Хыпар 79 (27958) 19.07.2022

19 Утă, 2022

Пылак çимĕçрен пуçласа çĕнĕ йышши огнетушитель таран

Юлашки уйăхсенче Анăç санкцийĕсене пула экономика хутшăнăвĕсем тĕпрен улшăнчĕç те — маларах пулнă плансем çинчен манни те тĕлĕнтермĕччĕ. Телее, вĕсем манăçман кăна мар — ĕçлеççĕ, пурнăçланаççĕ. Калăпăр, республикăн 2035 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕ. 2020 çулхи кĕркунне саккунпа çирĕплетнĕскерĕн инвестици программи пысăк пулнине астăватпăр – унта кĕнĕ проектсем мĕнле пурнăçланаççĕ?

Кашни виççĕмĕшĕ пурнăçланнă

Стратеги-2035 пĕтĕмпе 450 инвестици проектне пухнă — 284,5 миллиард тенкĕлĕх. Вĕсем экономикăн мĕн пур отрасльне пырса тивеççĕ. Правительство çуртĕнче нумаях пулмасть иртнĕ канашлура кăмăллă пĕтĕмлетӳ пулчĕ: инвестпортфеле кĕнĕ проектсен виççĕмĕш пайне яхăн пурнăçланă — 131 проекта тӳрре кăларнă. Вĕсене пурнăçланă май хывнă инвестицисен калăпăшĕ 9,3 миллиард тенкĕпе танлашнă, пĕтĕмпе çĕнĕ 901 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Инвестици аталанăвĕн агентствин ĕç тăвакан директорĕ Сергей Мякинин Стратегири проектсенчен 43-шне хальхи вăхăтра вăл ертсе пыракан тытăм сăнаса-йĕркелесе пынине çирĕплетрĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 28 миллиард тенкĕрен те иртет. 24 проект тĕлĕшпе инвестици проекчĕсене пурнăçлас кăмăла çирĕплетекен килĕшӳсене алă пуснă та ĕнтĕ. Агентство тивĕçĕ — тӳрре кăлармалли проектсем валли çĕр лаптăкĕсем суйласа илесси, патшалăх пулăшăвĕпе усă курма тата резидент статусне илме май парасси. Унран пулăшу ыйтнă инвесторсем валли инвестици проекчĕсене пурнăçлама 22 çĕр лаптăкĕ тупса панă — пĕтĕмпе 143 гектар.

Юлашки вăхăтра кăна пысăк инвестици проекчĕн статусне тăватă организаци илнĕ. Çав шутра — «Фабканди», «Астра», «Чăваш Республикин крематорийĕ», «Волга Премиум» компанисем. Çак организацисем пуçарнă проектсен пĕрлехи хакĕ 2 миллиард тенкĕ патнеллех. Сăмах — 294 ĕç вырăнĕ йĕркелесси пирки. «Пысăккисен» шутне кĕртмешкĕн тата пилĕк организаци проекчĕсем тĕлĕшпе документсем хатĕрлес ĕç пырать. Списокра — «Индустри паркĕ», «Сенсум», «Ваши окна-строй», «Акконд».../. Вĕсен проекчĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ — тата 2 миллиард тенкĕлĕх. Çĕнĕ производствăсем 227 ĕç вырăнĕ йĕркелессине тĕпе хураççĕ.

14,7 миллиард тенкĕлĕх, 1,6 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркелемелли тата 12 проект Раççей Правительстви хута янă пулăшу механизмĕпе усă курса инфратытăм объекчĕсене хывакан бюджет инвестицийĕсене илĕ. Агентство тĕпе хуракан çул-йĕрсен шутĕнче çавăн пекех — муниципалитет йĕркеленĕвĕсен инвестици профилĕсене палăртасси. Кăçал сăнавлă тăватă муниципалитет хыççăн ытти районпа хула валли те çав профильсене хатĕрлĕç.

