытса тăнă. Хăшĕ-пĕрин пушар техники те пулнă. Вĕсене хăш-пĕр ертӳçĕ упраса хăварнă. Анчах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çак тытăм арканнă. 2011 çулта доброволецсен юхăмне тепĕр хут чĕртсе тăратрĕç. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра çакнашкал 56 ушкăн, ытларахăшĕ — ялсенче, ĕçлет. Кунĕн-çĕрĕн хурал тăраççĕ. Вĕсене пушар техникипе те тивĕçтеретпĕр. Пире пур енĕпе те пысăк пулăшу кӳреççĕ: вут-çулăма сӳнтереççĕ, акцисем йĕркелеççĕ, ăмăртусене хутшăнаççĕ... Акă Çĕмĕрле районĕнчи Хутарта вырăнти пачăшкă пуçарнипе ятарлă ушкăн йĕркеленĕ. Вĕсене налук енĕпе çăмăллăх параççĕ, топливăпа тивĕçтереççĕ.
— Ведомствăн тĕп пуянлăхĕ — çынсем…
— Пирĕн тытăмра 107 çын ĕçлет. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — çын пурнăçне, вĕсен пурлăхне инкек-синкекре сыхласа хăварасси. Çак ĕçе пурнăçа кĕртессишĕн пирĕн специалистсем чунтан тăрăшаççĕ. Ветерансем — пирĕн тĕрев. Вĕсем çамрăксене хăйсен опычĕпе паллаштараççĕ, хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçе хастаррăн хутшăнаççĕ. Пирĕн йышра çамрăксем пурри савăнтарать. Ятарлă пĕлӳ илнĕ специалистсене кĕтетпĕр. Паллах, урăх профессиллисене те йышăнатпăр.