Çĕртме уйăхĕнче бизнеспа, халăхпа тивĕçлĕ анкетăсем çырас енĕпе ĕçленĕ, муниципалитетсенчи тĕп организацисене палăртнă. Чăн та, ку ĕçе пур çĕрте те кирлĕ пек йĕркелемен. Сăмахран, асăннă канашлура Сĕнтĕрвăррисене сăмах тиврĕ. Райадминистраци ертӳлĕхĕ хайхи профильсем мĕн тума кирлине, унăн пĕлтерĕшне ăнланать, çапах республика Пуçлăхĕ Олег Николаев кирлĕ пулсан хăйне евĕр вĕренӳ вырăнне ятарласа канашлу ирттерме сĕннине хирĕçлемерĕ — пĕрле пухăнса калаçни, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни ытлашши пулас çук. Олег Алексеевич та пусăм тусах палăртрĕ: инвестици профилĕсем муниципалитетсен майĕсемпе, хăвачĕпе туллин усă курма пулăшмалла. Хайхи проектсене пурнăçлани инвесторсемшĕн кăна тупăшлă мар вĕт, чи малтанах халăхшăн лайăх: ĕç вырăнĕсем, бюджета хушма тупăш кĕнине кура социаллă ыйтусене татса памалли май ытларах пуласси тата ытти те.

Канаш та кондитер çимĕçĕсемпе сăйлĕ

«Химпромпа», трактор завочĕпе, çавнашкал пысăк ытти предприятипе çыхăннă инвестици проекчĕсем яланах чĕлхе çинче-ха, анчах пĕчĕкрех проектсем пирки вара калаçсах каймастпăр.
Калăпăр, çӳлерех асăннă «Фабканди» проектнех илер. «Çĕнĕ йышши» пылак çимĕçсен фабрикин строительстви пирки сăмах пырать. Хăшĕсем «пирĕн «Акконд» пур вĕт, апла тăк канфет кăларакан тепĕр фабрика мĕн тума кирлĕ?» теме пăхĕç. Пур, анчах çĕнĕ фабрика çимĕçĕ те рынокра хăйĕн вырăнне тупасси иккĕлентермест. Çак проекта пысăк пĕлтерĕшлисен шутне кĕртессине республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе çирĕплетнĕ ĕнтĕ.

«Фабканди» компани патшалăх пулăшăвне ыйтнă май икĕ çулта кондитер çимĕçĕсен производствине йĕркелеме, сывă апатлану ыйтăвĕсемпе ĕçлемешкĕн наукăпа методика центрĕ уçма шантарать. Инвестици проектне пурнăçлама Канашра юнашар вырнаçнă тăватă çĕр лаптăкне уйăраççĕ, пĕтĕмпе 60 пине яхăн тăваткал метр. Проектăн инвестици калăпăшĕ 1011,5 миллион тенкĕпе танлашмалла.

Хăшĕ-пĕри республикăра нимĕн те аталанмасть теме пăхать те — вĕсемпе килĕшес килмест. Тен, массăллă информаци хатĕрĕсем çĕнĕ проектсем çинчен каласа парас тĕлĕшпе çаврăнăçуллах мар пуль — çавăнпа кăна бизнесăн хавхалану-пуçарулăх çук пек туйăнмасть-ши? Республикăн инвестици порталне кĕрсе пăхăр /investchr.ru/ — ĕç вĕресе тăнине тӳрех курса ĕненме пулать. Унта пĕтĕмпех пур — патшалăх предпринимательлĕхе пулăшма палăртнă мерăсенчен тытăнса Чăваш Енĕн ăçта мĕнле пушă çĕр лаптăкĕ пуррине кăтартакан инвестици картти таран. Паллах, патшалăх пулăшăвĕпе пурнăçланă тата тӳрре кăларакан проектсем çинчен те пĕлме май пур. Кăмăллă пулма сăлтав пур: бизнес тĕлĕрмест, пуçаруллă çын пайтах — çĕнĕ производствăсем уçаççĕ, çĕнĕ йышши продукци туса кăлараççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Пысăк тухăç илессе шанаççĕ

Çĕр ĕçченĕсене кăçал тырă мĕн чухлĕ пухса кĕртесси, паллах, халех шухăшлаттарать. Тымар патĕнче нӳрĕк сахалланса юлнăшăн иртнĕ эрнери çумăрчченех кулянчĕç. Кĕлете миçе тонна кĕртесси калча пахалăхĕнчен нумай килет. Вăл Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче мĕнле-ха?

Малтан «Простор» хуçалăхра пултăмăр. Кунта акакан-лартакан лаптăк 4093 гектар йышăнать. Хăватлă трактор иртнĕ çулсенче çум курăк хупланă çĕре çĕтетчĕ /сăн ӳкерчĕкре/, нумай çул çитĕнекен курăкран утă хатĕрлетчĕç, калчана нăрăран хими препарачĕпе хӳтĕлетчĕç. Тырă парка шăтнă, лайăх çитĕнет. «Россы Поречья» общество калчине те çак сăмахсемпех хаклас килет.

— Пирĕн акакан-лартакан çĕр — 2022 гектар, çав шутра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 1522 гектар йышăнаççĕ, — каласа кăтартрĕ Николай Саушкин ертӳçĕ. — Рапс — 500 гектар. Европăран илсе килнĕ сорта акрăмăр. Çĕртме уйăхĕнче хăвăрт ӳсрĕ, анчах утă уйăхĕн икĕ эрнинче çумăр çумарĕ. Шăрăх тăнăран тымар патĕнче нӳрĕк юлмарĕ, çавăнпа рапс ӳсме чарăнчĕ. Çулталăк каяллахинчен лутрарах, çулçи кăшт типрĕ.

Ертӳçĕ тĕшĕлĕх хĕвел çаврăнăшне те кăтартрĕ. Çум курăка çуркунне хими препарачĕпе пĕтернĕ, çавăнпа лаптăкĕ тап-таса. 100 гектар ытла йышăнать, пуç кăларайман-ха. Илемлĕ курăнать. Сăлтавне агротехнологие пăхăнса акнипе, минерал удобренийĕпе тулăх апатлантарнипе ăнлантармалла. Общество лаптăкне çуллен пысăклатма тĕллев лартнă. Хĕвел çаврăнăшĕнчен предприятире иртнĕ çул хута янă заводра тип çу юхтарса сутасшăн. Директор журналистсене унта та кĕртсе кăтартрĕ. 300 тонна тултармалли цистернăсене кăçалхи тухăçпа тултармалла. Трактор-машина паркĕнче тырă пухса кĕртмелли çичĕ комбайна шутларăм. Ытти техника та пайтах. Коллективра куллен ĕçе 20-ĕн тухаççĕ, çур акинче тата вырмара вăй хуракан йыш хушăнать.

— Предприятин ял хуçалăх культурисем туса илес ĕçри паха опычĕпе паллаштарма паян фермерсен пĕр ушкăнне илсе килменшĕн хама ӳпкелерĕм те, — терĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. — Производствăна ӳстерес, тупăш тăвас тĕллевпе сирĕнтен вĕренмелли нумай.
Пăрачкавсем çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 12,3 пин гектар е планран 11,2% ирттерсе акнă. Ытти хăш-пĕр районпа танлаштарсан техника культурисем /3,9 пин гектар/ нумайрах варăнтарнă. Вĕсем тырăран тупăш ытларах кӳнине районта лайăх пĕлеççĕ. Сутма çĕр улминчен нумай хут çăмăлрах. Сăмах май, ăна 12 гектар лартса плана 16,2% кăна тултарнă.

— Культурăсем лайăх шăтса çитĕнчĕç, анчах çĕртмере тата утă уйăхĕн икĕ эрнинче çумăр çуманран вĕсене ӳсме нӳрĕк çитмерĕ, — терĕ райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Валентина Журина. — Çавăнпа вегетаци вăрахланчĕ. Утă уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне вĕсене нӳрĕк 20% çитместчĕ. Çут çанталăк çумăр парасса кĕтетпĕр. Çусан пысăк тухăç илес шанăç хушăнĕ.

Улатăр районĕнче çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 10,7 пин гектар акнă, плана 0,6% ирттерсе тултарнă. Администраци пуçлăхĕ Нина Шпилевая пĕлтернĕ тăрăх, кăçал акнине-лартнине 25,4 пин гектартан пухса кĕртмелле. «КиПиАй» агрофирма иртнĕ çулсенче пушă выртнă уйсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕрен ял хуçалăх производствине ӳстернĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Аякри ялсене те интернетпа тивĕçтереççĕ

2019 çултанпа «Цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн инçетри ял-поселока хăвăрт ĕçлекен интернетпа тивĕçтереççĕ. Вăл Атăл леш енчи поселоксене те çитнĕ.

ЧР Цифра министерстви пĕлтернĕ тăрăх, «Информаци инфратытăмĕ» проект пулăшнипе виçĕ çулта социаллă 480 объекта /ФАПсем, шкулсем, пушар чаçĕсем, культура учрежденийĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем/ тӳлевсĕр интернетпа тивĕçтернĕ. Даннăйсем паракан пĕрлехи сете 400 ытла шкула кĕртнĕ.

Сосновкăри шкул директорĕн çумĕ Людмила Касихина каланă тăрăх, пĕлӳ çуртĕнче унччен интернет хăвăртлăхĕ япăх пулнă. «Йĕркене кĕртме ыйтса специалистсене пĕрмай чăрмантараттăмăр. Кăçалхи çуркунне шкула пысăк хăвăртлăхлă интернет кĕртрĕç. Вăл вĕренӳ ĕçне лайăхлатма май пачĕ. Ку çĕнĕлĕхпе ачасем кăна мар, учительсем те кăмăллă. Хӳтĕлев шлюзĕ вырнаçтарнă, çавăнпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен килĕшӳсĕр сайтсене никам та кĕреймест», — пĕлтерчĕ Людмила Александровна.

Пысăк хăвăртлăхлă интернет учительсен ĕçне те çăмăллатнă. «Урок вăхăтĕнчех цифра платформисемпе усă куратпăр, видеоуроксем ирттеретпĕр. Платформăсемпе ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те паллашаççĕ. Вĕренекенсем онлайн майпа иртекен олимпиадăсене, дистанци мелĕпе йĕркелекен конкурссене хутшăнаççĕ. Малти вырăнсене те йышăнчĕç. Эпир хамăр та ниçта каймасăрах пĕлĕве тарăнлататпăр, педагогсен социаллă сечĕсенче те ирĕклĕнех калаçатпăр, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр. Онлайн семинарсене, вебинарсене хутшăнатпăр. Интернет платформăсем класс тулашĕнчи мероприятисене хатĕрленме пулăшаççĕ», — терĕ пуçламăш классен учителĕ Алена Иванова. Математика учителĕ Татьяна Чердакова каланă тăрăх, хальхи саманара вĕренĕве интернетсăр йĕркелеме йывăр. «Цифра технологийĕсемпе усă курмасăр пĕр урок та иртмест. Ятарлă программăсем пулăшнипе ачасем экзаменсене хăйсем тĕллĕнех хатĕрленчĕç. Цифра платформисемпе те ĕçлеме çăмăл, унта пĕтĕмпех пур. Халĕ учителĕн задание тĕрĕслемелле те мар, ĕçе епле пурнăçланине программа пĕтĕмлетет. Палла журнала кăна кĕртетĕп», — терĕ Татьяна Германовна.

9-мĕш класран вĕренсе тухнă Матвей Епифанов хăйĕн шăпине информаци технологийĕсен сферипе çыхăнтарасшăн, çавăнпа компьютер умĕнче нумай вăхăт ирттерет. «IT-специалист — пур отрасльте те кирлĕ професси. Вĕсем сайтсем, приложенисем, программăсем хатĕрлеççĕ. Пысăк хăвăртлăхлă интернет ку енĕпе анлăланма майсем туса пачĕ. Унти çăл куçсене тишкеретĕп, кирлĕ программăсене уçласа илетĕп, видеоуроксем пăхатăп», — терĕ шкул ачи. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Телей керменĕн хуçи

Шупашкар районĕнчи Тавăшкассинче ӳснĕ Валентина Спасова (хĕр чухнехи хушамачĕ Халапсина) 1968 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Дипломлă çамрăк учительницăна Красноармейски районĕнчи Именкасси вăтам шкулне ĕçлеме янă. Çулталăк çурăран хăюллă та пултаруллăскере ВЛКСМ райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйланă. Унта тăватă çул вăй хунă хыççăн 1974 çулхи кăрлачра Валентина Петровнăна Красноармейски шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне çирĕплетнĕ. Çак тивĕçе 32 çул пурнăçланă. Çав вăхăтрах ачасене физика вĕрентнĕ. Паян вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, РСФСР халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ. Çур ĕмĕр ытла шкул сукмакне такăрлатакан вĕрентекенĕн пĕлӳ тĕнчипе çыхăннă кăсăклă самант темĕн чухлех. 50 çул — калама кăна çăмăл вĕт. Çак тапхăр темиçе ăрăвăн шăпипе çыхăннă. Калаçăва Валентина Петровнăна шăпах çак ыйтăва панинчен пуçларăмăр.

Яваплăха ӳстерме ыйтакан çулталăк

— Çитес çул Раççейре — Педагогпа наставник çулталăкĕ. Мĕнле йышăнтăр çак хыпара?

— Педагог çитĕнекен ăрăвăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Ашшĕ-амăшĕ пекех кашни ача валли хăйĕн юратăвне, тимлĕхне шеллемест. Унăн тĕп тĕллевĕ — пĕлӳ парасси. Ку енĕпе пирĕн яваплăх никамăннинчен те пысăкрах. Пурнăç çапла ыйтать. Вăл пĕр вырăнта тăмасть, малаллах шăвать. Çĕнĕ технологисем вăй илсе, аталанса пыраççĕ. Çамрăк ăрăва çак çĕнĕлĕхсемпе чи малтан паллаштараканĕ шăпах — педагог. Пурнăç ыйтăвне туллин тивĕçтерес тесен хăйĕн те пурнăç таппинчен юлмалла мар, пĕлĕвне куллен ӳстерсе, пуянлатса пымалла. Манăн шухăшпа, Педагогпа наставник çулталăкĕнче вĕрентекенĕн ят-сумне çĕклес тĕлĕшпе çыхăннă ыйтусене те хускатĕç. Апла пулсан савăнăç туйăмĕ çуратнипе пĕрлех яваплăха та ӳстерме ыйтакан çулталăк кĕтет пире.

— Учитель ыттисене вĕрентет, хăй те вĕренет. Юлашки тапхăрта пурнăçа темĕн чухлĕ çĕнĕлĕх вирхĕнсе кĕчĕ. Вăхăт пире ĕнерхинчен пачах урăхла пулма хистет. Çак самантсене те шута илнех пулĕ Педагогпа наставник çулталăкне йышăннă чухне. Учитель ĕçĕ унчченхинчен йывăртарах-и?

— Вĕрентекен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Профильлĕ классем уçни, шкулсен пурлăхпа техника базине пуянлатса пыни ачасене тарăн пĕлӳ пама пулăшаççĕ. Физика класĕнче мĕн кăна çук халĕ: компьютер, мультимедиа проекторĕ, графопроектор, ытти хатĕр. Кашни темăпах лаборатори ĕçĕ çырма пулать.

— Сирĕн кабинет районта та, республикăра та чи лайăххисенчен пĕри пулни пирки илтнĕ-ха эпир. Çапах физика питĕ кăткăс предмет-çке. Арçын ачасем е хĕрачасем çăмăллăн парăнтараççĕ ăна? Тата ачасене предметпа мĕнле кăсăклантаратăр?
— Нихăшне те кӳрентерес теместĕп. Çапах çакă паллă: каччăсен логика шухăшлавĕ вăйлăрах аталанать, ăсĕ çивĕчрех. Çут çанталăк саккунĕ çавăн пек. Аслă пĕлӳ илес ĕмĕтлĕ йĕкĕтсем йĕркене те çирĕпрех пăхăнаççĕ. Физикăна ачасем 7-мĕш класра вĕренме пуçлаççĕ.
Вĕсене пĕрремĕш урокранах кăсăклантарма тăрăшатăп. Мĕнле пайпа? Темăна ансат чĕлхепе ăнлантарса, кăсăклă опытсем туса. Çав вăхăтрах предмет хăш ачан чунне çывăхрах пулнине, вăл унпа хĕмленсе тăнине, пуласлăхне техника енĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленнине пĕлме тăрăшатăп. Ун пеккисемпе уйрăммăн та ĕçлетĕп.

Вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсем савăнăç кӳреççĕ

— Тĕслĕх вырăнне Юрий Терентьева асăнса хăвармалла пулĕ.

— Эпĕ ăна вăл 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех асăрхарăм. Унпа урок хыççăн та çине тăрса ĕçлерĕм. Усси пулчех: вĕренекенĕм конкурссене хутшăнма тытăнчĕ. Чи пысăк çитĕнĕвĕ Д.И.Менделеев ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри ăслăлăх-тĕпчев конкурсĕнче çĕнтерни пулчĕ. Малтанах Юрий конкурсăн регионти тапхăрĕнче 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. 2017 çулта финалта 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, ылтăн медале тивĕçрĕ. Вĕренекенĕм çав çулах Н.Э.Бауман ячĕллĕ Мускав патшалăх техника университечĕн студенчĕ пулса тăчĕ.
— Паянхи вĕренекенĕрсем те маттурри пирки илтнĕччĕ.

— 11-мĕш класри Никита Степанов тата Анна Андреева шкул ачисен хушшинче физика енĕпе ирттернĕ «Чăваш Енĕн электротехникин шанăçĕ» олимпиадăра III степень диплома тивĕçрĕç. Вĕренекенсен çĕнтерĕвĕсем, çитĕнĕвĕсем — манăн чи пысăк савăнăçăм, телейĕм. Япăх ача çук. Мана кулянтарнă тата итлемен ача пулман. Хам та вĕренекенсене нихăçан та мĕскĕнлетмен. «Пиллĕклĕх» е «виççĕлĕх» вĕренеççĕ-и вĕсем — пурне те юратмалла, хисеплемелле. Эпĕ вĕсемпе аслисемпе калаçнă пек пуплетĕп. Пĕр-пĕрне куçран пăхнипех ăнланатпăр.

— Вĕрентӳ ĕçĕнче сирĕн хăйне евĕр меслет пуррине илтнĕччĕ. Лайăх вĕренекенсем кăштах юлса пыраканнисене шефа илни пирки-ха сăмахăм.

— Профильлĕ класра усă курмастăп унпа, мĕншĕн тесен унта пурте вăйлă. Ахаль классенче çапла тăваттăм: чи лайăх вĕренекенсене, вĕсене консультант теттĕм, «тăваттăлăх» пĕлекен ачасем çумне çирĕплететтĕм. Çакскерсене «виççĕлĕх» вĕренекеннисене тĕрĕслеме шанаттăм. Консультант пулăшуçисем, паллах, чăн-чăн консультант пулас ĕмĕтли вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çапла майпа начартарах пĕлекеннисем туртăнатчĕç, лайăх вĕренме пуçлатчĕç. Тĕслĕхрен, «виççĕпе» вĕренекен пĕр арçын ача чи лайăххисен ретне тăма пултарчĕ. Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ чухне те физикăпа «5» паллă илчĕ.

— Эсир «2», «3» лартма юратмастăр теççĕ.

— «Виççĕлĕх» те вĕрентеймесен ĕç укçине тивĕçлĕ-ши эпир? Ача тĕрĕслев ĕçĕпе начар паллă илсен чи малтанах унпа канашлатăп. Вăл ăна тӳрлетесшĕн пулсан уроксем хыççăн юлатпăр, вĕренетпĕр. Темăна лайăх ăнланса çитсен тĕрĕслев ĕçне тепĕр хут çыратпăр. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


«Чупса пырса мăйракипе юмана тăрăнчĕ»

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туканаш ялĕнчи Ванягинсен çемйи вăрçă вĕçленсен çулталăкран чăмăртаннă. Пурнăç сукмакĕпе 76 çул алла-аллăн тытăнса утать мăшăр.

Вĕсен çамрăклăхĕ вăрçă тĕлне лекнĕ. Елена Ефимовна — 1925 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче, Федор Петрович 1928 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çемьери йывăрлăхсене пула вĕсем 7 класс çеç пĕтерейнĕ. Еленăна малалла вĕрентме çемьен укçа-тенкĕ пулман. Федора амăшĕ: «Кун чухлĕ вĕреннипе те çитĕ», — тенĕ. Килте те, колхозра та вăй хума тивнĕ вĕсен. Окоп чавнă çĕре ытла çамрăккисене илсе кайма тăрăшман пулин 15-ри Елена çав нушаран хăтăлса юлайман.

«Сăр хĕррине окоп чавма пысăк йышпа тухса кайрăмăр. Çамрăксем те, ачаллă хĕрарăмсем те пулнă унта. Утаркасси, Мишеркасси, Шулю ялĕсенчен инçех мар ĕçлерĕмĕр. Тарăн чавмаллаччĕ. Малтанхи кунсенче çавăнтах çĕр каçрăмăр. Çапă çунтарса кĕлне шăлса пуçтараттăмăр. Кăвайт айĕнчи çĕр ăшăнатчĕ те çавăнта выртса çывăраттăмăр. Вăл çулсенче хĕл сивĕ тăчĕ — 40 градус таран. Кайран хваттере пурăнма ячĕç. Пĕрле выляса ӳснĕ тантăшсемпе йывăр çав вăхăтра ĕçлерĕмĕр. Вĕсен йышĕнче Ульхапа Санькка та пурччĕ. Окоп чавса пĕтернĕ хыççăн вăрмана ĕçлеме илсе кайрĕç. Хĕветĕрĕн ашшĕ вара эпир касса хатĕрленнĕ юмансене Сăр кĕперне тунă çĕре лашапа турттаратчĕ. Пирĕнпе пĕрле Наçтаççи ятлă хĕрарăм тăрăшатчĕ. Упăшки фронтраччĕ. Икĕ ачине килте хăварса халăхран уйрăлмасăр тăрăшрĕ», – аса илчĕ Елена Ефимовна.

Унăн пиччĕшĕ вăрçа кайиччен пĕр харăс икĕ ĕçре вăй хунă: фермăра тата лесхоз бухгалтерĕнче. Повесткăна ăна Иркутск облаçĕнчен килнĕ чухне тыттарнă. Разведкăра аманнăскер госпитальте икĕ уйăх сипленнĕ. Сывалсан каллех фронта кайнă. 1944 çулта тăванĕсем патне вăрçă хирĕнчен хурлăхлă хыпар çитнĕ: салтак паттăррăн çапăçса пуç хунă. Тусĕсем ăна Варшавăран инçех мар пытарса хăварнă, докуменчĕсене вара килне ярса панă.

Каярахпа Елена Ефимовна ял канашне ĕçе вырнаçнă. Ку тивĕç те çăмăлах пулман: ял тăрăх повестка валеçсе çӳренĕ, икĕ сменăпа тăрăшнă. Федор Петровичăн ашшĕ 1942 çулта çĕре кĕнĕ. Виçĕ ачи çурма тăлăха юлнă. Хĕветĕр юлташĕсемпе пĕрле колхозра нумай вăй хунă. Вăкăрсене кӳлесси те ун çине тиеннĕ. «Хăш-пĕр выльăх кутăнччĕ, сухаланă вăхăтрах выртатчĕç. Юркка тусăмпа иксĕмĕр пурпĕр итлеттереттĕмĕр вĕсене: хут тивертеттĕмĕр те çулăма вăкăр хӳри айне илсе пыраттăмăр. Вăкăрсем вара йăпăр-япăр сиксе тăратчĕç. Колхозра Валет ятлă вăкăр пурччĕ. Пĕррехинче ăна урапа умне кӳлтĕмĕр.

Валет ĕрĕхсе кайрĕ те чупса пырса йăмрана тăрăнчĕ, мăйракине хуçса пăрахрĕ. Хамăра ятласран хăранипе эпир хуçăлнă вырăна тăпрапа шăлтăмăр, вăкăра картана кайса ятăмăр», — халĕ çак саманта Федор Петрович кулăш туса каласа кăтартать пулин те ун чухне вăл пĕртте апла туйăнман. <...>

Кристина ИВАНОВА, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.